Аллăмĕш Кун Праçникĕ


Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ.


Троица

Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан кайран çĕр çинђе 40 кун пурăннă, Вăл çынсене курăнми çÿренĕ, тапхăр, тапхăр Хăйĕн вĕренекенĕсене анђах курăннă; вĕсене Турă патшалăхĕ çинђен кала-кала вĕрентнĕ. 40-мĕш кунĕнђе Іисус Христос пĕлĕт çине кайнă, Вăл Елеон тăвĕ çинђен апостолсен куçĕ умĕнђех пĕлĕт çине çĕкленнĕ. Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсен, апостолсен ђунĕ пит хурланнă. Вĕсем ĕлĕк пĕр май Іисус Христос вĕрентнине итлесе çÿренĕ, виçĕ çул ытла Вăл мĕн тунине курса çÿренĕ; халĕ Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсен, тăлăха йулнă пек хуйхăрнă, çавăнпа вĕсенĕн ђунĕсем пит хурланнă. Анђах Іисус Христос Хăй пĕлĕт çине кайнă пулсан та, апостолсене тăлăха хăварман. Вăл апостолсене лăплантарса каланă: Епĕ сирĕн çийе Хам Аттем пама пулнине йарăп, есир çÿлтен хăват илеђђенех Іерусалим хулинђе тăрăр, тенĕ (Лук. 24, 49).—Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсе кайнă ђух апостолсем йулашки хут Іисус Христосран пил-халав (пиллĕх) илнĕ те Іерусалим хулине тавăрăннă. Вĕсем Іерусалимре пĕр çуртра пухăнса ларнă; вĕсемпе пĕрле Турă Амăшĕ те пулнă; Христоса ĕненекен ытти çынсем те пулнă; мĕн пурĕ 120 çын пулнă, Вĕсем пĕр май Турра кĕлтуса пурăннă, Іисус Христос йама пулнă Святой Сывлăша кĕтсе тăнă. Çапла вĕсем тăхăр кун кĕтсе ирттернĕ. Вуннăмĕш кун іудейсен аслă праçник, аллăмĕш кун праçникĕ, пулнă. Çав кун іудейсем çуллен пур те Іерусалим ђиркÿне Турра кĕл-тума пухăннă, килĕнђе хăйсен çурђĕсене йывăçсем лартса, курăксем пăрахса илемлĕлетнĕ. Ĕлĕк еврей халăхне Синай тăвĕ çинђе Турă закон панă, çавна асăнса Еврейсем çав праçнике тунă. Çав кун еврейсем, епĕ сире паçăр каларăм-ха, пур те Іерусалим ђиркÿне кайнă, апостолсем вăл кун ђиркĕве кайман, хăйсем пурăнакан çуртрах ларнă. Вĕсем пĕр май Святой Сывлăша кĕтсе Турра кĕл-туса тăнă, Святой Сывлăш хăçан анассине апостолсем хăйсем пĕлмен. Çапла апостолсем пур те пĕр шухăш çинђе тăнă ђух, сасартăк пĕлĕт çинђен çил-тăвăл кĕрленĕ йевĕрлĕ сасă шавласа аннă та, вĕсем пухăннă çурта туллийех тулнă. Вара вĕсене уйрăм, уйрăм тăракан ђĕлхесем курăннă: вăл ђĕлхесем вут ђĕлхĕсем йевĕрлĕ пулнă; кашни çын çине пĕрер ђĕлхе аннă. Вĕсем пурте Святой Сывлăшпа хăватлăланнă, Святой Сывлăш калаçтарнипе тĕрлĕ ђĕлхепе калаçа пуçланă (Дѣян. 2, 2—4).

Апостолсем çине Святой Сывлăш аннă ђухне çÿлте пĕлĕт çинђе çил-тăвăл шавланă пек сасă илтĕннĕ. Çав сасă ытти çынсене те илтĕннĕ. Çав сасса илтсе, çынсем нумайĕшĕ апостолсем ларакан çурт патне пынă. Апостолсем çине Святой Сывлăш ансан, вĕсем тĕрлĕ ђĕлхепе калаçа пуçланă. Курма пынă çынсем апостолсене курсан, тĕлĕнсе кайнă. Вĕсем тĕрлĕ ђĕлхепе калаçнине илтсен пур халăхсем те тĕлĕне пуçланă. Вара çак калаçакансем (апостолсем) пур те Галилея çыннисем-çке? йепле халĕ епир хамăр калаçакан ђĕлхепе калаçаççĕ вĕсем? тесе тĕлĕнсе тăнă. Çавăнтах хăшĕ тата апостолсенђен мăшкăласа кулнă: ерех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ вĕсем, тенĕ. Вара Петр апостол вĕсен умне тухнă та, вĕсене каланă: „ей Израил çыннисем! сирĕн хушшăрта тĕрлĕ хăватсем тăвакан Іисус Христоса пĕлетĕр есир, есир Ăна пăталаса вĕлертĕр, Вăл вилĕмрен ђĕрĕлсе тăђĕ, вилĕмĕн Ăна тытса ђарма хăват çитеймерĕ; Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнине епир пурсăмăр та пĕлсе тăратпăр. Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленђĕ те, Атте Турăран пирĕн çийе Святой Сывлăша йађĕ, халĕ пире мĕн пулнине есир хăвăр курса тăратăр ĕнтĕ“, тенĕ. Петр апостол çапла каласан, итлесе тăракан çынсем апостолсене каланă: „мĕн тăвас еппин пирĕн? тенĕ. Петр апостол вĕсене каланă: „ÿкĕнĕр, çылăхăрсене каçармашкăн пурсăр та Іисус Христос йађĕпе тĕне кĕрĕр“, тенĕ (Дѣян. 2, 37—38). Çав кунах вара Христоса ĕненсе виçĕ пин çынна йахăн тĕне кĕнĕ. Çав ĕçе асăнса, апостолсем çине Святой Сывлăш аннине асăнса, епир пайан праçник тăватпăр.

Апостолсем Святой Сывлăша илиђђен пит хуйхăрса пурăннă; Святой Сывлăш вĕсем çине ансанах, вĕсен ђунĕ савăнса кайнă; хăйсем вĕсем пĕтĕмпех улăшăнса кайнă. Вĕсем ĕлĕк пĕр еврей ђĕлхине анђах калаçма пĕлнĕ, халĕ, вĕсем çине Святой Сывлăш ансанах, вĕсем тĕрлĕ ђĕлхепе калаçа пуçланă. Апостолсем ĕлĕк Христос мĕн вĕрентнине пурне те ăнланайман, халĕ, вĕсем çине Святой Сывлăш ансанах, вĕсем пурне те пĕлекен пулнă, вĕсем пит ăслăланса кайнă. Апостолсене мĕн кирлĕ пулнă, Святой Сывлăш çавна панă вĕсене. Апостолсене Іисус Христос пĕтĕм тĕнђери халăхсене кайса вĕрентме хушнă. Тĕнђери халăхсене пурне те вĕрентес тесен, вĕсен тĕрлĕ ђĕлхепе калаçма пĕлни кирлĕ пулнă: Святой Сывлăш вĕсем çине ансанах, вĕсенĕн ђĕлхи уçăлса кайнă, вĕсем тĕрлĕ ђĕлхепе калаçа пуçланă. Тата Святой Сывлăш апостолсене Іисус Христос çинђен, Іисус Христос мĕн туни çинђен, мĕн вĕрентни çинђен пурне те аса илтерсе тăнă.

Святой Сывлăш тивлетне илме апостолсем анђах мар, Христоса ĕненекен çынсем пур те тивĕçлĕ. Святой Сывлăш апостолсене мĕн кирлĕ пулнă, çавна панă, вĕсене тĕрлĕ ђĕлхе панă; Святой Сывлăш кирек хăçан та кама мĕн кирлĕ, çавна парат̌. Ей ырă çынсем! пирĕн Ăша Святой Сывлăш килсе вырăнаçтăр тесен, мĕн тăвас пирĕн? Петр апостол іудей çыннисене мĕн каланă-ха: çылăхăрсенђен ÿкĕнĕр, вара сире те Святой Сывлăш тивлеђĕ тивĕ, тенĕ. Турă умĕнђе çылăхсенђен ÿкĕнес пулат̌: ей Турă, епир усал пурăннине каçарсам, тесе йăлăнас пулат̌ Турра. Акă пĕтĕм халăхпа ђĕр-куççи çине тăрса Турра кĕл-тăваççĕ: Святой Сывлăш хăватне антарса пар пире, тесе Турра йăлăнаççĕ. Çавăн ђухне есир те ђунтан тархасласа йăлăнăр Святой Сывлăш Турра: ей Святой

Сывлăш! пирĕн ăша кĕрсе вырăнаç, пур усалтан тасат пире; иртнĕ пурăнăçра çылăха кĕнисене каçар, пурăнас пурăнăçа аван ирттерме пар, пирĕн ĕçе ăнтарса пыр, тийĕр. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.