Аллăмĕш Кун Праçникĕ


Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Троица

Аллăмĕш кунхи праçник кунĕ ирхине апостолсем пур те пĕрле пĕр пÿлĕмре ларнă. Çавăн ђухне пĕлĕт çинђен сасартăк вăйлă çил килнĕ пек кĕрленĕ сасă илтĕннĕ. Çав сасă апостолсем пухăннă пÿлĕме те тулнă. Вара вĕсем çине Святой Сывлăш анса кашнин тĕлĕнђе вут ђĕлхе пек курăнса тăнă. Вĕсем Святой Сывлăшпа хăватлăланнă та, тĕрлĕ ђĕлхепе калаçа пуçланă. Ун ђухне аллăмĕш кун праçникне çынсем пит нумай пухăннă. Вĕсем тĕрлĕ çĕртен пулнă. Унта Парѳія, Мидія, Елладă çыннисем те пулнă. Месопотаміяран, Іудеяран, Каппадокіяран, Египетрен, тата ытти çĕртен килнĕ çынсем те нумай пулнă. Пĕлĕт çинђен кĕрленĕ сасă ансан, вĕсем пур те, çав сасса илтсе, унта пуçтарăннă. Апостолсем тĕрлĕ ђĕлхепе калаçнине илтсен пит тĕлĕннĕ: кусем пур те Галилея çыннисем, йепле тата пирĕн ђĕлхепе те калаçаççĕ, тенĕ. Пур те ăсран кайса тăнă. Хăйсем пĕр пĕрне: мĕн пулат̌-ши ку? тенĕ. Вара Петр апостол çав пуçтарăннă халăха вĕренте пуçланă. Вăл вĕсене Іисус Христос çинђен каласа кăтартнă. Çав кун пĕр виçĕ пин çынна йахăн Христоса ĕненнĕ.

Йуратнă тăванăмсем! Мĕншĕн Турă апостолсем çине Святой Сывлăш йанă-ши? Мĕншĕн вĕсене тĕрлĕ ђĕлхе пĕлекен тунă-ши? Тĕрлĕ ђĕлхе пĕлни апостолсене мĕн тума кирлĕ пулнă-ши? Акă мĕншĕн, тăванăмсем!

Ĕлĕк çÿлти Турă анса, іудейсем пĕлĕте çитиђђен пашне тăвас ĕçе йуратмасăр, вĕсен ђĕлхисене аташтарнă, пĕр пĕрне ăнланайми тунă. Халĕ Турă апостолсем çине вутлă ђĕлхесем валеçсе парса тĕрлĕ ђĕлхе пĕлекен тăват̌. Ĕлĕк Турă іудейсен ђĕлхисене аташтарса тĕрлĕ халăх кăларнă. Халĕ çав халăха Хăй çинђен кашнине хăй ђĕл-хипе вĕрентме хушат̌. Ĕлĕк Турă іудейсен ђĕлхисене аташтарса тĕрлĕ çĕре салатса йанă. Халĕ Турă çав салатнă халăха хăйсен ђĕлхипе вĕрентсе Хăй патне пуçтарма калат̌.

Апостолсем Святой Сывлăш урлă тĕрлĕ ђĕлхе пĕлекен пулсан, тĕрлĕ çĕре саланнă. Кашни халăха харпăр хăй ђĕлхипе Христос çинђен каласа кăтартнă, вĕсене Христос йенне çавăрнă. Çавăнпа Павел апостол калат̌: ыттисене ăнлантарма йут ђĕлхепе темиçе пин сăмах калиђђен, хам ăсăмпа, пĕлекен ђĕлхепе, пилĕк сăмах анђах каласшăн, тет. Çав апостолах калат̌: йут ђĕлхепе кĕл-тунă ђух, манăн ђунăм кĕл-тусан та, ăсăм усă кÿмесĕр, ăнланаймасăр, тăрат̌, тет.

Çавăнпа, тăванăмсем, Турă апостолсем çине Святой Сывлăш йарса тĕрлĕ ђĕлхе пĕлекен тунă. Кашни халăха Христос çинђен харпăр хăй ђĕлхипе вĕрентме хушнă. Кашни халăха хăй пĕлекен ђĕлхепе Хăйне кĕл-тумалла тунă. Халĕ ĕнтĕ Тĕнђере темиçе халăх Христос тĕнне тытса тăраççĕ. Кашни вĕсем харпăр ђĕлхипе Туррăмăра кĕл-тăваççĕ, Ăна мухтаççĕ, кирлине ыйтаççĕ. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.