Сăмахлăх аталанăвĕн тапхăрĕсем


Н. Иванова, В. Никитин-Станьял


Sijen1• Спеуляци
Шутласа кăларнă япаласене чăн пек кăтартни

Халăхăн питех те вăрăм кун-çулне, ĕмĕртен ĕмĕре упранса пынă еткерне сыпăкăн-сыпăкăн, саманасемпе тапхăрсем çине пайласа вĕренеççĕ. Сăмахлăх аталанăвĕ халăх историйĕпе (ĕç тăрăмĕпе), культурипе (ăс пурлăхĕпе) уйрăлми çыхăнса пырать. Çавăнпа сăмахлăха та ĕмĕрсем тăрăх йĕркипе тишкерни вырăнлă.

Чылай хушă чăвашсене аваллăхсăр, хутла пĕлмен, чир-чĕртен хăпайман, тĕнчене тухса курайман ют йăх (инородец) тесе пурăннă. Çавăнпа халăхăн авалхи ĕç тăрăмне çителĕклĕ тĕпчесе пăхман. ХХ ĕмĕр вĕçĕнче тăван халăхăн несĕл тымарĕсем уççăнрах курăнма пуçларĕç. Вĕсем Алтайпа Тĕп Азире, Кавказпа Дон хутлăхĕнче кăна мар, Месопотамире — Тигрпа Евфрат шывĕсем патĕнче те пулни палăрать. Çавăнпа хамăрăн пурнăç пуçламăшне савăлпа руна çырăвĕсем çуралнă вăхăтра шырани тĕрес.

Асра хăварма лайăхрах пултăр тесе тăван сăмахлăх аталанăвне çак саманасем çине уйăрса вĕренĕпĕр:

1 самана. Авалхи сăмахлăх палăкĕсем (шумерсемпе тĕрĕксен пĕрлехи тĕслĕхĕсем). Савăлпа руна çырулăхĕ.

2 самана. Вăтам ĕмĕрсенчи сăмахлăх (Пăлхар, Ылтăн Урта, Хусан ханлăхĕнчи тĕслĕхсем). Çырулăха çухатнă вăхăт.

3 самана. XVI—XVIII ĕмĕрсенчи сăмахлăх (Вырăс патшалăхĕн тытăмĕнчи тĕслĕхсем). Кивĕ çырулăх чĕрĕлме пуçлани.

4 самана. XIX ĕмĕрти сăмахлăх. Çĕнĕ çырулăх вăй илни.

5 самана. ХХ ĕмĕрти чăваш сăмахлăхĕ. Сăмахлăхăн нумай енлĕ аталанăвĕ.

Малтанхи тăватă саманине çиелтен çеç пăхса тухма тивет, мĕншĕн тесен вăл ĕмĕрсем пирки татăклă сăмах калама иртерех-ха. Анчах авалхи ĕмĕрсенчен пире валли иксĕлми пуянлăх — халăх сăмахлăхĕ упранса юлнă. Унăн пĕр пайне — йăла-йĕркепе çыхăннă сăвви-юррине, кĕлли-сăвапне, улăп халапĕсен сыпăкĕсене туллинрех пăхса тухăпăр.

Чăваш халăхĕ авалхи халăх пулнине унăн пуян чĕлхи, тĕн йăли, тăванлăх-хурăнташлăх ячĕсем тата ытти еткерлĕх кăтартса парать. Хамăра ĕлĕк мĕнле чĕннине, пуян аваллăха тĕплĕн пĕлместпĕр. «Чăваш кĕнекине хĕрлĕ ĕне çисе янă»,— çапла пирĕн хурав. Тухăçри кун тăрăмра (календарьте) çулсене чĕр чунсен ячĕсемпе палăртаççĕ: Йĕке хÿре (Шăши), Вăкăр (Ĕне), Тигр, Мулкач (Кушак), Аçтаха, Çĕлен, Лаша, Сурăх (Качака), Упăте, Автан, Йытă, Сысна çулĕсем. Ĕне (Вăкăр) çулĕ чăвашсемшĕн синкерлĕ çул шутланнă: вăл çулхине тискер тăшман пирĕн мĕн пур ырлăх-пурлăха, пĕтĕм халăха вут-кăварпа çунтарса янă. Çакă вăл сакăр ĕмĕр ĕлĕкрех пулса иртнĕ. Чăвашсен паллă шухăшлавçи Мĕтри Юман çырнă тăрăх, ун чухне алла уха-сăнă тытма пултаракан çыннисем тăшмана хирĕç тухнă, хаяр çапăçура йăлтах пĕтнĕ. Ача-пăча, ватăсемпе чăлахсем, аякри чăтлăх вăрмана пытарса хăварнăскерсем, йăх ятне малалла тăсакансем пулса юлнă. Ыттисемпе хутшăнмасăр, вăрманти çырма-çатрара вăрах хĕсĕнсе пурăннă хыççăн кăна халăх тепĕр хут тĕнче умне тухнă, ку хутĕнче вара истори сĕлки çине «чăваш йăваш» тесе çырса хуна…

ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи пекех ĕмĕр вĕçĕнче те чăваш халăхĕ хăйĕн аваллăхĕпе хытă кăсăкланса кайрĕ. Çакă халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ енĕ — уйрăмах юрă-ташă, алă ăсталăхĕ, выляну-кăтарту ĕçĕ, урăхла каласан фольклор пултарулăхĕ, вăйланса кайнинче палăрчĕ. Кун тăрăм (календарь) йăли-йĕрки çĕнĕрен вăйланчĕ. Çулталăкпа этем ĕмĕрĕн çаврăнăшĕсене, йăлисене, мешехисене çырса илнĕ тĕслĕх нумай. Унта тĕплĕ çырни те, ăнланмасăр çиелтен пăхни те пур. Чăваш кун тăрăмĕ темиçе хут ылмашăннă пирки йăласен тĕрĕс вăхăтне çухатса пĕтернĕ. Вĕреннĕ чухне ăнланма çăмăлтарах пултăр тесе пысăкрах йăласене (уявсене, вăйăсене, чунсене) уйăхсем тăрăх кăтартса хăварнă. Кĕнекере кăтартни тĕппипех тĕрĕс тесе ан шутлăр: тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çĕрте йăласем пĕр пек пулмаççĕ, тепĕр чухне вĕсен ячĕсене ылмаштарни те пур. Вирьялсен йăлипе анатрисен йĕрки тĕлме-тĕл лекмессе пултарать. Тĕслĕхрен, анатрисен те, турисен те çулталăк улшăннă вăхăтра кивĕ ăпăр-тапăра пухса тасатасси, ĕрет тухса усал-тĕселе хуса ярасси пур. Анатрисен вăл «сĕрен» ятлă, турисен — «вирĕм». Вирĕмне сурхури хыççăн, сĕрĕннĕ калăм вĕçĕнче ирттереççĕ. Çакна шута илсе кĕрхи йăлине «вирĕм», çурхи йăлине «сĕрен» тесе палăртни тĕрĕсрех.

Кун тăрăмпа кил-йышри йăласем чăваш тĕнĕпе çыхăнса тăнă. Тĕнĕ хăй вара хĕвел çаврăнăшне, уйăх тăхрисене кура йĕркеленнĕ. Çавăнпа тĕнчери ытти чылай тĕн вĕрентĕвĕ, уявĕ пĕр вăхăталла пулса иртет. Чăваш тĕнĕ ăна темиçе ĕмĕр тискеррĕн аркатнă пулсан та ытти тĕнсен пусмăрĕ айĕнче хăйĕн сăнне çухатман. Авалхи-хальхи тĕн пулсан-пулмасан та, ăна ĕненсен-ĕненмесен те чăваш халăхĕ хăйĕн тĕнне упраса хăварнине мухтанма пултарать, мĕншĕн тесен тĕн вăл — пурнăç йăли, этем чунĕн, моралĕн авалхи никĕсĕ. Пирĕн вăл пур, пирĕн вăл — расна хамăрла, таса, çирĕп, ĕçлĕ. Çакăн çинчен пире 800 çул шарлама, шухăшлама чарнă. Чарăнмасан вутпа, кула- найпа, тĕрмепе пуçа илнĕ. Чăваш тĕнне тĕшмĕшпе пăтратса, юриех айва ил ăтса кăтартасси халĕ те тел пулать. Анчах тĕрĕслĕхе çилĕпе, суяпа, вăйпа çĕнтерме çук.

Чăваш халăх историне, культурине, сăмахлăхне хамăрăн тĕн никĕсне уçса памасăр вĕрентме май килмест. Çавăнпа кĕнекере ун çинчен тĕплĕрех каласа панă.

Чăваш сăмахлăхĕн еткерĕнче вĕренÿ кĕнекине халиччен пачах кĕмен пурлăх нумай. Чылай хайлавсене жанр енчен палăртса тĕпчемен. Унта калмаксене, сăвапсене, автобиографиллĕ «пирĕн пурнăçсене», шÿткĕчсене (анекдотсене), пулмасла хайласене кĕртме пулать. Малашне вĕсене чăваш сăмахлăхĕнче хăйсен вырăнне тупса памалла. Халăхăмăрăн авалхи тата вăтам ĕмĕрсенчи ĕç тăрăмĕ майĕпен уçăлса пырать. Çавăнпа 10—11-мĕш классенче вĕренекенсем çав тапхăрсене кăтартакан Çĕнĕ тĕпчевçĕпе асăрхани вырăнлă. XVIII—XIX ĕмĕрсенчи сăмахлăх, унтан та ытларах И. Я. Яковлев пуçарнă çĕнĕ çырулăх еткерне тĕплĕнрех вĕренме тăрăшмалла. Хальхи шырав ăсĕ хамăр малашлăха тинкеретпĕр пулсан та аваллăх енче выртать. Иртнине пĕлмесĕр хамăра пĕлместпĕр, хамăра пĕлмесĕр тăван халăхăн ывăлĕ-хĕрĕ пулаймастпăр. Камăн ывăлĕ-хĕрĕ пулнине мар, лайăх е усал çын пулнине пăхмалла тетпĕр час-часах. Анчах пурнăçра камăн ывăлĕ-хĕрĕ пулнине манма çук. Ырă ĕмĕтпе пархатарлă ĕç хамăр пурнăç урапине мĕнле çавăр- нинчен, мĕнле тĕллевпе пурăннинчен, несĕллĕхе хисепленинчен нумай килет.

Сăмахлăх пире ырă ĕçпе, таса тĕллевпе пурăнма вĕрентет. Сăмахлăхăн тĕп тĕллевĕ çавă. Кирек хăш саманари сăмахлăх та халăх ăсне, ĕмĕтне, ĕçне, кун-çулне кăтартма тăрăшнă. Çавăнпа хаклă, илемлĕ, усăллă вăл.

ХХ ĕмĕрти сăмахлăх пуян. Ăна тĕпченĕ ĕçсем те сахал мар. Апла пулин те маларахри ĕçе-хĕле çĕнĕлле хак пама тивет: 1917 çулхи юпа пăлхавăрĕ хыççăнхи тапхăра, совет тапхăрĕ тенине, тепĕр хут тинкерсе, нумай енчен пĕтĕмлетсе тухмалла, Ытлашши мухтанă ĕçсем малашлăхшăн пĕлтерĕшне çухатни те, унччен хытă тиркенĕ хайлавсем халĕ вырăнлă пулни те сисĕнет. Пурнăçра кирек хăçан та çапла: вăхăт иртнĕçемĕн аякрине урăхла курма пуçлатăн, малтан асăрхаманнине асăрхатăн, суя япалапа аппаланнине каярахпа сирсе пăрахатăн. Сăмахлăх вĕренĕвĕнче те çавах: ÿнерлĕхĕн паха хайлавĕ ĕмĕре юлать, вак-тĕвек манăçа тухать. Вăхăт темле çаврăнсан та этем йывăр е çăмăл пурăннине пăхмасăрах тĕнче аталанăвĕн хăйĕн часах улшăнман саккунĕсем, туйăмĕсемпе шухăшĕсем пур. Çавсене тарăн кăтартма пултарнă хайлавсем часах кивелмеççĕ. Çав шутрах — халăхăн сăмах вĕççĕн аталанакан сăмахлăхĕ. Шутласан, ХХ ĕмĕрте — хаçат-журнал, телекурăм, радио вăйлă аталаннă вăхăтра — халăх сăмахлăхĕ валли вырăн та юлман темелле. Анчах апла мар: юмах калакан, шÿткĕч кăларакан, çĕнĕ юрă хывакан кашни ялтах пур. Халăхра тем тĕрлĕ талант ÿсет. Ан тив, сирĕнтен кашни хăйне пÿрнĕ пултару, ăс-хакăл çулĕпе малалла кайтăр. Ырă ĕç пекех, ырă шухăш, сăвă, такмак ăна хайлакана пархатар кÿрĕ. Эппин, халăх сăмахлăхĕпе çыру сăмахлăхĕн çыхăнăвне хальхи тĕслĕхсемпе сăнаса пăхни, хăвăр та хайлама тăрăшни лайăх пулĕ.

Кĕнекере кивĕ çырулăх вăхăтĕнчи ăнланма йывăр хайлавсемпе кăткăс куçарусем тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен, Охатер Томеев, Ермей Рожанский, Никита Бичурин çырнисене е куçарнисене вуласа ăнланма çăмăл мар. Вĕсене çапах та пĕлмеллех, ăнланма пултармаллах. Вĕсем — сăмахлăх çыру йĕрĕ çине çĕнĕрен тухнă вăхăт паллисем. Сăмахлăхăн чĕрĕлÿ утăмĕсем кукăр-макăр, такăнчăклă пулнă, Çапах та вăхăт сывлăшне ăнланса илсен ку тапхăрти сăмахлăха чиперех хăнăхма пулĕ.

Чăваш сăмахне ун чухнех финн, венгр, нимĕç çыннисем ăнланма; Дмитрий Ознобишин, Александра Фукс, Василий Сбоев, Николай Ашмарин вырăссем ыттисене чиперрĕн ăнлантарса пама пултарнă пулсан, тĕп чăваш ачисем вара хăйсен тăван сăмахлăхне, мăн аслашшĕсен ĕçне-хĕлне ăнкарса хаклама ăс-пуç çитереймĕç-ши? Кансĕр чухне Иван Яковлев сăнарне ума кăларăр. Вăл халăха çĕнĕ çырулăх парнелеме вăй çитернĕ, чăваш сăмахлăхне аталанма анлă çул уçса панă.

ХХ ĕмĕрти чăваш çыравçисем питĕ йышлă. Вĕренÿ кĕнекисенче паллăраххисене вырăн панă, Вĕсен пултарулăхне, паллах, пурин те тĕплĕ пĕлмелле. Çав вăхăтрах тăван хутлăхри çырав- çă-тĕпчевçссене — вĕсене тĕнче пĕлни-пĕлменнине пăхмасăрах— йăлтах асăрхама пултарсанччĕ! Тăван тавралăха туллин пĕлни аякри пысăк пулăмсене тĕрĕс хаклама пулăшать. Инçетри капмар юмансем хитре курăнаççĕ, хамăр хăртнăри шĕшкĕсем те сар мăйăр тунине манас марччĕ. Вĕтлĕх пулмасан шултра вăрман çĕкленмест.

Сăмахлăх халăх историйĕпе тачă çыхăннă. Шкулта чăваш халăхĕн историне ятарласа вĕрентмен пирки ку кĕнекере сăмахлăх аталанăвĕн тапхăрĕсене пусăмласах палăртма тивнĕ. Çав тапхăрсене халех уçăмлă ăнланма, асра хăварма тăрăшăр. Вĕсене лайăх пĕлни кирек хăçан та вырăнлă пулĕ. Илем, сапăрлăх, сăнарлăх вăхăтпа пĕрле улшăнсах пырать. Сăмахлăха та историлле курма хăнăхар.

Тăван сăмахлăх — иртнĕ ăрусен паха еткерне ăша илме, хăюллă та сывлăхлă, ăслă та çивĕч ÿсме, хамăр пурнăçа ыттисен кун-çулĕпе танлаштарса шухăшлама вĕрентекен çăл куç. Вал сирĕн умăрта нихăçан та ан иксĕлтĕр.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.