Çемен Элкер: Тыткăнра


Çемен Элкер


Тыткăнра

Венкĕр çĕрĕ уйăхлă,
Çуллахи кун шăрăхлă…
Тыткăнри çын, ют салтак,
Çав шăрăхра айлашать,
Мĕн те пулин чавалать.
Çурхи вĕри вăрăм кун
Ĕçлет мĕскĕн халсăр чун
Хапрăк-савăт çумĕнче,
Е пит вĕри шахтăра,
Аякри ют çĕр-шывра,
Çиме начар панăран,
Ĕçĕ ытла йывăртан
Тыткăнри çын тÿсеймест:
Вăй-хал кайса вал чирлет,
Хĕн-хур курать е вилет.
Мадьяр-нимĕç салтаксем –
Хăйсем ăслă этемсем,
Çавах та хăйсем сисмеççĕ:
Епле хăйсем пек çынах
Пĕтет çапла кăлăхах!

1917

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.