Елюк сăртĕнче


Александр Артемьев

Александр Артемьев — профессилле çыравçă, литератор. Шкултан вĕренсе тухсанах вăрçа кайса Германи, унтан Япони хирĕç çапăçнă, темиçе хутчен аманнă. Вăрçă хыççăн Мускаври литература институтĕнчен вĕренсе тухнă… Тĕплĕнрех→



Елюк сăртĕнче

Кашни çулах чи малтан Елюк сăртĕнче юр кайса пĕтет. Вара таврари хирсем хуралма тытăнаççĕ. Акă сăрт çамкинче хĕвел хытă хĕртнĕрен çĕр типсе çитнĕ ĕнтĕ, тĕллĕн-тĕллĕн çерем симĕслене пуçланă. Сад тавра лартса тухнă шурă ураллă хурăнсем те çуркунне çитнине сиснĕ. Вĕсен иртнĕ хура кĕртех хуралнă турачĕсем вăй илнĕ евĕр хĕрелме тытăннă.

Хурăнсем хушшинче хăмăр туналлă çăкасем тирпейлĕн вырнаçнă. Вĕсен турачĕсене юн тĕсĕ çапайман-ха: сĕткенĕ тулса хăпарайман. Акаци харсăр. Унăн тĕмисем хÿме пек ларса тухнă та хăйсемпе юнашар никама та вырăн парасшăн мар. Сирень тĕми сăпайлă. Унăн кÿршисен вырăнне йышăнмалăх чăрсăрлăх çук. Вăл ют ялтан килнĕ ларма хĕр пек именсе питĕ сăпайлă ÿсет. Анчах — ан шарла — вăл та хăй пурри çинчен систерĕ-ха. Пур ÿсен-тăрана та çамрăк чунлă çуркунне капăр тутăр парнелет.

Çак садри кашни йывăçа паллать Çемен. Кашнин хăйĕн уйрăм ячĕ, кашнин хăйĕн палли. Хăшĕ миçе çÿлтине, мĕнпе чирлине, мĕне юратнине, мĕнрен хăранине пахчаçă лайăх пĕлет. Кунта йывăçсенчен чылайăшне вăл хăй аллипе лартса-шăварса ÿстернĕ, кашниншĕн пăшăрханнă е савăннă.

Анчах ку вăл садăн тулаш енĕ кăна-ха. Аякран курăнакан йывăçсем — пурте улмуççисене сивĕ çилсенчен сыхлакан хуралçăсем. Чи тĕлĕнмелли, чи савăнмалли — шалта. Çавăнта васкать пахчаçă.

Çемен карта хĕрринчи йывăçсем айĕпе пырать. Вĕсем çинче шăнкăрчсем çунат çапса шăхăраççĕ. «Мана пулăшакансем», — тет вĕсене Хĕлип мучи. Сивлекрех кăмăллă старик кайăксемпе çеç вăрçмасть. Шкул ачисемпе пĕрле вăл кашни çулах шăнкăрч вĕллисем тăвать. Кашни хурăн çине пĕрер вĕлле çакса хурать.

Шăнкăрчсем те ăна хăнăхсах çитрĕç. Ирсерен садри пĕчĕк пÿрт умĕнче ларакан валашка патне анса тулаççĕ те, старик ача пек савăнать. Кайăксене е çăкăр тĕпретсе парать, е кантăр вăрри сапса çитерет. «Çийĕр, çийĕр, — тет вара, — именсе ан тăрăр. Хĕлип Хĕлипчăн сире çитермелли пур-ха».

Паян та кайăксене кантăр вăрри çитерчĕ.

Муççа мучи те садрах. Вăл пĕлтĕр лартнă улмуççисем патĕнче хăй тĕллĕнех тем мăкăртатса ĕçлет.

— Ытла та лайăх-çке ку йĕплĕ тăлăп, хăта! — терĕ вăл Хĕлип мучи хăй патне çитнĕ-çитменех. — Хĕле хирĕç улмуççие тăхăнтаратăн та — сивĕ те витмест, мулкач шăлĕ те тивеймест.

— Кăшламĕç-ха унта сана, кăшламĕç! Мул кăнăн унăн хÿри кĕске, шан-ха эсĕ ăна. Кăçал та акă пĕрне тытса çĕлĕк тумалла пулчĕ, — хирĕç тавăрчĕ Хĕлип мучи.

— Армана вĕреннĕ йытă армантах вилет теççĕ. Пĕрре сада çÿреме вĕреннĕ мулкач та çавах ĕнте, сан капкăнна лекмесĕр чарăнас çук. Тен, ватлăхра мулкач кĕрĕкĕ те тăхăнса çÿрĕн-ха, — кулкаларĕ Муççа мучи. Юнашар ĕçлекен ывăлĕ чăтаймарĕ, сасăпах кулса ячĕ.

Хĕлип мучи вĕсене илтмĕш пулчĕ, çамрăк улмуççи тавра чакалан ма пуçларĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, кăшкăрса ячĕ:

— Ак хайхи, ак! Вăт сана — кăшламасть! Чисти çисе янă вĕт. Шăлпа касса татнă-çке ача!

— Мĕн пулнă унта?

Хĕлип мучи пушшех хĕрсе кайрĕ.

— Куçăр çук-им сирĕн? Пăхăр лайăхрах акă!

Пахчаçă улмуççи тавра чĕркенĕ хыр лăссине сирсе аяккалла ывăтрĕ. Çамрăк улмуççие аялтанах йĕри-тавра кăшланă. Йывăç ăшĕ чĕлпĕкленсе усăнса тăрать. Ытти улмуççисене те çавăн пекех амантнă пулсан? Çемен чĕри йĕппе тирнĕ пек ыратса кайрĕ. Вăл улмуççи умне пĕшкĕнсе ларчĕ те йывăç туни тавра пăсланса выртакан тăпрана пĕчĕк кĕреçепе чавма пуçларĕ. Шите яхăн чавсан аллине шăтăка чиксе ячĕ. Йывăç тунине пĕр шит таранах аялалла кăшланă иккен!

— Ăнлантăм, — терĕ Çемен. — Каллех йăнăшнă эпир. …Пĕлтĕр кĕркуннех çакăн тарăнăш чавмалла пулнă, — ĕçлеме чарăнсах каларĕ çамрăк йĕкĕт. — Улмуççи тунине çакăнтанах, тымар кутĕнченех, хыр лăссипе лайăх чĕркесе çыхнă хыççăн тăприне каллех малтанхинчен çÿлерех купаламалла пулнă. Вара нимле шăши те кăшлаяс çукчĕ. Ку пĕрре. Шăшисене наркăмăшпа пĕтересси çинчен эпĕ сире пĕлтĕрех асăрхаттарнăччĕ. Анчах эсир мана итлесшĕн пулмарăр. Ялан хăвăр пĕлнĕ пек çеç тума хăтланатăр.

Стариксем чĕнмерĕç. Унтан ытти йывăçсене те тĕрĕслесе тухрĕç. Пĕлтĕр лартнă çĕнĕ сортсенчен вун виççĕшне шăшисем кăшласа амантнă.

— Юр кайиччен кăшланă, — терĕ Çемен. — Кашни улмуççи таврах юр таптаса хытармалла пулнă — шăшисем улмуççи айĕн пырайман пулĕччĕç.

Пахчаçăсем шăши кăшласа амантнă йывăç суранĕсене замазка сĕрсе сиплеме тытăнчĕç.

— Кăкласа пăрахнисем вырăнне çĕнĕ улмуççисем лартас пулать, — терĕ Çемен.

Ыттисем унпа килĕшрĕç.

А. Артемьев çырнинчен

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.