Георгий Орлов: Çуллахи вăрманта


Георгий Орлов


Çуллахи вăрманта

…Июнь çитрĕ. Çĕртме тенĕ ăна пирĕн асаттесем. Чечек уйăхĕ теме те пулать ăна.

Улăх-çаранта çеç мар, вăрман чечекĕсем те, пĕр-пĕринпе тупăшса тенĕ пекех, çеçке сараççĕ. Уçланкăсем, çеремлĕ вар севекĕсем шуррăн, саррăн, кăваккăн-хĕрлĕн — тем тĕрлĕ тĕспе те тĕрленсе ытарайми капăрланаççĕ. Сывлăш, çăрăлса тасалнăскер, сиплĕ ăсла пек туйăнать. Унта та кунта пыл хурчĕсем сĕрлени илтĕнет. Шăрчăксем чăр-латаççĕ. Пур çĕрте те кайăксен юрри янăрать.

Эпĕ каллех вăрманта.

Ик-виçĕ кун каяллах эпĕ шăлан тĕми чечеке ларма тытăннине асăрханăччĕ. Çулпа çул пĕр килмесен те халăх сăнанинчен çакă паллă: ыраш пуç кăларнă вăхăтра шăлан çеçке çурать. Шăп та лăп çав вăхăтра вăрманта малтанхи — çуллахи — кăмпасем курăнса каяççĕ те.

Эпĕ лăпкăн утса хурăнлă лапама анатăп. Авă мăкланнă тунката çумĕнче сарăрах кăмпа ларать. Шлепки пĕчĕккĕ те тачка. Туни вăрăм, шурă, тĕл-тĕл хура йĕрсем пур. Хурăнай ку.

Хурăнай икĕ тĕрлĕ пулать. Нÿрĕрех вырăнта вăл шупка сарă е шурăрах шлепкеллĕ, вăрăм та çинçе туналлă. Типĕрех хурăнлăхра тухнин шлепки хурарах, туни тачка. Вăл çирĕп, хăвăрт çемçелмест. Тути те унăн шурă кăмпа тутинчен кая мар. Çу вĕçнелле хурăнай ытлăн-çитлĕнех тупăнать…

Кăрт-кăрт чĕтренет курăк тĕллĕн-тĕллĕн. Хĕвел ăшшипе кушăхса вăл халь тÿрленнĕçемĕн тÿрленет, çĕкленет. «Кил-кил-кил», — тет малта, лаштра пилеш енче, чие кайăкĕ. Çине тăрсах чĕнет вăл, уçă кăмăллăскер. Шăпланмасть те. «Ут, ут-ут, ут-ут», — кулать пек хыçалта утут мăн сасăпа. Вĕсемпе ăмăртсах çăра йывăçсем хушшинчен сар кайăк йыхрав сарать: «Ху та кур, кил-ха, ху та кур, кил-ха…» Çук, унăн пĕтĕм юрри мар, вĕçĕ кăна çакăн пек янăрать. Пĕлетĕп ĕнтĕ: сар кайăк йыхравĕ суя, ячĕшĕн çеç, вăл хăй те эпĕ çывхариччен тарса пытанать. Таçта каймалла ĕнтĕ? Темиçе хурăнай тупăнчĕ те, урăх нимĕн те курăнмасть. «Çук-çук, çук-çук…» — тăрăхлать куккук та. Эпĕ те кулса яратăп. Савăннипе. Кайăксен кĕвви-юррине хам майлă ăнланнăран хавасланса. «Ĕçле-ĕçле-ĕçле çи, ĕçле-ĕçле-ĕçле çи…» — илтĕнет ав уçланкă хĕрринчен. Кама калать вăл шĕпшĕл? Мана-и?..

Çул урлă пăши каçса кайнă. Тин кăна. Мăшăр чĕрнесем хушшипе çĕкленсе юлнă нÿрĕ тăпра тайăлса та ÿкĕнмен. Чим, мĕн ку? Сап-сарă. Шурă кĕске туналлă. Шлепки çине çаврăнса выртнă. Паллах, пăши ури перĕннĕ ăна. Тата çук-и? Пулмалла пек. Тăр пĕчченех тухман ĕнтĕ.

 

Эс тăратăн çывăхрах —

Курăнмасть те вăл сана.

Çĕр тĕслĕ вăл, кăвакрах.

Хăвăртрах тупсам ăна!

Уç эс лăсă купине,

Сир çулçа та патакпа,

Хытă тинкер — куç тĕлне

Пулĕ тин лутра кăмпа.

 

Чăнах, авă! Çĕр çумнех çыпçăннă. Хыр лăссине те хăй çинчен пĕтĕмпех илсе пăрахаймăн. Унтах — тепри те…

Мăнтăр кăмпа. Мăн туна. Çуллă кăмпа. Масла… Темле ят та панă ăна чăвашсемех. Çу пĕтмĕшĕ теççĕ тата ăна. Ĕçĕ пур ĕнтĕ унпа. Ытти кăмпасенчен ытларах. Ара, ăна темиçе хут çумалла çеç мар, çăвиччен шлепкин кăвак сийне сÿсе пăрахмалла. Пĕрерĕн-пĕрерĕн. Вăхăт нумай иртет. Тÿсĕм кирлĕ. Анчах та кайран, пĕлсе тирпейлесен, вăл шап-шурă шуралса каять те, ăна пăхса ытараймăн! Унăн хăйĕн тути, хăйĕн шăрши. Ăна суханпа е кăштах ыхрапа, хура пăрăçла тата тип çупа хутăштарса сĕтел çине лартсан, çиелтен тата ем-ешĕл укроп сапсан темĕнле тиркевлĕ çын та кил хуçине мухтамасăр чăтаймĕ!

Мăнтăр кăмпа нимрен ытла çамрăк хыр-чăрăшлă вырăнсенче, уçланкă хĕррисенче, çул таврашĕнче кĕпĕрленме юратать. Хăш-пĕр чух вăл çу пуçламăшĕнчех нумай пулать.

Çу пуçламăшĕнче вăл çав тери таса. Тепре вăл хура кĕркунне тин, хуртсем пĕтсен, çавăн пек таса пулать. Сивĕрен ытлах хăрамасть. Нÿрлĕх çитсен тăпра ăшшине пула вăл юр ÿкичченех тухать.

Ут тути. Çамрăк хурăн кăмпин е çамрăк кăрăçăн пекех, ут тутин те шлепке хĕрри аялалла авăнчăк. Каснă-касманах унăн ăшĕ шурă, кăштахран вăл кăвакарать. Чĕрĕ чух çирĕп, хытă, пĕçерсен — çемçешке, пĕтĕмпех хура. Хăшĕсем ăна усал кăмпа тесе татмаççĕ. Кăлăхах. Унран тĕлĕнмелле чаплă вăлча пулать. Кăмпа вăлчи! Тăварласассăн та ăна хурлама çук, тути аптрамасть. Нумайăшне вăл килĕшет. Тата вăл шурă кăмпа пек çурла уйăхĕчченех кĕттермест, çу пуçламăшĕнчех йăтăнса тухать.

Ăна шыраса инçе çÿреме те кирлĕ мар. Вăрман хĕрринче, тепĕр чух çул хĕрринче вăл чылай тупăнать. Ларать вара лайăх пиçнĕ çÿхÿ евĕр çуталса. Хăйне хăвăртрах таттарас килет пулин те, питĕ лутра туналлăскер вăтанса çĕр çумне тата хытăрах лăпчăннă пек.

…Карçинкка тулчĕ те. Эпĕ çакна кĕтменччĕ те. Уçăлмалла кăна килнĕччĕ вăрмана. Вăл пур — мана хаклă кучченеç парса ячĕ. Кил еннелле хавассăн утатăп. Ним шырамасăрах, канса, илемпе йăпанса. Лапам хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Ун хĕрринчи хырсем те курăнми пулчĕç. Йĕри-тавра ватă хырлăх. Вăл халь виçĕ тĕслĕ. Тăрри-çÿçĕ ун — ем-ешĕл, пилĕкĕ — сап-сарă, ура тунисем — тĕксĕм хăмăр. Лăсăпа витĕннĕ тăпра çеп-çемçе. Тăхта! Акă вăл телей — шурă кăмпа! Мăклăрах лакăма пытанса ларнă та, кăшт çеç иртсе каймарăм. Пĕчĕккĕ хăй. Хăмăр шлепки айĕ шап-шурах. Шел, урăх çук. Ку вăхăтра вăл сайра хутра кăна тĕл пулать çав, ăнсăртран пек. Кунпа та çитĕ ĕнтĕ. Ку та паха.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.