Çемен Элкер: Чăваш хаçачĕ


Çемен Элкер


Чăваш хаçачĕ

Пĕрре çуллахи хĕвеллĕ кун Хусанта крепостьри «Дворецра» чăваш салтакĕсен пухăвĕ пулать тенине илтрĕм те, эпĕ унта кайса курас терĕм. Вăхăт кăнтăрла тĕлнелле. Кĕретĕп крепăçне. Хĕвел хĕртсе пăхать… Çав вăхăтрах манăн умран икĕ чăваш салтакĕ ерипен пуплесе пынине куратăп. Пĕри сухаллăскер, тепри çамрăкрахскер. Çамрăкки сылтăм аллине «Хыпар» хаçетне тытнă та хуллен варкăшса пырать тата çав вăхăтрах хаçетне çĕклерĕ те, çухални еннелле пăхса, ак çапла кала пуçларĕ: «Эх, мĕскĕн чăвашĕ! Вуламаллăх хаçачĕ çук, çакă пĕр «Хыпар» пур ĕнтĕ, вăл та пулин эрнере иккĕ тухать, ахаль те вуламаллăх та çук кунта, пĕчĕкçĕ» тет, тата «Вырăспа тутарсене пăх-ха, менле кашни куй тухакан пысăк хаçатсем пур вĕсен, тата хăйсен урăхла çырăвĕсем, пирĕн чăвашсенĕн саспаллисем те вырăслах» – терĕ. Çак сăмахсем малтан мана та хурланмалла пек туйăнчĕç, анчах пирĕн сас паллисем те вырăсла тенĕшĕн мар, хаçат пĕчĕкçĕ, вуламаллăх çук тенĕшĕн. Кайран шутларăм та «ку çын пĕлмесĕр калаçать» терĕм. Пирĕн чăвашсен çырăвĕ вырăсла сас паллисем евĕрлĕрен ăна ниепле те хурлама çук. Мĕншĕн тесен уп пек çыру пĕрре анчах мар, Хĕвеланăç енчи патшалăхсенче терлĕ халăхсем пурте пекех «латинский» çырупа çыраççĕ, эиир, Раççейри пурăнакансем, вырăсла çыру евĕрле çырнăшăн пире те никам та калаймĕ. Анчах чăваш хаçачĕ пĕчĕкçи, вăл вулама сахаллишĕн никам та мар, пĕтĕм чăваш халăхĕн пĕлес пулать: пирĕн «Хыпар» хаçачĕ вайланасси те, пĕтсе ларасси те хамăр çинчех.

«Чăвашла хаçет сахал, начар» тесе: калакансем урăх та пулĕç тетĕп эпĕ, çавăнпа калатăп: чăвашла хаçет вăйлантăр тесен, пирĕн хамăрăнтх пулăшмалла ăна, никам çине шанма та çук. Ку чухне пур ĕç те, пур япала та хаклă пирки хаçет кăларма та питĕ йывăр. Ун çинчен «Хыпарăн» 39 № лайăх кăтартнă… Пирĕн чăвашсен хамăрăн типографи çук пирки пĕр нумĕр хаçат çапмах миçе çĕр тенкĕ кирлĕ унта. Типография хамăрăн илес тесен, нумай пин тенкĕссм кирлĕ пулаççĕ. Çавăнпа пĕтĕм чăваш халăхĕ харпăр хăйшĕн тăрăшасчĕ часрах. Малашне ентĕ вырăнĕпе шав чăвашран вулăс земствисем те, кооперативсем те пулаççĕ. Çавсен пуринĕн те пуринчен ытла манмасăр хăйсен хаçатне пулăшма тăрăшасчĕ. «Хыпар» хаçатне чăваш хушшинче лайăхрах сарасчĕ, ăна пур çĕрте те илчĕрччĕ, вара хаçет çуллен çул вăйлăлансах пырĕ. Эпир «Хыпара» илмесен, вăл, начарланса, тухми те пуле. Халĕ пирĕн нумай ялсенче чăваш хаçет тухнине те пĕлеççĕ, те пĕлмеççĕ. «Хыпар» таткине те тупаяс çук. Чăвашсем апла илмесессĕн, пирĕн пĕртен-пĕр «Хыпар» та часах куçран çухалĕ. Епле йывăç пахчинчи çамрăк çимĕç йывăççине пăхмасассăн вал ÿсĕнмест те, çав вăхăтрах хăрса ларма та пултарать, ăна пăхсах, тавăрсах тăрсан, вăл часах çитĕнсе хăватлăнанса каять те усăллă çимĕç кÿме пуçлать, пирĕн «Хыпар» та чăвашсем хушшинче ку вăхăтра анчах шăтса çамрăк йывăç евĕрлĕ-ха, ăна вăй иличчен пулăшмалла, кайран вăлах, вăйлăлансан, пĕтĕм чăваш халăхпе çутăлтарса, пысăк усă кÿре пуçлĕ. Çакна ан манăр, чăвашсем, пулăшăр «Хыпара»!

1917

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.