Пурăнăç
Таса çынна тур папай
Сахал парать кунта пай;
Ку тĕнчере çук та ун
Çутă кунпа çут мункун.
Курсан курать леш çĕрте
Таса çын перекете.
Кунта аван кунсене
Парать усаллисене.
Вĕсем кунта савăнăç,
Кашни кунах ыр кураç.
Эпир хамăр ĕмĕре,
Рестанцă пек, тĕрмере
Ирттертĕмĕр тертленсе, –
Вилер хуть ĕмĕтленсе.
1908