Христоса Шыва Кÿртекен Іоанн Çуралнă Кун Вĕрентсе Каламалли


Діаконъ Николай Талавриновъ


Çĕртме 24-мĕшĕ

Пайанхи кун епир, тăванăмăрсем, Христос умĕн килнĕ, аслă пророк Іоанн çуралнине асăнатпăр. Çавăнпа епĕ халĕ сире çакă Іоанн Предтеча çурални çинђен каласа парас тетĕп. Христос умĕн килнĕ Іоанн Турра тĕрĕс ĕненсе пурăнакан сăваплă çынсенĕн ывăлĕ пулнă; унăн ашшĕ Захарія священник пулнă, амăшĕ Елизавета йатлă пулнă. Вĕсенĕн ватăлиђђенех ађа-пăђа пулман. Пĕрре священник ĕçĕпе Захаріяна Іерусалим ђиркĕвĕнђе кĕл-тума йĕрке çитнĕ. Çавăн ђухне вăл ладон тĕтĕрме тесе ђиркĕвĕн тасатакан пÿлĕмне кĕнĕ: унăн варринђе ладон çунтармалли вырăн пулнă, çав вырăнăн сылтăм йенђе ăна пĕр Ангел курăннă. Ангел каланă: Захарія, епĕ сана савăнмалли хыпар калатăп, санăн арăму, Елизавета, ывăл ађа çуратĕ, есĕ ăна Іоанн йатлă хурăн. Вăл Турă умĕнђе аслă çын пулĕ. Унăн ăшне çуралнă ђухах Святой Сывлăш кĕрсе вырăнаçĕ, тенĕ. Захарія хăй ватăран Ангел сăмахĕсене ĕненсех пĕтереймен. Çапла ĕненменшĕн Турă ăна пĕр вăхăтра ђĕлхесĕр туса асаплантарнă. Çак ырă хыпар хыççăн Захарія арăмĕ, Елизавета, ђăнах та йывăр çын пулнă. Ађа çуралсан, ашшĕ-амăшĕ савăннă çĕре тăванĕсем пухăннă. Весем çуралнă ађана Захарія йатлă хурас тесе канашланă, Елизавета хăй Іоанн йатлă хурас тенĕ. Мен йатлă хурас-ши? тесе тата ашшĕнђен ыйтнă. Захарія хăма татăкĕ ыйтса илнĕ те, хăма çине: ун йађĕ Іоанн пултăр, тесе çырса панă. Çавăн ђухне Захаріянăн ђĕлхи сасартăк уçăлнă, вăл вара Турра аслăласа мухта пуçланă, малашне мĕн пулассине те каласа кăтартнă.

Тăвансем, Іоанн Предтеча пур пророксем хушшинђе ђăн аслă пророк пулнă. Пророксене Турă хăй суйлат̌. Іоанн пророка та Турă суйланă, мĕшĕн тесен Іоанн таса пурăнăçлă, Турăшăн тăрăшакан çын пулнă. Пирĕн те Турра йурас тесен, таса пурăнма тăрăшас пулат̌: мухтавлăхшăн ан тăрăшăр, мул тавăраш ан пуçтарăр, вĕсем пур те пĕр сехетрех пĕтме пултараççĕ. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.