Абай Кунанбаев: Килес Ăрусене


Кунанбай Ывалĕ Абай

Килес Ăрусене

Çĕршывăм, эс-им маншăн вилтăпри?
Поэт çĕрминĕнче çеç канăç туптăр-и?
Юратăва сÿнтернĕ курайманлăх
Поэт чунне текех ан шăнттăр-и?

Курассинчен пулман никам иртнийĕ,
Çунать сасартăках пĕри, шанать теприйĕ.
Вара килес çынсен чĕлхи çинче
Вакланĕ тĕрлĕ май поэт чĕрийĕ.

Килсем этем! Эс пулăн ирĕкре.
Эп санăн умăнта тухайăп-ши тÿрре?
Чĕп-чĕр суран ман чун, хура ман юнăм,
Тек-тек çунтармăн-ши пĕрре çуннăскере?

Пăхсам эс витĕмлĕн поэтăн чĕринчен:
Юмах пек саншăн вăл ăнланиччен.
Хĕвĕшÿпе эп ÿснĕ тĕлсĕр-йĕрсĕр,
Кĕрешÿре эп пулнă пĕр-пĕччен.

Эп çамрăк кунăма асар-писер ухтартăм,
Тав-шавлăхшăн чÿк вучахне çунтартăм.
Часах ăс кĕчĕ ман, анчах чĕрем кĕтни
Çитмерĕ те — çунатăма устартăм.
Хисеплĕ пурнăçшăн ман çул пулмарĕ,
Эп чĕнтĕм халăха, вăл манпала пымарĕ,
Сăн-питĕм лăп, анчах ăшчикĕм вут,
Кăкăр тулли чĕр наркăмăш кăварĕ.
Кунта эп ытлашши, кунта эп ют,
Этем, этем! Ман çулпала ан ут.
Каятăп эп пĕр нимĕн тăваймасăр,
Ан тив — питлетĕр хаяр сут.

Маймбет Юрри

(Казахларан)

Ватă курпун тĕвем,
Çеçенхирти тăван!
Шăрăх çулпа этем
Мĕн чул санпа утман?
Çурăм тулли çĕклем
Мĕн чул санпа куçман?
Ватă курпун тĕвем,
Саншăн çак юррăм ман.
Сăвăç-жирши Маймбет
Юрă нумай пĕлет,
Ватă жирши юрлать —
Аслă çĕршыв тăнлать…
Ут, ут, тĕвемçĕм, ут,
Каяс çулсем çап-çут.
Манаймăн эс нихçан:
Хуçу усалччĕ сан,
Сиввĕн шăлне йĕрсе,
Ÿкеретчĕ сана хирсе,
Тиетчĕ çине-çине
Аманнă каçан çине
Ылханлă пурлăхне,
Çеçенхир хурлăхне.
Сар ылтăнăн çути
Куççуль — çеçенхирсен;
Шур кĕмĕлĕн çути
Куççуль — чечен хĕрсен.
Ватă жирши Маймбет
Юрă нумай пĕлет,
Юрланă май, майпен
Куçне шăлса илет.
Ут, ут, тĕвемçĕм, ут,
Каяс çулсем çап-çут.
Суратчĕ ватă шăмшак,
Утаттăнччĕ эс йăнăшса,
Ураран ура иртмен,
Умра сулхăн шыв илĕртмен.
Сăмсалăх — тимĕр кукри
Касатчĕ тута-çăвара.
Ылханнă эс йывăр тÿкри
Хăвна пусмăрлан тавара.
Мĕн чухлĕ тăкман пуль куççуль
Çилпе какайланнă куçу?
Типсе çурăлан çăвара,
Çунса куштăрканă вара
Пăртакçă епле те пулсан,
Нÿрпе йĕпетесшĕн пулса,—
Кăларăттăн эс чĕлхÿне,
Тытаттăн вĕри куççульне;
Тăварлă, йÿçĕ куççуль,
Тен, пулăшатчĕ те пуль…
Ватă жирши Маймбет
Юрă нумай пĕлет.
Юрланă май, майпен
Куçне шăлса илет.
Ут, ут, тĕвемçĕм, ут,
Тек пусмăр йĕртес çук.
Ут, ут, тĕвемçĕм, ут,
Каяс çулсем çап-çут.
Чимкентран Урлă таран
Çаккет[i] хăваратчĕ хуçа:
Пĕр ывăç сулхăн шывран —
Пĕр ывăç ылтăн укçа.
Эс курнă бархан-кĕрт çинче
Этем вилĕмпе выртнине.
Вăл пурнăç валли шыв чĕнсе
Çĕкленĕ çÿле аллине,
Шăлне-çăварне çĕмĕрсе,
Кăшланă пиалине…
Вара ун вилли çийĕнче
Çĕкленнĕ илемлĕ мираж.
Час-час хĕсĕркке хирсенче
Çав суя илеме кураç.
Ватă жирши Маймбет
Нумай, нумай пĕлет.
Ут, ут, тĕвемçĕм, ут,
Утас çулсем çап-çут.
Пĕр сулхăн каç кăна
Саватчĕ пуль сана.
Вăл, санпала пĕрле
Вĕри хăйăр çине
Выртатчĕ те çĕрле,
Чĕрĕ сурансене
Ачашшăн, анне пек,
Савса лăпкатчĕ тек.
Ватă жирши Маймбет
Нумай, нумай пĕлет.
Ăшра капланнă чух
Юрлам-ха пĕрех хут.
Ут, ут, тĕвемçĕм, ут,
Тек хурлăх курас çук.
Иртнĕ кунăн мĕнпур парни —
Пире курпунпа хăварни.
Тупăка выртиччен ун чухне
Йăтнă эпир куççуль бурдюкне.
Савăнса юланут утланма
Ман йăлттам урхамахăм пулман.
Мĕнпур пурлăх—йыхравçă тăмра
Ырă кун кĕтетчĕ юрăра.
Ватă жирши Маймбет
Татах нумай пĕлет.
Калас сăмах — кăвар,
Юрлас сăмахăм — пут.
Уттар, тĕвем, уттар,
Каяс çулсем çап-çут.
Шурăмпуç ылтăнне пĕрĕхсен,
Хĕвел çулĕпе инçетрен
Çитрĕ манăн пуян керевен,
Ман телейĕм çитрĕ иккен!
Пархатарлă иккен халь мăн çул:
Илсе килнĕ пурлăх тем чул!
Бурдюксем туллиех уйран,
Колхозра халь Маймбет пуян.
Лашисем ун — кĕтÿ-кĕтÿпе,
Пурăнать вăл маттур ĕмĕтпе.
Унăн тумĕ — пурçăн халат,
Вăл чи тутлă сăмах такмаклать.
Çакă юрă, парти сана!
Ватă жирши, Маймбет,
Савăнса юрласа ярсанах,
Сан ятна астуса илет.
Пирĕн тус, вĕрентекен, тăван,
Хĕвел пăхтăр саншăн ялан!
Шурăмпуç ылтăнне пĕрĕхсен
Çитрĕ манăн пуян керевен[ii]
Манăн çиллĕм хаяр, кăра.
Вăл сăрт-ту шывĕ пек тулхăрать.
Манăн çиллĕм çавсем çине —
Кам таптанă уй-хир ĕмĕтне.
Манăн çиллĕм çавсем çине —
Кам асапĕ пушă хирте,
Кам пире пăчăрта-пăчăрта
Тытнă ĕмĕр-ĕмĕр сăнчăрта.
Çак çилле эп тытап Хобдаран
Хура тинĕс таран.
Çак юрă тăшман чĕринче
Лартăр наркăмăш пек çийĕнсе.
Тарăхса юрлать Маймбет,
Ун юрри кĕрешме чĕнет.
Пĕтмен-ха тăшман, ирсĕрскер!
Сыхă тăтăр кăзăл аскер[iii]!
Тăшман ман çилле пĕлет,
Ман çиллĕм çĕçĕ пек çиçет…
Ман савнăç ялкăшать, кĕрлет,
Шурăмпуç çутипе пĕрле.—
Тен, вăл çутăрах хĕвелтен,
Тен, вăл аслăрах çак çĕртен.
Эп куратăп: пĕр кас керевен
Çывхарать бархансем çинчен.
Çăлтăрлатнă çап-çут йĕвенсем,
Пуç ухса çеç пыраç тĕвесем!
Ку вăл сан керевен, Маймбет.
Чи малта комсомолец килет.
Эпир иккĕн пĕрле, ăс тытса,
Çырăнсаччĕ унпа колхоза.
Итлĕр манăн юрра, çĕн кĕвве:
Чи лайăххи — колхозри тĕве,
Чи маттурри — колхозри лаша,
Чи пысăкки — колхозри кĕлтÿ,
Çарансем ешерĕç кашласа,
Чи тутти сан — колхозри кĕлту,
Чи лайăх юрта халь — сан,
Колхозра çын телейлĕ, пуян.
Манăн çутă чун-чĕрене,
Купăс хĕлĕхĕ пек йăпатса,
Ăшăтать иксĕлми çуркунне.
Итлĕр ирĕк юрăстине,
Вăл юрлать пурнăçа юратса.
Манăн юрă, парти, сана!
Ватă жирши Маймбет,
Савăнса юрласа ярсанах,
Сан ятна астуса илет.
Пирĕн тус, вĕрентекен, тăван,
Хĕвел пăхтăр саншăн ялан!

1935


[i] Çаккет – шыв куланайĕ.
[ii] Караван.
[iii] Хĕрлĕ салтак.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.