Александр Пушкин: Борис Годунов


Борис Годунов[i]

ПИМЕН:
Вăрантăн-им, тăван?
ГРИГОРИЙ:
Пилле мана,
Таса атте.
ПИМЕН:
Аминь, пиллетĕр турă
Кирек хăçан та ĕмĕр-ĕмĕрех.
ГРИГОРИЙ:
Эс шав çыратăн ыйăха пĕлмесĕр,
Ак эпĕ пур — ялан пĕр тĕлĕкпе.
Ман канăçа усал килсе пăлхатрĕ,
Тăшман пуçа çаврать. Эп тĕлĕк куртăм:
Пит чăнкă пусмапа пашне çине
Хăпартăм пек. Çав çÿллĕ вырăнтан
Мускав хули, кăткă тумхахĕ евĕр,
Мана курнать пек. Темĕн чул этем
Майтан[ii] тулли йĕркесĕр хĕвĕшет пек.
Вĕсем ак курчĕç пек мана. Вара
Пуçларĕç пек кулмашкăн, виртлемешкĕн;
Эх, намăс та, хăрушă пек мана,
Ни сас тухмасть, ни кăкăр çаврăнмасть;
Унччен те мар — пуçхĕрлĕн ыткăнса,
Пашне çинчен чикеленсе анса,
Шартах сиксе вăрантăм эп вара…
Шăп виç хутчен çак тĕлĕкпе аташрăм.
Тĕлĕнмелле.
ПИМЕН:
Вăл — çамрăк юн вылявĕ;
Турра кĕлту, тип тыт, хăех иртет,
Вара сан ыйăху çăп-çăмăл пулĕ,
Иленĕçĕ илемлĕ тĕлĕксем.
Ман хамăн та çавах-çке хальчченех:
Ытах та ыйăхăм пусса килсессĕн,
Ĕшениччен пĕр си кĕлтумасан —
Вара ман ватă ыйăх-тĕлĕксем
Лăпкă та çылăхсăр темешкĕн çук.
Е шавлă ĕçкĕ-çикĕ курăнать,
Е вăрçă станĕ, паттăр тытăçу —
Хай çамрăк чух выляннă шухăшсем!
ГРИГОРИЙ:
Сан çамрăклăх хавас та шухă иртнĕ!
Эс çапăçнă Хусанăн патшипе.
Литва çарне эс Шуйски чух хÿтернĕ,
Эс курнă Иоанн патша чысне!
Телейлĕ эс! Ак эпĕ пур — мăнтарăн,
Мĕскĕн манах! Мĕн ачаран çÿретĕп
Мăнастирсем тăрăх çапкаланса.
Мĕскершĕн манăн та çапăçура
Йăпанас мар? Мĕскершĕн патшапа
Кĕрекере ларса чыс курас мар?
Эп, сан пекех, кайран та ĕлкĕрĕттĕм
Тĕнче васкаварĕ çине сулма,
Манахлăха килсе тупа тума,
Хама çак лăпкă кĕтесе хупма.
ПИМЕН:
Ан ÿкĕн эсĕ — çылăх тĕнчине
Ирех хăвартăм теейсе, тăванăм.
Ан пăшăрхан тĕнченĕн тутине
Сахал астивнĕшĕн. Ĕнен мана:
Пире мĕн инçетрен кăчăк туртать
Чап, капăрлăх, ултавлă юрату.
Нумай эп пурăннă, нумай ыр курнă,
Анчах чăн канăç, чăн-чăн киленÿ
Мăнастирте кăна мана тур пачĕ.
Ак аслă патшасем çинчен шутла эс:
Кам аслă вĕсенчен? Пĕр турă çех.
Кам хирĕç пырĕ вĕсене? Никам та.
Çапах, тăванăм, ылтăн пуçилемĕ
Пулать вĕсемшĕн йывăр час-часах.
Нумайăш вĕсенчен клобукпала[iii]
Пуçкăшăль улшăннă. Хаяр[iv] патша та,
Манахăн пурнăçне тимсĕлейсе,
Кăлăх хăй чунĕшĕн шыранă канăç.
Керменĕ ун, хăй савнă çынсенчен
Нихçан та татăк тăманскер, час-час
Мăнастирти типтерлĕхпе упраннă:
Хаяр саттурĕсем[v], манах манир,
Хĕлĕх тумпа, тафьепеле[vi] çÿренĕ.
Хаярĕ хăй вĕсенĕн хушшинче
Лăпкă, йăваш игумен пек курнайнă.
Эп куртăм çакăнта, çак келйерех
(Ун чух кунта Кирилл манах пурнатчĕ —
Сăваплă çын. Вăл вăхăта ĕнтĕ
Мана та турă çутă тĕнчери
Хăй ним тĕшне тăман тав-шав пирки
Ăс панă пулнă), куртăм çакăнта эп —
Çиллес шухăшсемпе тата хăй кÿнĕ
Асапсемпе ĕшеннĕ патшана,
Йăвашшăн, лăпкăн, шухăша кайса,
Вăл ларчĕ чылайччен. Ун умĕнче
Хускавсăр тăтăмăр эпир. Унтан вăл
Шăп сасăпа хăй сăмахне пуçларĕ,—
Игумене, пире çапла каларĕ:
«Аттемĕрсем, хисеплĕ кун çитет —
Кунта эп çăлăнăç илмешкĕн килĕп.
Эй, Никодим, эй, Сергий, эй, Кирилл.
Эй, пурсăр та, ун чух вара манран
Таса тупан чăн сăмахне илсемĕр.
Эп килĕп — ĕмĕтсĕр ылханлă чун —
Манах таса тумне санран эп илĕп,
Чĕркуçленсе умна, таса аттем».
Çапла патша хăй сăмахне каларĕ,
Çу пек çемçе шăранчĕ ун сăмахĕ.
Вăл макăрчĕ. Эпир те куççульпе
Турра кĕлтурăмăр, ун канăçсăр,
Пăлхавлă чунĕ-чĕрине, эй, турă,
Тивлетлĕхне ярсамччĕ терĕмĕр..
Ун ывăлĕ Феодор? Вăл вара,
Престол çинче ларса, хăй ĕмĕрне
Чĕмсĕр манах шăпишĕн ăмсансах
Ирттерчĕ, шеремет. Патша çуртне
Вăл чыслă кĕлĕ келйине кăларчĕ.
Унта, улах çĕрте, патшалăх терчĕ
Ун çылăхсăр чунне пăлхав кÿртместчĕ.
Юратрĕ турă лăпкă патшана —
Пайтах мухтавлă канлĕ пурнăçпа
Киленчĕ Руç. Вăл вилнĕ сехетре
Хальччен илтмен хăват пулса иртейнĕ.
Ун вырăнĕ патне (патша хăй çех
Ăна курма пултарнă) — аннă, тет,
Çап-çутă пĕр арçын. Вара Феодор
Пуçларĕ, тет, унпа сăмахлама.
«Эй, аслă патриарх!» — тесе чĕнет, тет…
Пурте сасартăк чĕтресе ÿкеççĕ,
Çав пĕлĕт хăватне сиссе илсе —
Мĕншĕн тесен ун чух таса владыка
Феодор умĕнче пулман та, теççĕ.
Вара, ун чунĕ тухсанах, кил-çурт
Таса та ырă шăрш пара пуçланă,
Сăн-пичĕ ун хĕвел пекех çуталнă.—
Ун пек патша кураймăпăр ĕнтĕ.
Эх, сарăмсăр, хальччен курман инкек!
Çилленнĕ турă пирĕн çылăхсемшĕн:
Патша пуçне илекене мухтавлăн
Патша тесе ят хутăмăр пулать.
(………………………………)
ПАТША:
Ак ултă çул ырхаллĕн патшара эп.
Анчах та чун телейлĕ мар. Çапла вăл —
Яш-шухăшра çунатпăр-юрататпăр,
Чуп çумĕнчи йăпанăçшăн сунатпăр,
Анчах та ун саманчĕ килсенех,
Чĕре выççин хистевĕ иртсенех —
Кичемленсе пăшăрханма пуçлатпăр.
Нарастаран асамçăсем мана
Нумай кунçул, пăлхавсăрлăх сунаççĕ.
Савăнтармасть ни пурнăçăм, ни влаçăм,
Сисетĕп эп — чăн хурлăх килессе,
Аçа çапса пĕлĕт çĕкленессе.
Телейĕм çук. Мухтавлăх-ырлăхра
Усрасшăнччĕ эп хамăн халăха,
Ун умĕнче ыр кăмăллă пулса,
Тупасшăнччĕ унран эп юрату.
Пустуй анчах! Хăçан юрани пур
Чĕрĕ патша хăй кĕлмĕç халăхне?
Айван эпир! Ырланă чух — шанатпăр,
Хурланă чух чĕре патне илетпĕр.
Ак, çĕр çине — пĕр турă ирĕкпе —
Типшар анса, хускалчĕ аслă выçлăх,
Асаплăхра ула пуçларĕ халăх;
Вĕсемшĕн эп мĕн чул кĕлет уçтартăм,
Мĕн чул укçа, мĕн чухлĕ ĕç памарăм —
Çапах мана çав выçлăхшăн ылханчĕç!
Вут тухрĕ те вĕсен çуртне пĕтерчĕ,
Эп çĕнĕрен çурт патăм вĕсене —
Çапах мана вут-шаршăн та ят турĕç!
Шăп çак ĕнтĕ — кĕлмĕç этемĕн сучĕ,
Шыра вара эс ун юратăвне!
Килйышăмра эп савăнăç шырарăм,
Хам хĕрĕме илемлĕн çураçсаттăм,
Анчах каллех… тĕк тăнă çĕртенех
Ман кĕрĕве пĕр ăншăрт хирсе кайрĕ.
Каллех, каллех — кунта та айăпли,
Хам хĕрĕме тăлăх тăваканни —
Эпех иккен, эпех — ун мĕскĕн ашшĕ!
Кирек те кам вилсен те — эп вĕлернĕ,
Пур айăп ман çине! Феодора
Часрах вилме эп пулăшнă иккен.
Пике-патша — салхуллă монахиня,
Тăван аппам — каллех ман наркăмăш
Куркийĕпе пуçтарăннă иккен…
Ах, нимĕскер, пĕлетĕп, нимĕскер —
Çак хурлăхлă тĕнченĕн çутинче
Чĕремĕре ыр канăç кÿреймест.
Пĕр нимĕскер… Анчах та чунăмăр
Таса пулсан, мĕскер пăшăрханас?
Вĕчче хывса усал элек сарни
Таса чуна нихçан та çулăхмасть,—
Е ăнсăртран эхер чуну çумне
Пĕрер пăнчă, хура пăнчă лексессĕн —
Кала вара —тин пĕтрĕм теейсе.
Мур шатрипе чуну ăшталанать.
Чĕрÿ тулли чĕр наркăмăш тулать,
Шав ÿкĕнĕç шаккатĕ хăлхунтан,
Пуç çаврăнать, сан кăмăл пăтранать,
Юнланнă ачасем куçра выляç…
Таçта çити эс тарăттăн… анчах
Ниçта тарса ниçта та хăтăлаймăн!
Çук, мĕскĕн — çав, кам чунĕ вараланнă.
(…)
ШУЙСКИЙ:
Тапранчĕ мĕн, апла-тăк, тамаша,
Ирĕксĕрех пуç çаврăнĕ, ăс кайĕ.
Сăмах та çук, вăл суйкăн этем çех;
Анчах, ăнлан, хăрушлăх сахал мар.
Тĕлĕнтерет. Ытах та çак хыпар
Е халăх хăлхине çитес пулсан —
Çил-тăвăл тухатех.
ПУШКИН (Афанасий):
Епле кăна
Ак тухĕ-ха! Хăварайи Борис
Пуçилемне хăй ăслă пуç çинчех.
Е тĕсĕ те — пĕрех хут каласан!
Усалласа калаçнă пек пулать те —
Чĕре чăтмасть. Иван патша митевлĕн[vii]
Пире тытса тăмашкăн хăтланать.
Мĕн усси пур — чăнах та халь пире
Авалхилле çакмаççĕ куçкĕретĕн.
Иисус валли канон[viii] кăшкăрттарма
Шалча çине тек-тек пире лартмаççĕ.
Е майтанра пур халăх умĕнче
Сиксе çунан вута та ывăтмаççĕ.
Патшийĕ те юнланнă сăннипе
Вутпуççине тăмасть халь ĕçерсе.
Анчах, кала, шанатпăр-и вара
Çак хамăрăн пур-çуклă пурнăçа?
Паян капла, ыран йăлт урăхла,
Куллен кĕтет сĕм тыткăнлăх пире.
Куллен тĕрме, Çипир, клобук е сăнчăр
Сехĕрленет. Унтан вара, паллах,—
Е пăявпа, е выçă вилĕмпе…
Ăçта пирĕн халь чи чаплă ăрусем?
Çта Сицкисем, çта Шестунов княçсем,
Романовсем — çĕршыв шанчăкĕсем?
Йăлт салатса, таçта ярса пĕтернĕ,
Ĕмĕр илтмен асап та терт тÿсеççĕ.
Ак курăн-ха, тĕк тăнă çĕртенех
Шăп çав шăпах сана та сиксе тухĕ.
Ăçтан тÿсес пур! Вĕт хамăр кил — Литва!
Килти сăмах кĕç-вĕç таçта çитет,
Хăвăн чуру хăвнах тытса парать.
Çта пыр унта — сăмах вăрлавçисем,
Тÿре-шаран шăршлавçă йыттисем.
Вĕт ху тытса ху çаптарас тарçа
Куçран пăхма килет — вăт мăшкăл!
Ак Юрьев кунне вăл прахăçларĕ,—
Хам çĕр çинче халь хам эп хуçа мар.
Ан хăвала — чуру кахал пулсан та,
Усал-и вăл е ырă-и — тăрант.
Ют чурана ан илĕрт ху патна.
Пăхăнмасан — атя-ха Приказа![ix]
Иван патша чухне те пулайман
Кун пек усал. А халăха мĕнле?
Ыйт хăйĕнчен. Ак çавă суя çын
Калатăр çех эп Юрьевăн кунне[x]
Калла тума шутларăм теейсе,—
Каçсах каяççĕ, курăн.
ШУЙСКИЙ:
Тĕрĕс, Пушкин.
Анчах, пĕлетĕн-и? Кун çинчен
Шавламăпăр халех.
ПУШКИН:
Тĕп-тĕрĕс, князь.
Тăхтас пулать. Эс ăслă çын, чухлатăн,—
Пĕр сăмаху пин ылтăна тăрать.
Чун ыратни е шухăш пăлханни
Пулас пулсан, ирттерме çук вара
Санпа сÿтсе явмасăр, чăн сăмах!
Тата паян сăру та, пыл-симÿ те
Ман чĕлхене кăшт пулăшрĕ пулас.
Ну, Тавăсъе, çитет пуль, сывă пул!
ШУЙСКИЙ:
Ан айăп ту, тăванăм, чипер кай.


[i] Уйрăм сыпăксем кăна. Пĕтĕмĕшле трагеди чăвашла 1937 тата 1970 çулсенче пичетленнĕ.
[ii] Майтан —пасар пухăнмалли вырăн.
[iii] Клобук — манах калпакĕ
[iv] Хаяр — Иван Грозный патша.
[v] Саттур — опричниксем. Опричнина 1564—1565 çулсенче йĕркеленнĕ.
[vi] Тафья — пупсем тăхăнакан шĕвĕр тăрăллă çĕлĕк.
[vii] Митевлĕн — евĕрлĕ.
[viii] Канон — чиркÿ юрри.
[ix] Приказсем — XVI—XVII ĕмĕрсенче патшалăх тытăмĕн çÿлти органĕсем, каярахпа йĕркеленнĕ министерствăсем евĕр.
[x] Юрьев кунĕ—1592—1602 çулсенче кăларнă указсем тăрăх хресченсен пĕр улпут патĕнчен теприн патне куçма юрас ирĕкĕ путланнă. Унччен вĕсем хăйсен куçас шухăшĕ çинчен ноябрĕн 26-мĕш (Юрьев кунĕ) тĕлне пĕлтермелле пулнă, каярах юлсан — куçма ирĕк паман.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.