Ю. Петров-Вирьял
Вăранман-ха йăлтăр кÿлĕ,
Тул çути кăшт палăрать.
Шăплăха сирсе ир кÿлĕм
Кайăк-кĕшĕк сас парать.
Кăрăл-кăрăл-кăрăлтик!..
Вăштăр-вăштăр-вăштăртик!..
Çунатпа сулкалашса
Пур тăрна тухать ташша.
Йĕркипе карталанаççĕ
Шыв хĕрне, çерем çине,
Пуç ухаççĕ, çаврăнаççĕ
Вылятса урисене.
Кăрăл-кăрăл! кĕвĕлеççĕ
Çăмăл ташă çеммине,
Ташламашкăн вĕрентеççĕ
Тăрнасем чĕпписене.