Петрпа Павел Апостолсене Асăнса Праçник Тунă Кун Вĕрентсе Каламалли


В. Сидоровъ


Çĕртме 29-мĕшĕ

Пĕр вăхăтра Іисус Христос Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: „Мана, Етем Ывăлне, кам вырăнне хисеплеççĕ çынсем?” тенĕ. Апостолсем каланă Ăна: „хăшĕ сана шыва кÿртекен Іоанн теççĕ, хăшĕ Илія теççĕ, хăшĕ тата Іеремія пророк вырăнне хисеплеççĕ”, тенĕ. Іисус Христос каланă вĕсене: „хăвăр есир кам тесе хисеплетĕр Мана?” тенĕ. Симон тийекен Петр каланă: „Есĕ ђĕрĕ Турă Ывăлĕ Христос”, тенĕ. Іисус Христос каланă ăна: „Іона Ывăлĕ Симон, есĕ телейлĕ! Епĕ сана кунтан малашне Петр (ђул) тесе калăп, çав ђул çине хам ђиркĕвĕме туса лартăп та, тамăк хăвађĕ çĕнтереймĕ вара ăна”, тенĕ. Тата каланă: „пуринђен малтан есĕ мана, Симон, Турă Ывăлĕ тесе каларăн, çавăнпа епĕ те сана, кунтан малашне, Симон тесе каламăп, Петр тесе ђĕнĕп, мĕшĕн тесен есĕ, Епĕ Турă Ывăлĕ иккенне пĕлсе, ђул пек тĕреклĕ ĕненсе тăратăн. Малашне Епĕ, Хама ĕненекенсен валли ђиркĕвĕме сан çине, тĕреклĕ ђул çине туса лартăп та, ăна тамăк вăйĕ кисрентереймĕ, Манăн ђиркĕвĕм те вара, Мана Турă Ывăлĕ тесе ĕненĕ, çапла ĕненни пĕтĕм тĕнђене сарăлĕ”, тенĕ. Çак сăмахсенђен кайран Симона, Петр тесе ђĕне пуçланă. Ђăнах та Іисус Христос каланă пек, унăн тĕнĕ пĕтĕм тĕнђене сарăлнă. Христос тĕнне тем пек пĕтересшĕн тăрăшнă пулсан та, ним сийен те тума пултарайман. Ытти апостолсем те, Петр апостол пек, Іисус Христоса, Турă Ывăлĕ тесе ĕненнĕ, халăха та çапла ĕненме вĕрентсе, Христос тĕнне пĕтĕм тĕнђене сарнă. Çавăнпа Турă ђиркÿне вырăсла Единая, Вселенская, Апостольская теççĕ. Ђăвашла каласан вăл, Апостолсен ђиркĕвĕ пĕтĕм Тĕнђере пĕрре анђах, тени пулат̌. Турă ђиркĕвĕ тесе, тĕнђери апостолсем вĕрентсе хăварнă Христоса ĕненсе, ђăн тĕнпе пурăнакан çынсенĕн ушкăнне калаççĕ. Мĕшĕн тесен, Христос—ђиркĕвĕн Пуçлăхĕ, епир унăн ђурисем.

Çапла ĕнтĕ, тăвансем, ђăн тĕнпе пурăнакансен ушкăнне кĕмен çын, çÿлти патшалăха кĕме пултараймаст̌, çакна пит лайăх пĕлсе тăрас пулат̌. Ђăн тĕн Тĕнђере пĕрре анђах, ђăн тĕне кĕмесĕр, хăйшĕн хăй, тем пек асаплансан та, хăй ђунне çăлма пултараймаст̌, хăй ђунне Христос йÿнĕпе çуса тасатма та пултараймаст̌. Ђăн тĕне кĕрекен çын, Христоспа хутшăнат̌ унăн çынни пулат̌. Çыннăн аллине, йе урине касса пăрахсан, вăл типсе хăрса кайат̌, епир те Христосран уйăрăлсан, хамăр ђунăмăра çухатма пултаратпăр. Іисус Христос Хăйĕн евангеліинђе çапла калат̌: „Ман ÿтĕме çимен çын, Ман йунăма ĕçмен çын, хăй ђунне усраймĕ“, тет. Тата калат̌: „Ман ђиркĕвĕме итлемесĕр кураймасăр тăракан çын, мытарпа, кĕлеткесене пуççапакан çын пек пулат̌“, тет. Ку сăмахсем, тăвансем, пит хăрушă! Ку тĕрлĕ сăмахсене илтсе, йепле епир хамăр ђĕремĕре урăх шухăш кÿртсе вырăнаçтарăпăр-ши? Йепле Христос хушнă пек пурăнма тăрăшмăпăр-ши? Вăл та кăна мар, тата мĕн вăй çитнĕ таран, ытти ђăн тĕне хутшăнман çынсене те, мĕн вăй çитнĕ таран каласа ăнлантарма тăрăшăр, вĕсенĕн ђунĕсем те Христоспа хутшăнса çăлăнмалла пулђђăр тесе Христос Турра кĕл-тăвар.—Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.