Митта Ваçлейĕ: Атăл Çинче


Атăл Çинче

Атăл, Атăл — çĕршывăн илемĕ —
Хумлăн-хумлăн сикет умăмра.
Камăн чунĕ пăхсассăн çĕкленмĕ,
Кам çÿçенмĕ çак аслă вăйран?

Вăл, никамăн ятне пăхăнмасăр,
Анлă кăкăрĕпе çул хывса
Ыткăнатĕ хăватлăн та харсăр,
Урăм-сурăм вăй-хал ывăтса.
Икĕ паттăр та аслă çыранĕ —
Икĕ паттăр, пуян йĕкĕреш.
Сĕм вăрманĕ, чечеклĕ çаранĕ
Ун ятне мухтаса ешереç.
Пин-пин çухрăм хăлат пек вĕçеççĕ,
Акăш евĕр выляççĕ кимсем.
Çта пăхсан та — пурлăх пичечĕ,
Çтан пăхан — çавăнта чăн илем…
Анчах темшĕн вăркать паян ман ăш,
Тем çитмест пăшăрханнă чуна…
Шывсен амăшĕ, тинĕс пуçламăш!
Аса илтĕм эп сан авална…
Тухăр, тухăр çак шыв хĕррине,
Итлĕр Атăлăн ĕç юррине!
Юрă мар вăл… Вăл — хурлăх, куççуль.
Вăл — телейсĕр ирттернĕ кунçул…
Чунилли пек шăвать йывăр кимĕ,
Вилĕм евĕр пăвать-çке йăлмак…
Ма эс килнĕ кунта, ма эс килнĕ,
Юн сурса кайса ÿкнĕ бурлак?
Тутлă мар-и сана, хавас мар-им
Ху çуралнă тăван килйышу?
Е ялта ятлă çын пулаймарăн?
Е чун евĕр кĕтĕн килĕшÿ
Савнă тантăшăнта тупаймарăн?
Е эс çăкăр чĕлли шыраса
Тартăн выçлăх текен шалкăмран?
Пур çĕрте те, тăван, пĕр асап,
Пур çĕрте те — юнлă тăшман.
Уй-хирте-и е сĕм вăрманта —
Пĕр пек хуйхă, пĕр евĕр инкек.
Куланайĕ, хырçи амантать,
Пăчăркаççĕ пурмис та тиек.
Çавăн пек кунçула чăтаймасăр,
Ятсăр-пилсĕр пурнан бурлака
Эсĕ килнĕ… ĕмĕр канмасăр
Сĕтĕрмешкĕн ют пурлăха.
Умлăн-хыçлăн улпут караванĕ
Шăвăнать таварпа йăтăнса.
Ун тавар, унăн мул, вăл тарламĕ,
Унăн кунĕ çăмăл, ансат.
Унăн килĕ — хула. Ун керменĕ
Юмахри çăтмах евĕр чипер,
Уншăн çакă кимме сĕтрекенĕн
Юн тумламĕ мерчен пĕрчи пек.
Вырăссем-и, чăваш-и, тутар-и,
Пинĕн-пинĕн килсе бурлака,
Юлашки сывлăшчен вĕт турттарнă
Тахшисем пухакан пурлăха.
Атăл, эс илем мар-мĕн — куççулĕ,
Атăл, эс тăван мар-мĕн — тăшман.
Асапри халăхсенĕн кунçулĕ,
Эх, мĕн чухлĕ кунта çухалман!..
Анчах Атăл текех пăхăнмарĕ,
Хаяр Атăл çитрĕ тулса.
Аçтăрханăн, Хусанăн, Самарăн
Ашкăнас çук улпут та купса.
Хĕрлĕ Атăл текех парăнмарĕ.
Атăл, Атăл! Кĕрле те юрла!
Аçтăрханăн, Хусанăн, Самарăн
Тек йăлмак тăхăнас çук бурлак!..

1932

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.