Муса Джалиль: Двина! Двина!


Вăй пар мана, мухтавлă шыв Двина,
Капламлă юхăмна калла тума!
Ытамласа тытам та эп сана,
Каям юхса — Тăван çĕршывăма.

Эп — ирĕк кайăк. Çунатăм ман
Шар-çиçĕм пек вылятчĕ таврара.
Вутра çуралнă, тăвăлран тăван,—
Чуралăхра пăчланăп-и вара?

Двина! Двина! Сан юхăмпа çеç мар
Хам пурнăçа та тавăрасчĕ ман!
Çĕршывăм чĕртнĕ чĕрери кăвар
Сÿнмен, хĕрÿлĕх, тамалман.

Татах пуласчĕ хамăр патăрта
Поэт çеç мар — хăюллă паттăр та,
Çĕршыв хама пилленĕ тивĕçпе —
Чысласчĕ ун ятне ĕçпе, хĕçпе.

Вилес пулсан та — вилĕттĕм кулса,
Хисеплĕн йышăнĕ тăван тăпра.
Ман палăкăн çут çăлтăрĕ пулса,
Чи лайăх юррăм юлĕ халăхра.

Двина! Двина! Чĕрвилĕм кĕтнĕ май,
Ай-хай асап-çке канăçсăр чуна…
Часрах, часрах мана эс илсе кай,
Ынатлă ытамна уçсам, Двина!..

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.