
Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →
Хĕрÿ хĕвел хĕрелсе анчĕ…
Хĕрÿ хĕвел хĕрелсе анчĕ,
Ыраш ăшне вăшлатрĕ путене.
Çĕре хуралламашкăн тепĕр анчăк —
Сар уйăх — час хăпарĕ тÿпене.
Çатан çумне таяннă шурă хурăн
Тĕтреллĕн тĕлĕрет шăп сывлăшра.
«Тĕнче юмах пек… Туй çакна та — пурăн!» —
Тесе чĕнетĕп эп хама ăшра.
Çăвар туллин кăранклатать çăханĕ,
Хутран-ситрен хÿхлет пĕр тăмана.
Анчах этем епле ăна ылханĕ,
Епле ăна вăл хурĕ тăшмана?
Пуриншĕн те тивлетлĕ çакă, ирĕк,
Пурнасшăн пурте пĕр пекех çунать.
Илтетĕн-и, мĕскер калать ав çирĕк:
«Пĕр айăп та тăваймăн чĕр чуна».