Илія Пророка Асăнмалли


Тарасий Максимовъ


Илія Пророка Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕнђе Вĕрентсе Каламалли

Утă 20-мĕшĕ

Ей йуратнă тăвансем! Епир пайан Илія пророка асăнса праçник тăватпăр. Илія пророк Израил патшалăхĕнђе Ѳесва йатлă хулара пурăннă. Çав вăхăтра Израил патши Ахав пулнă. Ахав патша ђăн Турă вырăнне Ваал тийекен кĕлеткене пуççапса пурăннă, хăй халăхне те кĕлеткене пуççапма вĕрентнĕ. Çапла пурăннăшăн, пĕрре Илія пророк Ахав патша патне пырса каланă: „есĕ çапла кĕлеткене пуççапса пурăннăшăн, епĕ Турăран çумăр йăлăнса вилиђђен, Турă çĕр çине çумăр та çутармĕ, çывлăм та ÿкермĕ“, тенĕ.

Ђăнах та, Илія пророк каланă пек, Турă çĕр çине çумăр та çутарман, сывлăш та ÿкермен. Çумăр çуманнипе Израил патшалăхĕнђе пит йывăр выçлăх пулнă. Çумăр çуманни виç çул çурă çитсен, Илія пророк каллах Ахав патша патне пырса каланă: „есĕ хăçанђђен тата икĕ урапа усахлатăн? Йе ђăн Турра, йе кĕлеткене пуççапса пурăнатăн. Ат̌ăр, харкам хăй Туррине парне кÿрер! Камăн Турри пĕлĕт çинђен вут антарса парнене çунтарса йарĕ, çавăн Турри ђăн Турă пулĕ“, тенĕ. Вара харкам хăй Туррине парне кÿме Кармил тăвĕ çине кайнă. Малтан кĕлеткене пуççапса пурăнакансем парне кÿнĕ. Вĕсем кунĕпе кĕл-тунă. Ваал, Ваал! пирĕн парне çине вут антарса çунтарса йар, тесе кăшкăрнă. Анђах темĕн ђухлĕ кăшкăрсан та, пĕлĕт çинђен вут анман. Вара Илія пророк парне вырăнĕ тунă та виç хутђен шыв сапма хушнă, парне айне кăвар мĕн хурса хăварнă тесе ан шухăшлатпăр, тенĕ. Илія пророк Турра кĕл-тунă та, пĕлĕт çинђен вут анса, унăн парнине çунтарса йанă. Çавна курсан, кĕлеткене пуççапса пурăнакансем нумайĕшĕ ђăн Турра ĕненнĕ. Парне кÿрсен, Илія пророк Турра кĕл-тунă та, пит вăйлă çумăр çунă. Вара тырă-пулă пит лайăх пула пуçланă. Израил халăхне выçăпа вилесрен хăтарнă. Илія пророк çĕр çинђе пурăннă ђухне çынсене ђăн Турă çинђен вĕрентсе, пит нумай хăватсем туса пурăннă. Вăл Израил патшалăхĕнђе нумай çынсене ђăн Турă йенне çавăрнă. Кайран вара хăй вырăнне пророка Моисейе суйласа хунă. Турă Илія пророка, çĕр çинђе пит таса пурăннăшăн ђĕрĕллех пĕлĕт çине илнĕ. Пĕрре Илія пророкпа Елисей пророк çулпа калаçса пынă. Çавăн ђухне вĕсем патне пĕлĕт çинђен вутлă урапапа вутлă лашасем аннă. Илія пророк çав урапа çине ларнă та пĕлĕт çине хăпарса кайнă. Вăл халĕ те ÿђĕпех пĕлĕт çинђе Турă умĕнђе пурăнат̌.

Нумайĕшĕ пĕлмен пирки, аслати авăтнине Илія пророк пĕлĕт çинђе урапапа çÿрет, теççĕ. Çапла шухăшласа çылăха анђах кĕреççĕ.

Ей йуратнă тăвансем! Епир Илія пророк пĕлĕт çине йепле хăпарса кайнине илтрĕмĕр. Нумайĕшĕ пĕлмен пирки, аслати авăтнине Илія пророк пĕлĕт çинђе урапапа çÿрет, теççĕ. Çапла шухăшласа çылăха анђах кĕреççĕ. Апла пулсан Илія пророк пĕлĕт çине хăпарађђен аслати пулман пулĕђђĕ. Аслати авăтни тĕнђе пуçлансанах пулнă. Вăл тĕнђе пĕтиђђенех пулмалла.

Епир Илія пророка асăнса праçник тунă кун, вăл аçа çапса вĕлерет тесе ĕçлеме хăратпăр. Çапла праçник кунĕ ĕçлеменни пит лайăх. Анђах ытти праçник пулсан та, Турăран хăрамасăр ђас-ђасах ĕçе тытăнатпăр. Турă пире ытти праçниксенђе те курса тăрат̌. Пире Турă пур вăхăтра та, пур çĕрте те йаланах витĕр пĕлсе тăрат̌. Епир Турă аллинђен ниçта та тарса хăтăлас çук. Апла пулсан, пирĕн пур праçниксене те хисеплеме тăрăшас пулат̌. Турра йуратса хисеплес пулат̌. Пур праçниксене те хисеплеме Турă хăй хушнă. Епир çапла пур праçниксене те хисеплемесен, Турă заповѣдĕсене хисеплеменни пулат̌. Турă заповѣдĕсене хисеплемесен, Турра та йурăхлă çынсем пулаймăпăр; çÿлти патшалăха та кĕреймĕпĕр. Турă пире Моисей пророк урлă вуннă заповѣд панă. Акă вĕсенђен пĕри, тă-ваттăмăш заповѣд, праçниксене хисеплеме хушат̌. Çав заповѣде акă çапла вулаççĕ: шăмат куна уйама астуса тăр, сана пур ĕçÿсене те ĕçлеме ултă кун пултăр, çиђђĕмĕш кун, шăмат кун, Турăшăн пултăр, тенĕ. Халĕ пирĕн, Христоса ĕненекенсен, Христос çĕр çине килнĕренпе, шăмат кун вырăнне, ђĕрĕлнĕ кунпа ытти праçниксене хисеплес пулат̌. Çапла пирĕн пур праçниксене те хисеплеме кирлĕ.

Тăвансем! Епир Турă панă заповѣдсем тăрăх пурăнмасăр пит пысăк çылăха кĕретпĕр. Израил çыннисем пек пурне те тытса тăракан Турра кÿрентеретпĕр. Çавăнпа Турă пирĕн çылăхсемшĕн, çĕр çине ђас-ђасах пит пысăк, выçлăхсем, инкексем йарат̌. Пире Турă пур тĕрлĕ выç-лăхсенђен, инкексенђен хăтартăр тесе Илія пророка кĕлтăвар. Вăл çĕр çинђе пурăннă ђухне Турра кĕл-туса çумăр çутарнă. Темĕн ђухлĕ Израил çыннисене выçăпа вилесрен хăтарнă. Вăл халĕ те, хăйне кĕл-тăвакансемшĕн Турă умĕнђе хута кĕрсе Турра кĕл-тăват̌. Турă вăл кĕлтунă тăрăх типсе ĕнсе кайнă çĕр çине çумăр çутарат̌; пире темĕн тĕрлĕ выçлăхран – инкекрен хăтарат̌. Çавăнпа епир пайанхи кун Илія пророка ђунтан-вартан кĕлтăвар.

Ей Туррăн таса пророкĕ Илія, пирĕншĕн Турра кĕл-ту.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.