Утă Уйăхин 28-Мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Каламалли


Андрей Меценатов


Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Іисус Христос Марѳапа Марія çуртне пырсан, вĕсемшĕн питĕ пысăк праçник çитнĕ. Çавăнпа та Марѳа Іисуса авантарах апат çитерес тесе васкаса çиме хатĕрлесе çÿренĕ. Марія Іисус ури патне ларнă та, Унăн сăмахĕсене итленĕ. Марѳа Христос вĕрентнине итлеме мар, хăйĕн йăмăкне Маріяна та апат хатĕрлеме пулăштăр тенипе, ăна Туррăн сăмахĕсене итлеме ђарасшăн пулнă. Çавăнпа та Іисус Христос ăна каланă: „Марѳа, Марѳа! Есĕ нумайшăн ђăрманса, хыпаланса çÿретĕн; кирли пĕрре анђах“, тенĕ.

Пирĕн хушшăмăрта та, тăвансем, Марѳа пек аслă праçник кунĕсене ирттерекен нумай. Праçник кунĕ ђиркÿре Турра кĕл-туса, Турă çырăвĕнђе çырнă сăмахсене итлесе тăрас вырăнне, килтех çавăрăнса ирттереççĕ. Нумайĕшĕ йепле те пулсан авантарах апат пĕçерсе çийес тесе ђăрманса, пĕр-пĕринпе вăрçса, хыпаланса çÿреççĕ. Ун пек çын хăй анђах ђиркĕве кайманнипе çитмест-ха, тата хăйне пулăшма ађисене те хăварат̌. Праçник кунĕ ахаљ кунсерен апат авантарах пĕçерсе çини усал ĕç туни мар. Анђах сире вăл апат ђиркĕве кайса Турра кĕл-тума ан ђартăр, апатшăнах килте çавăрăнса ирттермелле ан пултăр. Нумайĕшĕ калаççĕ; „епĕ пайан ђиркĕве кайаймарăм-ха, йăшка—çăкăр хатĕрленипех çак таранђђен вăхăт иртсе кайрĕ”, теççĕ. Апла тума йурамаст̌, тăвансем. Ђиркÿрен йулиђђен аван апат çимесĕр йулни авантарах. Çавăнпа та вăл куна ђиркĕве пухăнса пур те пĕрле Турра кĕл-тумалларан праçник кунĕ тенĕ. Пирĕн хушшăмăрта ђас-ђасах: праçник кунĕ йепле пăртак тирпейлĕрех апатсăр йулас, тесе шухăшлаççĕ. Апла пулсан есĕ праçник кунне пĕтĕмпех çухататăн, ăна аван апатпа улăштарса йаратăн. Ун пек çыннăн сĕтел хушшине кĕрсе ларма та çылăх.

Çапла ĕнтĕ, тăвансем. Килти ĕçе тăвасшăн васкакан çыннăн та, йепле те пулсан праçник кунĕ ђиркĕве кайса килме тăрăшмалла. Килти ĕçе кайран та тума пулат̌. Питех хăвăрăн ђиркĕве кайма май пулмасан, ађăрсене ђарса ан хăварăр. Килте ахалех алхасса вăхăта иртериђђен, ађăрсене хăвăршăн та Турра кĕл-тума вĕрентсе йарăр. Вара вĕсем ђиркÿрен сирĕн çуртăра та Туррăн аслă праçникне илсе тавăрăнăç. Вара киле йулни те вĕсемпе пĕрле вăл куна савăнса ирттерĕ. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.