Хĕн-хурлă пултару саманчĕ,
Ăна пĕлмен поэт — айван.
Сăмахăн асапне чăтман çын
Нихçан та сăвăç пулайман.
Чун тарĕпе тухман сăмахăн
Пăшал тытмалăх çук вăй-тар.
Ан ут, поэт, уксах-чăлахăн,
Сан аллăнта шакăртма мар.
Хĕн-хурлă пултару саманчĕ,
Ăна пĕлмен поэт — айван.
Сăмахăн асапне чăтман çын
Нихçан та сăвăç пулайман.
Чун тарĕпе тухман сăмахăн
Пăшал тытмалăх çук вăй-тар.
Ан ут, поэт, уксах-чăлахăн,
Сан аллăнта шакăртма мар.