Малтанхи Спас Кунĕ


Малтанхи Спас Кунĕ Вĕрентсе Калани

Священникъ П. Егоровъ.

Пайан Христосăн хĕресне шыв хĕрне илсе кайса кĕл-туса шыва тасатаççĕ. Çав йĕрке ăçтан пуçланса кайнине епĕ сире каласа кăтартасшăн.

Пайанхи кун Христосăн хĕресне ђиркÿрен туратсемпе илсе тухас йăлана грексен патріархĕ Лукапа вырăссен митрополиђĕ Константин кăларнă. Вăл йăла акă мĕнтен пуçланса кайнă. Грексен патши Мануил, вырăссен князĕ Андрей Георгіевич, иккĕшĕ пĕр кунта вăрçа кайнă: грексен патши сарацын йатлă халăх çине вăрçа кайнă, вырăссен князĕ болгарсем çине вăрçа кайнă. Грексен патши те, вырăссен князĕ те, хăйсемпе пĕрле Турă Амăшĕ сăнĕпе Христосăн хĕресне вăрçа илсе кайнă. Вăрçă пуçланиђђен вĕсем çав Турă Амăшĕ сăнĕ умĕнђе пит хытă кĕлтунă. Çапла Турă Амăшне кĕл-тунипе вырăссен князĕ болгарсене çĕнтернĕ; вăрçăран тавăрăнсан княз Турă-амăшĕ сăнĕнђен вут çулăмĕсем тухнине курнă. Çак ĕç августăн малтанхи кунĕнђе пулнă. Çав кунах тата грексен патши те çавăн пек тĕлĕнмелле ĕç курнă. Çав тĕлĕнмелле ĕç çинђен вĕсем пĕр пĕрне çырупа пĕлтерсен, пит тĕлĕнсе кайнă. Вара вĕсем архіерейсемпе канашласа çав куна хисеплеме çуллен çав кун Христосăн хĕресне ђиркÿрен илсе тухма хушнă. Çавăнтанпа вара халĕ те çуллен августăн малтанхи кунĕнђе Христосăн хĕресне ђиркÿрен илсе тухса шыв хĕрне илсе кайаççĕ.

Хĕресе мĕншĕн шыв хĕрне илсе кайаççĕ-ши? Çырмари шыва тасатма илсе кайаççĕ. Çырмари шывран çынсем те, выљăхсем те ĕçсе пурăнаççĕ. Çав çырмари шывпа пахђи çимĕçĕсене шăварса ÿстереççĕ. Пурăнăçра çав тĕрлĕ кирлĕ йапалана, шыва, пиллĕхлĕ тăвас тесе, çырмана хĕресе илсе кайаççĕ, шыв çине Туррăн пиллĕхне антарас тесе, шыва çав хĕресе ђиксе кăлараççĕ. Шыва тасатнă ђухне священник ак çапла каласа кĕл-тăват̌: çак шыв çине ĕмĕртен малтанхи Виçлĕ-Туррăн тасатакан хăвађĕ антăр, Святой Сывлăш анса Хăй хăвађĕпе тасатса аванлантар-тăр, çак шыв ђуна та, ÿте те тÿрлетекен пултăр, тĕрлĕ усал тăшмана тартакан пултăр, тесе кĕл-тăват̌. Шыва августăн малтанхи кунĕнђе анђах мар. кирек хăçан та тасатма йурат̌. Турă пире Хăйĕн ырăлăхне кирек ăçта та парат̌. Ĕненсе кĕл-ту; есĕ ĕненсе ыйтсан, Турă мĕн кирлине йаланах парĕ. Амин.

 


VulaCV комментарийĕсем

Мануил Комнен – грекла: Μανουήλ Α’ Κομνηνός, латинла: Manuel I Komnenos. Çуралнă: чÿк 28-мĕшĕ, 1118 – вилнĕ: авăн 24-мĕшĕ, 1180), Византи Императорĕ. [wiki]

Андрей Юрьевич Боголюбский. Хăш чухне Георгиевич теççĕ.Çуралнă: 1111 ç. — вилнĕ: çĕртме 29-мĕшĕ, 1174), Вышгород кнеçĕ, Дорогбуга кнеçĕ, Рязань кнеçĕ, Владимирăн аслă кнеçĕ. Юрий Долгорукийпе половец (кыпчак) кнеçĕн хĕрĕ çуратнă ывăлĕ. 1164-мĕш çулта Андрей кнеç çар пухса Атăлçи пăлхарсем çине (чăвашсем çине) вăрçăпа тапăннă. Пăлхарсем шар курнă, Бряхимов ятлă хули парăннă, тепĕр виçĕ хулана çунтарса пĕтернĕ.  1171-мĕш çулта Андрей кнеç хистенипе Владимир-Суздаль кнеçлĕхĕ пăлхарсем çине тепĕр хутчен çар пухса тапăннă, çаратма пуçланă, анчах боярсем пулăшман пирки ку хутĕнче пăлхарсем вĕсене чактарнă. 1174-мĕш çулта боярсемех Андрей кнеçе вĕлернĕ. [wiki]

Сарацин (Саррацин, Σαρακηνή, Saracen) тесе малтанласа араб çыннисене каланă, кайран, вăтам ĕмĕрсем тĕлне Мăхамет тĕнне тытакансене (çав хушăра пирĕн тăрăхри Атăлçи Пăлхарсене те [rf, rf]) – пурне те çапла чĕннĕ. Сăмах арапла سارقين саарикиин “вăрă-хурахсем, мародерсем” тенинчен пулса кайнă. [wiki]

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.