Турă Амăшĕ Çĕр Çинчен Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани


Священник Петр Егоровъ


Çурла 15-мĕшĕ

Турă Амăшĕ Леш Тĕнђене Куçнă Кун Вĕрентсе Калани

Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсен кайран, таса Хĕр Марія Іоанн апостол çуртĕнђе пурăннă. Іисус Христос хĕрес çинђе çакăнса тăнă ђухне Іоанн апостола таса Хĕр Маріяна пăхса усрама Хăй хушса хăварнă. Турă амăшĕ пĕр май Турра кĕл-туса пурăннă, вăл ђас-ђасах Елеон тăвĕ çине кайса кĕл-тунă; çав Елеон тăвĕ çинђен Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсе кайнă, çавăнпа таса Хĕр Марія Турра кĕл-тума çав вырăна çÿренĕ. Таса Хĕр Марія Турра нимĕншĕн те йăлăнман, пĕр-ђасрах леш тĕнђене куçасђĕ, хам Ывăлăм Христос Туррăм патне кайасђĕ, тесе анђах йăлăннă. Пĕрре Турă Амăшĕ Елеон тăвĕ çинђе Турра кĕл-тунă ђухне, сасартăк ун патне пĕлĕт çинђен Гавріил архангел Ăна каланă: „есĕ виçĕ кунтан вилĕн, вилсе леш тĕнђене куçăн“, тенĕ. Хăй сăмахĕ ђăннине пĕлтересшĕн Архангел ăна райри йывăç туратне панă, вăл турат çиçĕм пек çиçсе тăнă. Çав йывăç туратне вара Турă Амăшĕ вилсен, унăн тупăкĕ умĕнђен тытса пымалла пулнă.

Мария çÿл тÿпене илĕнни
“Мария çÿл тÿпене илĕнни”, Мариано Сальвадор Маелья (Mariano Salvador Maella (1739–1819)) ÿкерчĕкĕ.

Турă Амăшĕ хăй вилмелле тенине илтсен пит савăнса кайнă. Ытти çынсем вилĕм çывăхара çитсен хăраса ÿкеççĕ; Турă Амăшĕ хăй вилессине пĕлсен, савăнса кайнă. Епир. çылăхлă çынсем, вилсен, те Турă патне каймалла, те тамăка каймалла, ăна пĕлместпĕр, çавăнпа вилĕмрен пит хăратпăр. Турă Амăшĕ Елеон тăвĕ çинђен Хăй вилес хыпара илсе тавăрăнсан, вилме хатĕрлене пуçланă, хăй пурăнакан çуртне çуса типтерлесе тасатнă. Турă Амăшĕн вилиђђен йулашкинђен ытти апостолсене курас килнĕ. Ун ђухне Турă Амăшĕ патĕнђе пĕр Іоанн апостол анђах пулнă, ыттисем пур те тĕнђе тăрăх Христос çинђен вĕрентсе çÿренĕ. Іоанн апостол Турă Амăшĕ вилессине пĕлсен, ытти çынсене те пĕлтернĕ. Вара Турă Амăшин хурăнташĕсем, пĕлĕшĕсем, ăна пĕлекен çынсем пур те ун патне пухăннă; пур те Турă Амăшĕ вилет тенине илтсен, хуйхăрса макăра пуçланă. Çынсем Турă Амăшĕ патĕнђе макăрса тăнă ђухне сасартăк çил шавласа кайнă, вĕсем тăракан пÿрт тĕлĕнђе сасартăк пĕлĕт хупласа илнĕ: çавăн ђухнех апостолсем Іерусалиме çитнĕ. Калаççĕ: вĕсем пур те пĕлĕт çине ларса килнĕ, теççĕ. Вĕсем пĕрне пĕри курсан, хăйсем пит тĕлĕнсе кайнă. Пÿрте кĕрсен, вĕсене Іоанн апостол Турă Амăшĕ çинђен каласа кăтартнă; Турă Амăшĕ вилет тенине илтсен, вĕсем вара тин мĕншĕн вĕсене Турă Іерусалиме пухнине ăнласа илнĕ. Апостолсем Турă Амăшне курсан, пит савăнса кайнă, Турă Амăшĕ Хăй те вĕсене курсан савăннă. Турă Амăшĕ вилессине пĕлсен, апостолсем хуйхăрса макăра пуçланă: „епир тăлăха йулатпăр, пире никам вĕрентсе, йăпатса усракан пулмаст̌ ĕнтĕ“, тесе макăрнă. Турă Амăшĕ вĕсене йăпатса каланă: „тусăмсем, Христосăн вĕренекенĕсем! ан макăрăр, епĕ Турă патне кайнăшăн савăнăр“, тенĕ. Унтан Турă Амăшĕ Хăйне ăçта пытарассине каласа панă.

Августăн 15-мĕш кунĕнђе апостолсем Турă Амăшĕ выртакан пÿлĕме çуртасем çутнă, пурте пĕрле псаломсем йурласа Турă Амăшĕн ђунĕ тухасса кĕтсе тăнă. Çапла йурласа тăнă çĕртех, сасартăк вĕсем тăракан пÿрт çап-çутă çутăлса кайнă, çавăнтах Іисус Христос ангелсемпе пĕрле таса Хĕр Маріянăн ђунне илме пĕлĕт çинђен аннă. Турă Амăшĕ Іисус Христоса курсанах, савăнса каланă: „манăн ђунăм Турра аслăлат̌, манăн сывлăшăм Çăлакан Турăшăн савăнат̌, Вăл Хăй ђурийĕн йăвашлăхне курђĕ“, тенĕ. Унтан выртакан вырăнĕ çинђен тăнă та, Іисус Христоса тайăлса пуççапнă. Вăл вырăнĕ çине выртсанах, Унăн ђунĕ тухса кайнă, унăн ђунне вара Іисус Христос Хăй пĕлĕт çине илсе кайнă.

Амăшĕ ађисене пурне те: хитрисене те, хитре маррисене те, пурне те пĕр пек йуратат̌, пурне те хĕрхенет.

Турă Амăшĕн ÿтĕнђен темĕн тĕрлĕ ырă шăршă тухса тăнă, çавăн ђухне нумай ђирлĕ çынсем Унăн ÿтне сĕртĕннипе тÿрленнĕ. Апостолсем, Турă Амăшин хурăнташĕсем, пĕлĕшĕсем Унăн ÿтне кашни ђуп-туса ăсатнă, вара Турă Амăшĕ хăй каласа хăварнă пек, унăн ÿтне Геѳсиманія пахђине илсе кайса пытарнă.

Турă Амăшĕ вилнĕ ђухне те, ăна пытарнă ђухне те Ѳома апостол пулман, вăл Іерусалиме кайран, виçĕ кунтан тин çитнĕ. Іерусалиме çитсен, вăл Турă Амăшне курса йулаймарăм, тесе пит куљаннă; шăтăка пытарнă ÿтне те пулин курас-ђĕ тесе, вăл ытти апостолсемпе пĕрле Турă Амăшне пытарнă çĕре пăхма кайнă. Шăтăк умĕнђи ђула илсе пăхнă та, шăтăкра Турă Амăшин ÿђĕ пулман. Апостолсем вара хăраса ÿкнĕ: ăçта кайса кĕнĕ-ши унăн ÿђĕ, тесе хуйхăрнă. Унтан вĕсем апат тунă та, Турра кĕл-тума тăнă. Турра кĕл-тунă ђухне çÿлелле пăхнă та, çÿлте, пĕлĕт çинђе, Турă Амăшĕ тăнине курнă, Турă Амăшĕ йĕри тавăра ангелсем тăнă. Апостолсем Турă Амăшне курсанах, Турă Амăшĕ вĕсене каланă: „савăнăр, епĕ кирек хăçан та сирĕнпе пĕрле пулăп“, тенĕ. Апостолсем савăнса ăна хирĕç каланă: „ей Турра çуратнă Хĕр! ан пăрах пире, пулăш пире“, тенĕ.—Іисус Христос виççĕмĕш кун вилĕмрен ÿђĕпе ђĕрĕлсе тăнă пек, Христос Хăйĕн Амăшин утне те виççĕмĕш кунне вилĕмрен ђĕртсе тăратнă; çапла Турă Амăшĕ çĕр çинђен пĕлĕт çине куçнă.

Турă Амăшĕ çĕр çинђе пурăннă ђухне çынсене пит йуратса, пит хĕрхенсе пурăннă. Вăл ђухăн çынсене пит хĕрхеннĕ, мĕншĕн тесен Вăл хăй те çĕр çинђе пуйан çуртра пурăнман, ђухăн çуртра пурăннă. Вăл ђухăн çынсене хĕрхенсе, вăй çитнĕ таран пулăшнă, çынсен хутне кĕнĕ, çынсене ырра вĕрентсе пурăннă; Вăл çынсене йуратнипе, çынсене хĕрхеннипе хăй ђунне те пама хатĕр пулнă. Вăл пуриншĕн те амăшĕ пулнă, çавăнпа ăна пур те тăван амăшне йуратнă пек йуратнă, çавăнпа Вăл вилет, тенине илтсен, пурте хуйха ÿкнĕ. Турă Амăшĕ вилес умĕн те, вилсен те апостолсене пĕлĕт çинђе курăннă ђухне йăпатса каланă: „ан макăрăр: епĕ кирек хăçан та сирĕнне пĕрле пулăп, сире нихăçан та пăрахмăп“, тенĕ. Турă Амăшĕ çĕр çинђе пурăннă ђух çынсене пит хĕрхеннĕ, вăл халĕ те çынсене пит хĕрхенет, çынсене хĕрхенсе Христос Турă умĕнђе çынсен хутне кĕрсе тăрат̌. Ĕлĕк çĕр çинђе пурăннă ђухне Турă Амăшин кĕлли пит хăватлă пулнă, халĕ унăн кĕлли тата хăватлăрах. Турă Амăшĕ çĕр çинђе пурăннă ђухне ытти çынсемшĕн анне пек ырă пулнă, халĕ те вăл пĕлĕт çинђе çынсемшĕн анне пулса тăрат̌. Ађа-пăђасем ÿксе амансан, йе пĕр пĕр çын вĕсене кураймасăр мĕн те пулсан тусан, тÿрех амăшĕ патне ђупса пырса мĕн пулнине каласа кăтартаççĕ, амăшĕ вара ађине йăпатса, унăн кăмăлне пусарат̌. Çавăн пек—Христоса ĕненекен çынсем те пĕр-пĕр инкек килсен, тÿрех Турă Амăшне йăлăнаççĕ, Турă Амăшĕ вара вĕсене хĕрхенсе пулăшат̌. Турă Амăшĕ урлă Тĕнђере мĕн ђухлĕ çын ырă курнă пулĕ?! Ăна каласа та пĕтерес çук. Кирек йепле инкекре те, кирек йепле хуйхăра та йалан Турă Амăшне, ђунтан йăлăнсан, Турă Амăшĕ пулăшат̌. Нимĕскер йапала памасан, çыннăн ђĕрине лăплантарса йарат̌, вара çын ђĕре лăпланнипе çав тĕрлĕ савăнса кайат̌: ăна нимĕн те кирлĕ мар.

Ей ырă çынсем! Татах калатăп сире: Турă Амăшĕ пирĕн пурсăмăрăн та Анне пек. Ађа амăшĕсем! сире хăш ађа пахарах пек? Пур те паха, амăшĕ çуратнă ађа пур те паха, çавăнпа Амăшĕ ађисене пурне те: хитрисене те, хитре маррисене те, пурне те пĕр пек йуратат̌, пурне те хĕрхенет. Турă Амăшĕ те çавăн пекех. Вăл пире пурсăмăра та йуратат̌, пурне те хĕрхенет; вăл никама та тиркемест: ђухăннисене те, пуйаннисене те, ђаплисене те, нађаррисене те, никама та тиркемест, пурне те йуратат̌, пурне те хĕрхенет. Çавăнпа пĕр пĕр инкек килсенех, есир Турă Амăшне йăлăнăр; пĕр-пĕр хуйхă пулсанах, Турă Амăшне кĕл-тăвăр; ђунтан, ђĕререн кĕл-тăвăр; ђунтан тархасласан, ђĕререн кĕлтусан, Турă Амăшĕ сирĕн ђуна мĕн кирлине парĕ. Амин.


VulaCV комментарийĕсем:

Елеон тăвĕ – тепĕр майлă Гелеон тăвĕ, сăмахĕ грекла елей “олива, çу йывăççи” тенинчен пулса кайнă, эппин ăна Çу йывăççи тăвĕ теме те пулать. Иерусалим хулин тухăç енче ларакан сăрт [Зх 14:4]. Çак сăрт çинче Иисус Христос вĕрентнĕ [Мф 24], хăйне арестличчен кĕлĕ тунă [Лк 22], чĕрĕлнĕ хыççăн çак сăрт çинчен çÿл тÿпене çĕкленнĕ [Ĕç 1]. [wiki]

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.