Алăпа Çырса Туман Христосăн Сăнне Асăннă Кун Вĕрентсе Калани


Священникъ Петр Егоровъ


Çурла 16-мĕшĕ

Пайанхи кун алăпа çырса туман Христосăн сăнне асăнса праçник тăваççĕ. Çав алăпа çырса туман Христосăн сăнĕ-иконĕ, ăçтан пулса кайнă, епĕ сире çавăн çинђен каласа кăтартам. Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне тĕрлĕ хăватлă ĕçсем тунă: Христос вилнĕ çынсене вилĕмрен ђĕртсе тăратнă, ђирлĕ çынсене тÿрлетнĕ, Вăл тÿрлетеймен ђир пулман. Çавăнпа Христос çинђен ђап сарăлнăçĕм сарăлнă, Ун çинђен таçти таçти инçетри çынсем пĕлнĕ. Ун ђухне пур те пĕр Іисус Христос çинђен анђах калаçнă, çапла çапла Іудея çĕрĕнђе хăватлă ĕçсем тăвакан Христос пур, тесе калаçса çÿренĕ Çапла Христос çинђен ырă ђап Едес йатлă хулана та çитнĕ. Çав Едес хулинђе Авгарь йатлă патша пулнă. Авгарь патша пĕр йывăр ђирпе выртнă, ăна никам та тÿрлетеймен. Христос çинђен илтсессĕн, Христос йепле ђирлĕ çынсене те тÿрлетет тенине илтсен, Авгарь патша Христос патне хăй кайасшăн пулнă, анђах йывăр ђирлĕ выртнипе кайайман. Вăл вара хăйĕн Ананія йатлă тарçине Христоса хăй патне ђĕнсе килме йанă. Христос Хăй килеймест пулсан, есĕ Унăн сăнне ÿкерсе кил ман патма, тенĕ. Çапла каласа тарçине Христос патне йанă. Ананія Іисус Христос патне пырсассăн, Христос ун ђухне нумай халăх хушшинђе халăха вĕрентсе ларнă. Ананіяна Христос патне пыма май та пулман. Ананія вара пĕр çÿлĕрех вырăн çине улăхса тăнă та, Христосăн сăнне пир çине ÿкере пуçланă. Анђах темĕн ђухлĕ тăрăшсан та, Ананія Христосăн сăнне ÿкереймен, пир çине ÿкернĕ сăнĕ пĕр май улăшăнса пынă. Çапла Ананія Христосăн сăнне пир çине ÿкерме тăрăшса ларнă ђухне, Христос ăна Хăй патне ђĕнтернĕ илнĕ. Çавăнтах Христос шыв илсе килтернĕ те, питне шывпа çуса, пирпеле шăлнă; питне пирпеле шăлсанах, пир çине Христосăн сăнĕ ÿкнĕ. Çав пир çине ÿкнĕ сăнне вара Христос Авгарь патша патне парса йанă. Ананіяна кайнă ђухне каланă: „Епĕ Хам пыраймастăп, Хам вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, Епĕ Хамăн вĕренекенсенђен пĕрне ун патне (Авгарь патша патне) йарăп, вăл вара унăн ђирне пĕтĕмпех тÿрлетĕ “, тенĕ. Ананія пир çине алăпа çырса тумасăр ÿкнĕ Христосăн сăнне Авгарь патша патне илсе пырсан, Авгарь пит савăннă. Вăл Христосăн сăнĕ умне ÿксе пуççапнă та, ђуп-тунă; çавăнтах унăн ђирĕ тÿрлене пуçланă, унăн пĕр пиђĕ çинђе анђах суран йулнă. Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан кайран çав Едес хулине Авгарь патша патне Ѳаддей апостол пынă та, Ăна Христос çинђен вĕрентсе тĕне кÿртнĕ: Авгарь тĕне кĕрсенех, ђирĕнђен пĕтĕмпех тÿрленнĕ (Чет.-Минеи, 16 августа).

Авгарь патша Ананія илсе пынă Христосăн сăнне хăй çуртĕнђе пăхса хисеплесе усранă; кайран вара хула хапхи тăрне çакса хуртарнă. Çав икона тăррине çапла çырса хунă: ей Христос Турă! Сан çине шанса тăракан никам та намăса йулмĕ, тенĕ. Авгарь патша хушнипе хула хапхи витĕр тухса çÿрекенсен тухмассерен, кĕмессерен çĕлĕкне илсе сăх-сăхса пуççапмалла пулнă. 945 çулта Христосăн алăпа çырса туман сăнне Едес хулинђен Константинополе куçарнă. Едес хулине ун ђухне Магомет тĕнĕпе пурăнакан сарацин йатлă халăх туртса илнĕ, çавăнпа Христосăн сăнне Константинополе куçарнă. Едесрен Константинополе Христосăн сăнне Августăн 16 кунĕнђе куçарнă. Çавăнпа августăн 16 кунĕнђе çавна асăнса праçник тăваççĕ.

Тутарсем ђăвашсенђен: есир хăма татăкĕсене пуççапса пурăнатăр, хăма татăкне Турă тесе калатăр, тесе кулаççĕ.

Христосăн алăпа çырса туман сăнне Едесрен Константинополе Магомет тĕнне тытакан сарацинсенђен хăраса куçарнă. Магомет тĕнне тытакан çынсем, турăшсене (иконасене) кураймаççĕ, турăшсене хисеплесе пурăнакан çынсене те кураймаççĕ, вĕсенђен мăшкăлаççĕ, кулаççĕ. Халĕ те тутарсем тĕне кĕнĕ ђăвашсенђен мăшкăласа кулаççĕ, çав турăшсене хисеплесе пурăннинђен вĕсем мăшкăлаççĕ. Есир хăма татăкĕсене Турă тесе калатăр, хăма татăкĕ Турă-и вăл? тесе мăшкăлаççĕ вара. Тутар вăл çивĕђĕ, хастар, темĕскер калама та сăмах тупат̌, пирĕн ђăвашсенђен нумайĕшĕ нимĕн те пĕлмеççĕ, çавăн пек мăшкăлакан тутарсене хирĕç пĕр сăмах та ђĕнеймеççĕ вара.

Тутарсем ђăвашсенђен: есир хăма татăкĕсене пуççапса пурăнатăр, хăма татăкне Турă тесе калатăр, тесе кулаççĕ. Ђăнах та пĕлмен ђăвашсем иконасене Турă теççĕ; икона вăл Турă мар, Туррăн сăнĕ анђах. Икона тенĕ сăмах грек сăмахĕ, ђăвашла каласан хут çине ÿкернĕ сăн тени пулат̌. Иконасене хăма çине, хут çине, тата пир çине çыраççĕ. Икона çине Іисус Христосăн сăнне çыраççĕ, Турă Амăшин сăнне çыраççĕ, святой çынсен сăнĕсене çыраççĕ. Çав икона Турă-и вăл? Çук, Турă мар, йапала çине ÿкернĕ сăн анђах. Çавăнпа иконасене Турă тесе калас пулмаст̌. Турăш тесе калас пулат̌, йе вырăсла: икона тес пулат̌. Тутарсем калаççĕ: хăма татăкĕсене пуççапатпăр епир. Ăçта кирлĕ унта выртса çÿрекен хăма татăкĕсене пуççапатпăр-и? Çук. Мĕне пуççапатпăр епир? Иконасене пуççапатпăр. Икона вăл хăма татăкĕ-и? Çук, ахаљ хăма татăкĕ мар, хăма çине ÿкернĕ сăн.—Иконасене пуççапса хисеплесе пурăнни çылăх мар. Іисус Христос Хăй сăнне Хăй пир çине ÿкерсе панă, Хăйĕн сăнне пуççапса хисеплесе пурăнђђăр тенĕ Вăл. Епир иконасене пуççапнă ђух хăмана пуççапмастпăр. Анђах кама пуççапатпăр-ши? Хăма çине ÿкернĕ Святойа пуççапатпăр, Іисус Христосăн сăнне пуççапатпăр, Турă Амăшĕ сăнне пуççапатпăр. Хăма çине ÿкернĕ Христосăн сăнĕ пире Христос çинђен аса илтерсе, Ун çинђен пĕлтерсе тăрат̌. Хут пĕлмен çын та Хрисăн сăнĕ çине пăхсан, Христос çинђен аса илет,

Христосăн сăнĕ çине пăхсан, ăна Христос Хăй çавăнта тăнă пек туйăнат̌. Святой çынсенĕн сăнĕсем çине пăхсан, вĕсем йепле, йепле пурăнни аса килет.

Çынсен Турра хисеплесе пурăнас пулат̌, святой çынсене те хисеплес пулат̌, çавăн пекех Турă сăнне те, святой çынсенĕн сăнне.те хисеплесе пурăнас пулат̌. Вĕсен сăнĕсене хисеплеменни, вĕсене хăйсене хисеплеменни пулат̌. Есир патша сăнне курнă. Ăна вырăсла, „портрет“ теççĕ. Çав портрет патша-и вăл? Çук, патша мар, патша сăнĕ анђах; ăна никам та: ав, патша тăрат̌, тесе каламаст̌, ав патша сăнĕ тăрат̌, теççĕ. Портрет патша мар, патша сăнĕ анђах, çапах та пирĕн ăна хисеплес пулат̌. Патшан портређĕ умĕнђе çĕлĕкпе тăма, йе ђĕлĕм туртса тăма йурамаст̌: патша сăнне хисеплеменни патшана хăйне хисеплеменни пулат̌.

Тата есир хут çине ÿкернĕ çынсен сăнне камăнне те пулсан курман-и? Салтаксем хăш ђухне ашшĕ-амăшĕсем патне хăйсен сăнĕсене ÿкерттерсе йараççĕ. Ађин сăнне курсан, амăшне ађине хăйне курнă пекех туйăнса кайат̌; ђунĕ ађишĕн тунсăхланă пуçласанах, ађи сăнĕ çине пыра пыра пăхат̌: пырса пăхсанах, ђунĕ савăнса лăпланса кайат̌. Çав ађин портређĕ ађи хăй мар-çке. Ăна амăшĕ хăй те пĕлет. Вăл хăй те çав портрета хам ађам хăй тесе каламаст̌, йепле тата портретне курнипех унăн ђунĕ савăнат̌-ши?! Çав ађин портређĕ ађи çинђен аса илтерет, çавăнпа савăнат̌ амăшĕ; ађин сăнне курсан, ăна ађи хăй çавăнта тăнă пек туйăнат̌, çавăнпа вăл савăнат̌. Тула кăларса ывăт çав ађун сăнне тесен, вăл кăларса ывăтĕ-и?! Хăй кăкăрĕпе ÿстернĕ ађин сăнне темĕн парсан та кăларса ывăтмĕ тесе шухăшлатăп епĕ. Ађин сăнне мар, салтакран йанă çырăвĕсене те тем пек пытарса упраса усраççĕ амăшĕсем.

Çавăнпа Христоса тĕрĕс ĕненсе тăракан çынсем иконисене пуççапса хисеплесе пурăнаççĕ. Пирĕн те иконасене хисеплесе пурăнас пулат̌. Вĕсене Тура вырăнне хисеплеме йурамаст̌, татах калатăп сире: икона Турă мар вăл; Турă çÿлте пурăнат̌. Турă сăнĕ, Турă Амăшĕ сăнĕ, святой сăнĕ тесе хисеплесе пурăнас пулат̌; Турă тесе калама йурамаст̌, турăш тесе калас пулат̌. Турăшсене таса тытса усрас пулат̌; праçниксенђе турăшсем умĕнђе сăх-сăхас пулат̌, пуççапас пулат̌; вĕсене пуççапнă ђухне епир хăмасене пуççапмастпăр, хăма çине кам сăнне ÿкернĕ, çавна хăйне пуççапатпăр. Амин.


VulaCV Комментарийĕ

Алăпа çырса туман сăна акеропита е ахиропита теççĕ, грекла αχειροποίητα: ἀ- “мар, χείρ “алă”, «ποιείν» “творить”, латинла Acheiropoieta

Ку текстра сăмах Мандилион (Mandylion) тутăрĕ пирки пырать, вырăсла ăна Спас Нерукотворный тенĕ. Сăн пирки чи малтан 593-мĕш çулта Сири ăсчахĕ Эвагрий Схоласт (Evagrius Scholasticus) çырса кăтартать. Эвагрий çырăвĕсенчен малтан Авгарь патшапа пулса иртнине 4-мĕш ĕмĕрте Евсевий Кесарийский çырса хурать, анчах вăл çак алăпа туман сăна асăнмасть. Православи (Ортодокс) йăли тăрăх çурла 16-мĕшĕнче çак сăна Эдес хулинчен Константинополе куçарнине асăнаççĕ. Тăваттăмĕш Хĕрес поход çулĕсенче Венеципе Француз çарĕсем Византие çаратнă чухне 1204-мĕш çулта Мандалион çухалнă. Францири революци вăхăтĕнче Мандалион тепĕр хут курăннă теççĕ, анчах çĕнĕрен çухалнă. Ĕмĕр-ĕмĕр иртнĕ хыççăн  ку сăн пулса кайни çинчен Эвагрий Схоласт çырнă çак легенда чăн-и, е илемлетсе каланă ытарăш-и татса пама май çук, анчах çак пир çинчи сăнна хисеплени тата çак сăна мăхамет çыннисенчен X-мĕш ĕмĕрте (944 ç.?) çăлнине хăй вăхăтĕнчех çырса хăварнă.

Едес (Edessa) хули – паянхи кун Турцири Шанлыурфа  (Şanlıurfa, е Urfa, эрменле Ուռհա “Урха”; Şanlı турккăлла “чаплă” тени.). Тĕрлĕрен саманасенчеăна Callirrhoe, Justinopolis те тенĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.