Çемен Элкер: Вĕренме каясчĕ


Çемен Элкер


Семен Васильевич Васильев (Çемен Элкер) халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Пысăк Упакасси ялĕнчи 1894 çулхи çу уйăхĕн I-мĕшĕнче çуралнă. 1908 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, 1915 çулта тĕнче вăрçине кайнă, йывăр аманса, Австрине Венгри çарĕсен тыткăнне лекнĕ. Тыткăнран 1916 çулхи çу кунĕсенче таврăнать, пĕр хушă Петроградри госпитальте сипленет. 1917 çулхи ютă уйăхĕнче вал ялĕнчен Хусана каять, пĕр-пĕр курсра вĕренме ĕмĕтленет. Кунта пулас писатель Тимофей Абрамов сăвăçпа, Федор Павловпа, Г.Тал-Мăрсапа туслашать, вĕсем хавхалантарнипе литература ĕçне хутшăнать.

Çемен Элкер вунвиçĕ-вунтăватă çулсенчех вĕренмелле сăвăсем çырнă, Хусана кайнă тĕле унăн пĕр тетрадь сăвă пулнă. Революциччен çырнă сăвăсĕнчен унăн виççĕшĕ Совет саманинче пичетленнĕ, уйрăм статйисем 1917 çулта туха! тăнă «Хыпар» хаçатра кун çути курнă.

Çемен Элкер – Ф.Павлов, Г.Тал-Мăрса, И. Ахах, М.Çеçпĕл, ÿсĕмĕнчи поэт. Вăл хăйĕн пултарулăхĕпе П. Хусанкай ÿсĕмĕнчи сăвăçсене пулăшса пынă, май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ 1940 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче кăларнă Указра С.В. Элкере Чăваш халăх поэчĕ ятне йанă. [Юмарт тата Трофимов – 2006]


 

Вĕренме каясчĕ

[…] Эпĕ церковно-приходской школтан вĕренсе тухса «Свидетельство» илтĕм те татах аслăрах школа вĕренме кĕрес терĕм, анчах темшĕн май полмарĕ. Хамăр аран-аран, питĕ начар пурăнатпăр. Эпĕ каяс тенĕ вăхăтрах, лашасене вăрăсем вăрласа кайрĕç те, пирĕн вара каллех лашасем илмелле пулчĕ. Вара хуйхăпа ним тума çук пулчĕ. Вара вĕренме кайма мар, лашасем илме те аран-аран укçипе çынсенчен кивçен илкелесе лаша илчĕç. Халĕ ĕнтĕ çак тĕрлĕ хуйхăпа темĕн чул вĕренĕттĕмччĕ – укçа çукки хуплать, темĕн чул тăрăшăттăмччĕ – çук-çке!

Питĕ хуйхă пулчĕ мана. Эпĕ 1907 çулта вун тăватă çулта вĕренсе тухрăм, тата тепĕр кĕркунне каллех вĕренме каяс терĕм те: «Пĕр çул вĕренмен ачана илмест», – терĕç. Эпĕ пĕлмен, манăн лаша вăрласа кайнă çулта пĕр-пĕр пĕчĕк шкултах вĕренес пулатчĕ. Тепĕр çулне те каймалла пулмарĕ вара. Çапла ĕнтĕ, укçа çук пирки паянхи кун та килтех пурăнатăп, ним тума та çук. Темĕн чул манăн кĕнеке вулас килет, халĕ ĕнтĕ эпĕ вун ултă çулта, халĕ ялти учительтен кĕнекесем иле-иле вулатăп, анчах ĕнтĕ эпĕ вуламан кенеки школĕнче те юлмарĕ. Халĕ кĕнеке вулама пуçласанах килтисем ятлаççĕ, «ĕçсĕр» теççĕ. Ман ăçта çав тĕрлĕ нумай кĕнеке вуласа, ăша лăплантарасчĕ-ши? Пирĕн килте те çăкăр çитмест, тырă сахал. Халĕ ăçта та пулсан ĕçлеме пĕр-пĕр хулана каяс тетĕн те, анчах хулана кайса ĕç тупаймăн та, каялла килсе, килте пурăнма намăс, çынсем кулаççĕ. Тархасшăн, каласа парăр-ха, ыйтса пĕлĕр-ха: ăçта та пулсан вырăн пур-ши?

Пирĕн килте çемье йышлă, ăçтан тăранса пурăнас пирĕн, начар çынсен, пĕр-пĕр ĕçлĕ çĕре каймасан? Вĕренме каясчĕ халĕ – ниçта та илмеççĕ пулĕ тетĕп, килтисем те ярасшăн. Тата тепĕр хут кĕçĕн шкула вĕренме каяс тетĕп – апла манăн хаçан вĕренсе тухса учителе кĕрес? Эпĕ халĕ те пысăк çынпа пĕрех.

1910, кăрлач.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.