Сентябрь

Ю. Петров: Сентябрь ирĕ

Ю. Петров


Сентябрь ирĕ

Йăл-йăл кулса килет хĕвеллĕ ир,
Вĕçет хĕлхем тăкса саралнă çулçă.
Чĕре çунатлă, кăмăл ырă, уçă:
Шкула васкатпăр ушкăнпа эпир.
Сыв пулăр, уй-хирсем те çарансем, —
Çу каçипех ĕçлерĕмĕр хастаррăн.
Пире ялан савса кĕтетчĕç мар-и
Çырлаллă вар, кăмпаллă вăрмансем…
Телей шевли çиçсе вылять питре,
Утатпăр çепĕç туйăмпа хаваслăн.
Умри çулсемĕр ĕмĕт евĕр аслă,
Тавралăх ытармалла мар хитре.

Александр Княçа Асăнмалли

Андрей Липатовъ


Ђăн Тĕне Тĕрĕс Тытса Пурăннă Святой Александр Княçа Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Çурла 30-мĕшĕ

Ей савнă тăвансем! Епир пайан ђăн тĕне тĕрĕс тытса пурăннă святой Александр княçа асăнса праçник тăватпăр.

Святой Александр Россія çĕрĕнђе аслă княç пулса пурăннă. Святой Александр аслă княç пулса пурăннă вăхăтра, вырăс халăхĕ тутарсен аллинђе хĕн-хур курса пурăннă. Россія халăхĕ тутарсем аптăратса пурăннипе пит вăйсăрланса çитнĕ. Çавна кура, ытти патшалăхри çынсем те пирĕн патшалăха çĕнтерсе илме тăрăшнă. Вырăс халăхне пурăнма пит хĕн пулнă. Çав йывăр вăхăтра, святой Александр княç хăйĕн халăхĕшĕн пит хытă тăрăшнă. Вăл вĕсен хутне кĕрсе, вĕсен хĕн пурăнăçне çăмăллатас тесе ордана хан патне пилĕк хутђен кайнă. Ордара святой Александра тутарсем кĕлеткесене, вута пуççап тесе темĕн ђухлĕ хĕсĕрленĕ. Малаллине вулас