Митта Ваçлейĕ: Тĕрлĕрен


Мул тĕнчине тĕп тумалăх
Халăх утать чăн çулпа.
Ирĕклĕх, танлăх, тăванлăх —
Çакă вăл пирĕн тупа!

Тухăр, тапранăр пĕр харăс,
Пурте сăваплă вăрçа
Халăх, текех тарçă мар эс,
Ху телейпе хăв хуçа.


Тĕрĕс мар вăл. Тĕрĕс мар,
Так ахаль ан макăр,
Ху пĕлетĕн: Шупашкар
Çулĕсем тап-такăр.

Ăш çунсан, чун ыратсан,
Аса ил: шăллу пур сан.
Тунсăхланă çăмăлпа —
Лар та кил ăш кăмăлпа.


Пĕр эсĕ пуринчен хакли,
Ват Шупашкар — атте хули!


Çитет пуль пурăнса пăспа.
Атя-ха пурăнар ăспа!


Ÿсĕр вăл — пÿсĕр,
Ăна ан тÿсĕр!


Тĕп пултăр
Бацилла-хурт!
Тапак ан турт!


Ехрем çуртне[i] çÿре-çÿре,
Эс пултăн сăвăç та тÿре.
Анчах килес кĕрешÿре
Епле-ши тухăн эс тÿрре?


Тĕрмесене тултарĕччĕ лăках вăл
Калта чунлă, шатрака …ов.


Çурту çине пăхсан, Ехрем,
Сиксе тухать сехрем.


Вăл аслати, вăл гроза.
Ун патне кĕр хăраса.


Тĕнче йăх-яхĕ! Мразь!
Кÿпесшĕн çеç пурнаç…


[i] Ехрем хуçа — Ефремов купца. 1930 çулсенче ун çуртĕнче НКВД вырнаçнă пулнă, кайран В. И. Ленин музейĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.