Митта Ваçлейĕ: Саламлă Автографсем


П. Хусанкая

4b9af-mittavasleje
Митта Ваçлейĕ поэт

Сана асăнсан, ялан пĕр сăмах:
«Чăваш тухйинче чи пысăк ахах».
Анчах эп каласшăн: «Петĕр Питравĕ
Ахах кăна мар — пуянлăх утравĕ».

В. Давыдова

Чараймăн Çĕрĕн çаврăмне.
Эп кайăп, Ваçлейĕм.
Вара Пăлаçи парăмне,
Тархасшăн, ху çине ил.

В. Рзая

Пĕрле ÿснĕ,
Пĕрле тÿснĕ,
Финиш инçе мар.
Тек ан уйрăлар!

А. Канаша

— Манран вăйли мĕн пур?..
Эп — чир,
Эп — тыткăнлăх,
Эп — çуклăх,—
Тесе мухтаннă, тет, Хĕн-хур.
— Тĕнче ылханĕ, кай, ан çулăх!
Эп пур çииче — эс çук тек урăх!
Эп — çил,
Эп — ирĕклĕх,
Эп — пурлăх,
Эп — санăн вилĕмÿ, хĕн-хурлăх,—
Татса каланă Пултарулăх.

Альтук аппана — Е. Орловăна

Ача чухне эс пулнă йăлăнтармăш,
Ÿссе çитсен — асамлă ăшçунтармăш.
Кайран — илемлĕ ăсупа
Мĕнпур чăвашшăн пăхăнтармăш!
Итле, килеслĕхĕн асламăш,
Çак пирĕн малтанхи юпа
Пулайтăр инçе çул пуçламăш!

Хв. Уяра

Юлташăм, тантăшăм Уяр,
Ялан пĕрне-пĕри туяр.

Влас Паймена

Металл вăйне вутпа сăна,
Металшăн вут — экзамен,
Анчах та çак экзамена
Эс тахçанах парса-мĕн,
Эс хурçă пек пулса-мĕн.

Мефодий Романова

Эп каснă чĕлччĕ ун чухне…
Асапчĕ шалкăмлă кунçул.
Чăтаттăм. Кăтартман куççуль.
Анчах та чун чул маррине,
Тен, эс кăна ăнланнă пуль.
— Мĕнле пурнатăн-ха? — тесе,
Хăш чух юри, хăш чух çул май
Эс çитнĕ ман пата пĕрмай.
Сан лăпкă сассуна илтсе,
Хуйха пусарнă эп нумай.

С. Элкере

Кас-кас пит хурлăхчĕ мана,
Чĕре наркăмăшпа тулатчĕ.
Аса илеттĕм те сана,
Пăртак лăш кайнă пек пулатчĕ.
Калаттăм: пур-ха, пур этем,
Тĕнче пĕтсех пĕтмен-и, тен…

Таçук Иванова

Поэт, сан çук культа пуççапассу,
Анчах çынна… çынна эс сума су.
Çын кăмăлне курса юрланă чух
Санран, Таçук, илемлĕ çын та çук.

Хуначи Айхине

Каяс çулу инче, инче…
Ан такăн — тикĕс мар тĕнче!

Арслан Зверева

Тĕнче касса çÿрерĕмĕр,
Эп — ирĕксĕр, эс — ирĕкрен.
Алай-пăлай телейĕмĕр
Ăçта кайсан та пĕр иккен.
Тек-тек санран уйрăлас мар,
Атте хули — ват Шупашкар.

Н. Акимова

Манăçа юлайччăр юлнăçем
Ениççейĕн сулхăн хумĕсем.
Туслăх çеç ан юлтăр манăçа,
Вăл пулсан, пурнатпăр пурнăçа.

Аппана

Сана парне, ак, пĕчĕк кĕнеке…
Тек-тек ан асăн иртнĕ хĕнлĕхе.
Кĕлту турра: тĕнченĕн çылăхне
Ан ятăрччĕ этемĕн çывăхне.

Ноннăна

Савнă арăм, савнă арăм,
Кăвакарчăнăм!
Санăн умăнти ман парăм
Çăмăл мар, чунăм.
Мĕн кăна тÿссе курмарăн,
Тăлăха юлсан.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.