Радонежри Сергійе Асăнни


Михаилъ Даниловъ


Авăн 25-мĕшĕ

Радонежри Хăватсем Тăвакан Таса Пурăнăçлă Сергійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Калани

Тăвансем! Пайан Ђиркÿ Радонежри хăватсем тăвакан таса пурăнăçлă Сергійе асăнса праçник тăват̌. Вăл пĕр 500 çул маларах пурăннă. Унăн ашшĕпе амăшĕ Кириллпа Марія питĕ ђаплă, пуйан, Турра ĕненсе пурăнакан çынсем пулнă. Св. Сергій малтан Варфоломей йатлă пулнă. Вăл шкулта та пит нађар вĕреннĕ. Вăл пĕрре вăрманта кĕл-туса тăракан ватă монаха тĕл-пулнă. Ватă монах Варфоломейе хăй ыйтнине кĕл-туса пилленĕ те, унтан вара вăл шкулта та лайăх вĕрене пуçланă. Вăл ÿснĕçемĕн лăпкăланнă; ыттисемпе выљаса-кулса çÿрес вырăнне, Турă кĕнекисене вулама йуратнă. Ашшĕсем вилсен, пиђђĕшĕсем авлансан Варфоломей хăйне тивĕç пурлăхне шăллĕне парса, хăй Стефан йатлă аслă пиђђĕшĕпе вăрмана кайса, пĕђĕкçĕ пÿрт лартса, Турра кĕл-туса пурăна пуçланă. Унтан Виçĕ-Ипостаçлĕ Турă йађĕпе пĕр йывăç ђиркÿ лартнă. Пиђђĕшĕ ђăтаймасăр киле тавăрăнсан, 24-çулхи Варфоломей, Сергій йатлă пулса, монаха кĕнĕ. Вăл сĕм-вăрман ăшĕнђе пĕр пĕђђен ĕçлесе, усал шухăшсене ђарса, типĕ тытса кĕл-туса пурăннă. Ăна тискер кайăксем те тивмен. Пĕр пысăк упа таса Сергій патне пыра-пыра унăн аллинђенех апат çинĕ. Кайран ун таса пурăнăçне кура ун патне 12 çын пырса вырăнаçнă. Вĕсем пит йăлăннипе таса Сергій священникĕ кĕрсе хăй патĕнђи монахсен пуçлăхĕ, игумен пулнă.

prp_sergii_radonezhskij-221x300
Сергий Радонежский.

Асла тухсан та, вăл пуринђен ытларах ĕçлесе ырра вĕрентсе ÿкĕтлесе пурăннă. Унăн таса пурăнăçне кура святой Алексій митрополит хăй вилсен таса Сергійе митрополита хурас тесе пĕрре ун çине ылттăн хĕрес тăхăнтарма тăнă. Таса пурăнăçлă Сергій йăвашшăн ђарса каланă: „çамрăкранпа та епĕ ылттăн тавăраш тăхăнман. Ватăлмалăх кунта та йурлах йулас тетĕп. Есĕ мана вăй çитеймен ĕç парасшăн, епĕ çылăхлă çын“, тенĕ. Çапах та таса Сергій хăй пурăнакан патшалăх çĕрне йуратса пулăшса тăнă. Вăл пит сăваплă пурăннăран ăна Турă Амăшĕ, тата Іоанпа Петр апостолсем курăннă. 78 çула çитсен, ытти монахсене ђĕнсе преподобный Никона игумена лартнă та Христос Ÿђĕпе Йунĕнђен пай илсе 1392 çулта сентябрĕн 25 кунĕнђе ку тĕнђерен куçнă. 30 çултан таса Сергійĕн çĕрмен ÿђĕ тупăннă. Вăл тунă монастыре пĕтĕм патшалăхран халĕ те пулин темĕн ђухлĕ халăх кĕл-тума çÿрет.

ђаплă ăруран çуралнине те, пуйанлăха та, асла тухассине те, çын мухтанине те ним вырăнне хумасăр пĕтĕмпех пăрахса пĕр Турра кăна йураса ĕçлесе пурăннă.

Тăвансем! таса пурăнăçлă Сергій пирĕн пек çынах пулсан та Святойа тухнă. Çавăнпа вăл пире те çÿлти Патшалăха илсе кайакан çула кăтартса йама пултарат̌. Вăл ђаплă ăруран çуралнине те, пуйанлăха та, асла тухассине те, çын мухтанине те ним вырăнне хумасăр пĕтĕмпех пăрахса пĕр Турра кăна йураса ĕçлесе пурăннă. Çавăнпа вăл килне пăрахса хăварса вăрманта пĕђђен ђарулă пурăнса, Турă çинђен кăна шухăшласа йăвашланса кĕл-туса пурăннă. Çапла туса пурăнса вăл Çÿлти Патша çуртĕнђе кирлĕ çĕрмен мул хатĕрленĕ. Епир хамăр пурăнăçăмăрта Святой Сергій пек мĕн те пулсан тăвайратпăр-ши? Тÿррипех каласан, пирĕн нумайĕшин апла пурăнасси асă-мăрта та çук. Епир пит мăн-кăмăллă, çынна йуратмастпăр, ырă тума йулхав. Çавăнпа пророк каланă пек „ырă тăвакан пĕр çын та çук, йулмарĕ. Пур те пăрăнса кайрĕç, пур те пĕрле ниме те тăмаççĕ. Пур те хăйсен çулĕ çинђен аташса кайрĕç“, тени тĕрĕсе килет.

Святой Сергій мĕн-пур пурăнăçне Туррă пĕђђен кĕлтуса ирттернĕ. Епир пур, хамăрăн кулленхи ĕçе Турăшăн пĕр кунлăха та хăварасшăн мар, пĕр-ик сехете те пулин ахаљ сăмахсене пăрахса шухăша Турă çинђе тытса ирттересшĕн мар. Акă праçник кунĕ Ђиркÿре аслă кĕлĕ вăхăтĕнче тăрса кĕл-тăвас вырăнне нумайĕшĕ çутăлнă çутăлманах сутă-илÿ тума, ытти ĕç тума тытăнаççĕ, йе ĕçкĕ çуртне кĕрсе темĕн те пĕр хăтланса ирттереççĕ, йе ирех хăнасем пуçтарса ĕçсе шавласа лараççĕ. Тăвансем, Турă заповѣде праçник кунĕ ĕçлеме те хушмаст̌ пулсан, вăл вăхăтра ирсĕр усал ĕç тума йурĕ-и вара? Астăвăр, çавăншăн пире хăçан та пулсан Туррăн хăрушă суђĕ çитĕ. Ун ђухне темĕнле куç-çÿллипе йĕрсе тархасласан та кайран пулĕ вара. Вăхăтĕнђе ÿкĕнменшĕн Туррăн хăрушă çил-линђен, ĕмĕр асап тивесрен епир хăтăлаймăпăр.

Преподобный Сергій тĕрлĕ ђысран, мухтавран пăрăнса, питĕ йăваш пурăннă. Хăйне хăй кĕçĕне хунăран, ăна Турă Хăйĕн тивлетне парса, етем умĕнђе асла кăларнă. Турă калат̌: „кам çине ăшшăн пăхăп? Кам йăваш, ђĕн-мен, Ман сăмахăмсенђен ђĕтĕресе тăракан çын çине“ (Ис. 66, 2) тенĕ. Епир апла кĕçĕн пулас вырăнне хамăра пысăка хурса Турра кÿрентеретпĕр. Сирах калат̌: „çылăх пуçламăшĕ—мăн-кăмăл“, тет (10, 15). Петр апостол: „Турă мăн кăмăллисене хирĕç пырат̌, йăваш кăмăллисене ырăлăх парат̌“, тет (1 Петр. 5, 5). Етеме пурăнма пÿрт-çурт кирлĕ. Çавăн пекех пирĕн ăша Святой Сывлăш вырăнаçтăр тесен те пирĕн йăваш пулас пулат̌. Святойсене Турă çав йăвашлăхшăн мухтава кăларнă. Хăшин вĕсен ÿђĕ çĕрмесĕр выртат̌, хăшĕ çĕр çинђе пурăннă ђухнех тĕрлĕ тĕлĕнмелле ĕçсем тунă. Преподобный Сергій те хăйне кĕçĕне хурса пурăннипе вилиђђенех хăватлă ĕçсем тунă; вилсен те ђаплă тăрат̌.

Святой Сергій хăйне хытă тытса пурăнса пире те ђаруллă пурăнма вĕрентет. Вăл та пирĕн пекех ÿтлĕ çын пулнă. Унăн та пирĕн пекех шухăш вĕçни те, кăмăл выљани те, тĕрлĕ çылăх аптăратни те пулнă. Çапах та вăл сыхă тăрса ăсĕпе ђĕрине Турă çинђе тытса ĕçĕсемпе сăвапа тухнă. Типĕ тытса йăваш пулса кĕл-туса вăл кайăк пек çăмăлланса тĕрлĕ усалсене çĕнтернĕ. Йывăр тийенĕ (карап) ким йывăррăн ишсе пырса тинĕсе путма пултарат̌. Çавăн пекех йалан ĕçсе ÿсĕрĕлсе ÿте ађашласа пурăнни те çыннăн çан-çурăмне йывăрлатат̌, ăсне-хакне пăсат̌, ђуна ÿт айне тăват̌, ырăпа усала уйăрми тăват̌. Вилсен кайран тамăк тĕпне путарат̌.

Тăвансем, епир те святой Сергійрен пулăшу ыйтса хамăрăн çылăх йăлисене хăварса Турă çырăвĕнђи сăмахсене тăнласа ырă пурăнма тăрăшар. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.