Турхан Энтри: Тĕрмере

Турхан Энтри


Тĕрмере

(С.Я. Надсон евĕрлĕ)

Ман тĕрмем ытла та тĕксĕм-çке!
Ун тĕреклĕ хÿмин тулĕнче
Тинĕс хумĕ кăна çÿрет-çке!
(Пăс тăрать тинĕсин çийĕнче.)

Çав хумсем чулсемпе çапăçни
Хăлхана çурса çеç илтĕнет;
Çав хумсем хумханса шавлани
Пăчă çĕр ăйăха вĕçтерет.Малаллине вулас

Святой Димитрійе Асăнса Тăвакан Праçник Умĕнђи Шăмат Кун Вĕрентсе Калани

Андрей Липатовъ


Юпа 26-мĕшĕ

Ей йуратнă тăвансем! Пайан таса ђиркÿ пур вăрçăра вилнĕ çынсене асăнат̌. Вăл ĕç çапла асăнасси ак мĕнтен пуçланса кайнă: Димитрій Іоаннович Донской аслă княçра ларнă вăхăтра тутарсем вырăс халăхне вăрçăпа çĕнтерсе илесшĕн пулнă. Вырăс халăхĕ тутарсен аллинђе 200 çул ытла хĕн курса пурăннă. 1380-мĕш çулта тутарсем каллах вырăс çĕрне çар пустарса килнĕ. Вырăссем те вĕсене хирĕç çарпа тухнă. Çапла пĕр Куликово йатлă хирте вырăссем тутарсемпе пит хытă вăрçнă. Вырăссем тутарсене çĕнтерсе вырăс çĕрĕнђен хăваласах йанă. Çав вăрçăра пирĕн Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсем те пит нумай вилнĕ. Вăрçă пĕтсен, аслă княз Димитрій Іоаннович Донской çав вăрçăра вилнĕ çынсене асăннă. Çав кунтан вара çуллен октябр уйăхин 26-мĕш кунĕ умĕн килекен шăмат кун асăнма хушнă. Çав вăрçăра вилнĕ çынсемпе пĕрле епир пайан хамăрăн вилнĕ аттесене, тăвансене, асăнатпăр.

Малаллине вулас

«Тумне хывма ĕлкĕреймен» – Г. Ефимов

Г. Ефимов


«Тумне хывма ĕлкĕреймен»

Кăçал хĕл ир ларчĕ. Октябрь уйăхĕ вĕçĕнче юр ÿкрĕ те куçран çухалмарĕ. Йывăçсен турачĕ çинче те, пас тытнă евĕр, юр меллĕн майлашăнса выртнă.

Ял хĕрринчи кÿлле те çÿхе юр хупласа хучĕ. Хăш-пĕр ачасем конькипе ярăнас ĕмĕтпе çав пăр çирĕплĕхне кунне темиçе хут та тĕрĕсле-тĕрĕсле пăхкаларĕç. Анчах пăрĕ çурхах пек çеç.Малаллине вулас

Турхан Энтри: Ютри пурăнăç

Турхан Энтри


Ютри пурăнăç

Ютра пурăнса, ют çынсен çуртĕнче
Тăван халăха асăнса макăрап.
Чĕрем çуннипе ют хула хушшинче
Чăваш халăхне юратса ыр сунап.

Вĕри чĕремпе çамрăкран чăваша
Чунтан юратса хуйхăрса пурăнтăм.
Чăваш халăхне çутатас шухăша
Ютсен куçĕнчен пытарма тăрăшрăм…
1913

Кĕркунне макăрать – Л. Сильвестров

Л. Сильвестров


Кĕркунне макăрать

Кунĕпех макăрать кĕркунне
Куççульпе кĕпине йĕпетсе.
Урам тăрăх йăмра çулçине
Çил ачи хăвалать ĕрĕхсе.
Çут хĕвел пĕлĕтсем хыçĕнче
Тĕлĕрет çĕр çулхи мучилле:
Ах, ытла та салхуллă тĕнче, —
Ма килмест пĕрех хут сив хĕлле!