Император Николай Александрович Патшана Кĕнĕ Кун


Г. Эльдебеневъ


Юпа 21-мĕшĕ.

Пирĕн Аслă Патшамăр Император Николай Александрович Патшана Кĕнĕ Кун. (21 Октября).

1340393938_car
II-мĕш Николай император.

Ей йуратнă тăвансем! Пайан пирĕн аслă патшамăр Николай Александрович патшана кĕнĕ кун. Епир ђиркĕве Турра пирĕн патшана халиђђен сывă сыхланăшăн тав-ту­нă, малашне те сывă усраса халăха ырă тума, тăшман­сене çĕнтерме пулăштăр, тесе кĕл-тума пухăнтăмăр. Пай­анхи кун епир Турă патшамăра халиђђен халăха тунă ырăлăхĕсене малашне те тума пулăшĕ тесе шанатпăр. Халăха ырăлăх тума Турă патшана вăй-хăват, пуйанлăх, ђаплăлăх панă. Турă пур ырă йапалана ырă тума парат̌. Патшанăн нумай ырă ĕç тумалла: патшалăхри пур халă­ха пулăшмалла; пурне те Христос тĕнне вĕрентме тăрăш­малла; çырăва вĕрентмелле; йалан вăйлă пулса тăрса пат­шалăхри халăх лăпкă, йĕркелĕ, çителĕклĕ пурăнтăр, тесе тăрăшмалла. Çавăнпа та Турă ăна вăй-хăват та, пуйанлăх та панă.

Анђах епир хамăр пур те пĕр шухăшлă пулса вăй çитнĕ таран тăрăшмасан, патша пирĕншĕн тăрăшсан та, вăл пирĕншĕн тăрăшни харама кайма пултарат̌. Халă­хĕ пăлханса пурăнсан, çыннисем пĕр-пĕрне пусмăрласан, пĕр-пĕрне вĕлерсе, çаратса пурăнсан, халăхĕ пуçлăхĕсене хисеплемесен, патша кăларнă законсене итлемесен, Турра мансан—халиђђен, тĕнђе пуçланнăранпа пĕр патшалăх та тĕреклĕ пулса тăрайман, саланса пĕтсе кайнă. Христос Турă каланă: „Туррăнне Турра парăр, патшанне патшана парăр“ (Мѳ. 22, 21), тенĕ. Авалхи Христоса ĕненекен çынсем, хăйсен патшисем суйа тĕне тытса тăракансем пулнă пулсан та, вĕсене итлесе, вĕсем мĕн мĕн хушнине туса пурăннă, вĕсенĕн суйа туррисене анђах пуççапман. Пирĕн Патша Христоса ĕненекен, Турра йурăхлă çын. Епир ăна итлемесĕр йепле пурăнăпăр?

Патшана, пуçлăхсене хисеплеме­сĕр пурăнма вĕрентекенсене ан итлĕр. Ун пек çынсем хăйсем мĕн тунине хăйсем те пĕлмеççĕ.

Çавăнпа, тăвансем, патшана, пуçлăхсене хисеплеме­сĕр пурăнма вĕрентекенсене ан итлĕр. Ун пек çынсем хăйсем мĕн тунине хăйсем те пĕлмеççĕ. Патшалăх лăпкă тăрсан, епир те лăпкă пурăнăпăр; патшалăх вăйлăлансан, епир те вăйлăланăпăр. Çавăнпа патшалăхшăн, халăхшăн тăвас ĕçе, ху ĕçне тунă пек, тăрăшса тăвас пулат̌: вăрçă пуçлансан вăрçа кайас пулат̌; патшалăхшăн вилмелле пул­сан, вилес те пулат̌. Çынсемшĕн ђунне пĕтернинђен пысăк сăвап çук. Авалхи çынсем хăйсене хĕрхенсе вăрçа кайман пулсан, çак тĕрлĕ пысăк Россія патшалăхĕ халиђ­ђен тĕреклĕ пулса тăраймĕ-ђђĕ. Патшалăх вăйлă пултăр тесен законсем кирлĕ, законсене пур те итленине пăхса тăракан пуçлăхсем кирлĕ, вăрçа кайакан çар кирлĕ. Ку ђухне патшана, пуçлăхсене, закона хисеплеме кирлĕ мар, тесе вĕрентекен çынсем пур. Вĕсем тĕрлĕ халăха пăлха­такан кĕнекесем çырса салатаççĕ. Вăл çынсене итлес пулмаст̌. Вĕсем шухăшланă ĕç нихăçан та халăха ырăлăх парас çук, тăрăшакан Патша анђах пире пулăшма пул­тарат̌.

Çавăнпа ĕнтĕ, тăвансем, пайанхи кун Турра пирĕн аслă патшамăр Николай Александровича халиђђен сывă усранă пек малашне те нумай çула усратăр, тесе ђунтан кĕл-тăвар. Турă пире те халăхшăн усăлă пулма сывлăх, канашлăх, канăçлăх парин-ђђĕ; инкек-синкек килсен, вăрçă пуçлансан, пурне те тăшмана çĕнтерме вăй-хăват парин-ђђĕ! Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.