Анатолий Юман
Чĕкеç чĕлхи
Пĕчĕк хĕрĕмçĕм Натюк,
Калаçма сан чĕлхÿ çук.
Анчах эсĕ ан кулян,
Час чĕлхеллĕ те пулан.
Ав куратăн-и, хĕвел
Сан çине пăхса кулать.
Хĕрĕм, кур, тăрсам чĕвен, —
Çыр çамки хура пулать.
Инçе мар пек кĕтмелли…
Çуркунне сана валли
Чĕлхе кÿрĕ те чĕкеç —
Калаçмашкăн пуçлăн эс.