Тăван чĕлхе – Валем Ахун

Анне каçсерен юрланă сăпка юррисенчен, асанне юптара-юптара панă тĕлĕнмелле асамлă халап-юмахсенчен, асатте кĕвĕленĕ хайлав-сăвăсенчен кĕтĕн эсĕ ман ăшăма, юратнă чĕлхем. Хуйхă-суйхăма та эпĕ санпа пусаратăп, савăнăçăма та эпĕ санпа çурмалла пайлатăп, ахах-мерчен чĕлхем! Тăван чĕлхем — анне чĕлхи!

Кала-ха, тăван чĕлхемĕм, мĕн тăвăп эпĕ сансăр? Мĕнле юрлăп эпĕ сансăр? Мĕнле пурăнăп эпĕ сансăр? Маншăн эсĕ — хĕвел, пурăнас кунăм, сывлăшăм, ирĕкĕм. Маншăн эсĕ — анне чунĕ, тăван халăх чысĕ, хавалĕ…