Св. Михаил Архангела тата Ытти Ангелсене Асăннă Кун Вĕрентсе Калани


Священник Петр Егоровъ


Чÿк 8-мĕшĕ

Пайанхи кун Михаил архангелпа ытти ангелсене асăнса праçник тăваççĕ. Пайанхи праçник сирĕн ђунăра усă кÿтĕр тесе, епĕ сире ангелсем çинђен каласа парас тетĕп.

Ангелсене Турă ђăн малтан пултарнă. Ангелсем вĕ­сем ÿтсĕр, сывлăшсем. Çавăнпа пире, ÿтлĕ çынсене, курăнмаççĕ. Ангелсем сăваплă çынсене ђас ђасах курăннă, халĕ те хăш ђухне сăваплă çынсене курăнаççĕ. Çынсене ку­рăннă ђухне вĕсем çын пек пулса курăнаççĕ. Турăш çине те ангелсене çын пек тăваççĕ. Ангелсем вĕсем ни çимеççĕ, ни ĕçмеççĕ; вĕсем ватăлмаççĕ: пĕр май çамрăк тăраççĕ. Ангелсем пит нумай, вĕсем темиçе пин хут пин (Дан. 7, 40). Ангелсем пур те пĕр тан мар, вĕсен хушшинђе асли­сем те пур, кĕçĕннисем те пур. Ђăн асли вĕсен Михаил архангел.

Ангелсем пур те пĕр пек аслă пулмасан та, пур те пĕр пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕри те апла: епĕ нађар вырăнта тăратăп-тесе ÿпкелемеççĕ; кĕçĕннисем асли­сене итлесе, пăхăнса пурăнаççĕ. Çав ангелсене кура пи­рĕн те, çынсен, пĕр пĕринпе килĕштерсе пурăнас пулат̌, хамăрăн пуçлăхсене итлесе пăхăнса тăрас пулат̌. Пуçлăха итлемесĕр, пăхăнмасăр тăни пит çылăх, хамăра та аван мар, усал. Ĕлĕк ангелсен хушшинђе те пĕр ђăн аслă ан­гел пит мăн-кăмăлланса кайса Турра пăхăнма пăрахнă та, çавăншăн Турă вара ăна ытти ун хыççăн кайнă ангел­семпе пĕрле пĕлĕт çинђен хуса тамăка антарса йанă, çавсенђен вара усал сывлăшсем, шуйттансем, пулса кайнă.

Ангелсем пĕлĕт çинђе пĕр май Турра мухтаса пуç­çапса тăраççĕ; вĕсем тата пирĕн кĕлле Турă умне çитер­се тăраççĕ, Турă умĕнђе пирĕн хута кĕрсе тăраççĕ. Ан­гелсем çынсене пит йуратаççĕ, вĕсене пит хĕрхенеççĕ. Ангелсем ђас ђасах çынсем патне Турă патĕнђен ырă хыпар калама пыраççĕ. Гаврил архангел таса Хĕр Ма­ріяна Унтан Іисус Христос çуралассине каласа панă; За­харія та хăй ывăлĕ çуралас хыпара ангелтан илтнĕ. Ан­гелсем çынсене йуратнă пек, пирĕн те хамăр çынсене йу­ратас пулат̌, вăй çитнĕ таран вĕсене ырă тума тăрăшас пулат̌.

Ангелсем пĕлĕт çинђе Турра мухтаса тăраççĕ, çĕр çинђе çынсене сыхласа усраççĕ, вĕсем хуласене те, йал­сене те сыхласа усраççĕ. Тата тĕне кĕнĕ çыннăн кашнин хăйĕн ангелĕ пур, çав ангел çынна тĕрлĕ усалтан сыхла­са усрат̌. Çынна сыхлакан ангел пĕр мăйăх çынпа пĕрле çÿрет, вăл çынна ырра вĕрентет, усал ĕç тума ђарса тă­рат̌. Çав ангел вĕрентни пирĕн куçа курăнмаст̌, çапах та ăна ђунпа сисме пулат̌. Хăш ђухне çынна усал ĕç тума шухăш кĕрсе кайат̌, çын çав усал ĕçе тума тытăнас умĕн темĕскер шухăшласа пăхат̌ те, çавăн ђухнех унăн ăшĕнђе темĕскер: ан ту çав усал ĕçе, тесе калат̌. Усал ĕçе ан ту, тесе калакан сасă ангел сасси çав. Çав усал ĕçе тума хушман сасса итлесен, çынна сыхлакан ангел савăнат̌, çынна вара тата хытăрах йуратат̌; çын çав ăшри сасса итлемесен, усал ĕç тусан, ангел хуйхăрса макăрат̌. Макăрсан та, ангел çын патĕнђен пăрахса кай­маст̌, вăл çын вилиђђенех ун патĕнђе тăрат̌. Çын çылăх­пах вилсен вара, ун патĕнђен ангел пăрахса кайат̌. Çы­лăхлă çынна вара шуйттансем çавăрса илеççĕ. Вĕсем ăна тÿрех тамăка илсе кайаççĕ. Çылăхран тасалса вилнĕ çын­на, ангелсем райа илсе кайаççĕ. Ун пек çынсем патне шуйттансем пырса та перĕнеймеççĕ.

Ей ырă çынсем! Хăвăра сыхлакан ангела кирек хă­çан та итлесе пурăнăр, кирек хăçан та, кирек йепле ĕç тăвас пулсан та, малтан шухăшласа пăхăр: ку ĕç ырă-и. ырă мар-и? тийĕр. Ăшри сасă: ан ту, вăл усал ĕç, тесе каласан, шухăшăнта та ан тыт вăл ĕçе, пăрах. Усал ĕç­сем туса хăвăра сыхлакан ангела ан макăртăр. Есир халĕ çĕр çинђе пурăннă ђух усал пурăнса ангела макăртсан, есир вилсен, хăвăрăн макăрмалла пулĕ. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.