
Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →
Эп — чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн Чăваш çĕрне.
Вăл — кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне.Хумханать-и аслă Атăл,
Каш кашлать-и сĕм вăрман —
Савнă çĕрĕм-шывăм ман вăл,
Сас парать мĕн авалтан.
Эп — чăваш ачи, саватăп
Ĕмĕрхи Шупашкара.
Халь вăл çÿллĕ те, паха та,
Тек лармасть лупашкара.
Шупашкар вăл — манăн шанчăк,
Çутă ĕмĕт, аслă шкул.
Вĕренсе тухсан аванччĕ,
Аслă пулĕччĕ ман çул.
Эп — чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап юрра-сăвва та,
Купăса та кĕслене.
Юрататăп вуламашкăн
Чăвашла та вырăсла.
Ик чĕлхе вăл — ик ăс маншăн,
Эп пуласшăн ик ăслах!
[…] Эп — чăваш ачи… (Петĕр Хусанкай, 1930), […]
LikeLike