Турхан Энтри: Ачам тăпри çинче

Турхан Энтри


Ачам тăпри çинче

[…] Санăн черчен çеç чĕрÿ
Сÿнчĕ ирех, чарăнчĕ.
Çамрăк таса ĕмĕрÿ
Пит сасартăк татăлчĕ.
Ку тĕнчери асапа
Кураймарăн, хăтăлтăн,
Тĕксĕм, ултавçă çынпа
Кĕрмешмерĕн, пăрăнтăн.Малаллине вулас

Гаврил Кореньков (Карилкке Кавĕрли)

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


(1884-1949)

korenkov_kniga
Гаврил Кореньков, поэт

Гаврил Алексеевич Кореньков 1884 çулхи акан 5-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Куславкка районĕ) Кивĕ Тĕрлемесре вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă, 1892-1895 çулсенче ялти шкулта, унтан 1903 çулччен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Кайран вăл емĕр тăршшĕпех хăйĕн тăван ялĕнче учительте ĕçлет.

Малаллине вулас