«Нарспи» пичетленнĕ çул


А. Абрамова-Элекина

1908 çулта Иван Яковлевич Константин Васильевич Ивановпа Николай Васильевич Шупуççыннине Чĕмпĕрти чăваш шкулне чĕнсе илет, вĕсене куçару ĕçне хутшăнтарать. Славянла тата вырăсла çырнă тĕн кĕнекисене куçарма, редакцилеме сĕнет.

К. Ивановпа Н. Шупуççынни хутран-ситрен М. Лермонтов, Л. Толстой хайлавĕсене те куçарнă. Пурăнасса вĕсем шкулăн çĕнĕ çуртĕнче пурăнатчĕç. Унта вĕсене пĕр пÿлĕм уйăрса панăччĕ. Çамрăксене Иван Яковлевич питĕ хытă сăнаса, тĕрĕслесе тăратчĕ.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн 40 çулне уявланине хальхи пекех астăватăп. Çак аслă уяв тĕлне эпир классене, коридорсене, картишне тасатса тирпейлерĕмĕр. Арçын ачасем столяр мастерскойĕнче ĕçлетчĕç, платник ĕçĕсене тăватчĕç. Иван Митрофанович Дмитриев регент ертсе пынипе шкул хорĕ уяв тĕлне çĕнĕ юрăсем юрлама вĕренчĕ. Пултаруллă композитор пулмаллаччĕ вăл, анчах çамрăклах чахотка чирĕпе чирлесе вилчĕ. Пирĕн шкулти вăл ертсе пыракан хор Чĕмпĕрте чи ăста юрлаканни шутланатчĕ. Эпир хулара дворян обществинче те вырăсла та, чăвашла та юрланă.

Уява тĕплĕн хатĕрленсе, чыслăн ирттерсе ятăмăр. Шкулăн пысăк залне вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, хăнасем — хулари ытти тĕрлĕ шкул директорĕсенчен пуçласа кĕпĕрнаттăр таранах — пухăннăччĕ.

Пирĕн арçын ачасемпе хĕр ачасен хутăш хорĕ сцена çине йĕркеленсе тăнă. Çынсем салам сăмахĕ каланă хушăрах хор «Житейское море», «Многие лета» тата ытти юрăсем юрларĕ.

Уяв ячĕпе салам калакансем нумай пулчĕç. Вĕсем пурте Иван Яковлевич уçнă чăваш шкулĕн халăх пурнăçĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрĕç. Иван Яковлевича, унăн пархатарлă ĕçне мухтарĕç. Уяв ларăвне Чĕмпĕр кĕпĕрнаттăрĕ хăй ертсе пычĕ. Пирĕн шкулăн аслă класĕнче вĕренекен хĕр ачасем Иван Яковлевича тĕрленĕ сĕтел сарми парнелерĕç.

Акă кĕпĕрнаттăр К.В. Иванова сăмах парать. Сцена çине йăрăс пÿллĕ, хура костюм тăхăннă çаврака пит-куçлă, кăшт тĕксĕмрех ÿтлĕ каччă тухрĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн 40 çулне халалласа çырнă сăввине вуласа пачĕ. Эпир те, сцена хыçĕнче тăракансем, залра ларакансем те чăвашла сăвă вулакан çын çине тĕлĕнсе пăхатпăр. Унччен эпир нихăшĕ те çакăн пек чаплă лару-тăрура чăвашла сăвă вуланине илтмен те, курман та. «Акă кам иккен вăл «Нарспи» авторĕ», — тетпĕр хамăр ăшра.

Вун çичĕ çулхи каччă тăван чĕлхене лайăх чухласа питĕ çыпăçуллă, ăста çырма пултарнинчен чăннипех тĕлĕнмелле. Хумханнă Иван Яковлевичăн куçĕнчен савăнăç куççулĕ юхса анчĕ. Вăл кĕсйинчен шурă тутăр кăларчĕ те куçĕсене шăла-шăла илчĕ. Тухса каланă хăнасене вăл тав туса каланине те астăватпăр. Савăнăçлă ларăва Глинкăн «Славься» юррипе вĕçлерĕмĕр.

Уяв умĕн те, уяв хыççăн та пĕтĕм шкул «Сказки и предания чуваш» кĕнеке вулатчĕ. Уйрăмах вĕренекенсем «Нарспи» поэмăна килĕштернĕччĕ.

Пирĕнпе пĕрле вĕренекен, чăвашла чухлакан вырăс ачисем те «Нарспие» юратса вулатчĕç.

Константин Иванов тимлĕ те лăпкă кăмăллă каччă пек туйăнатчĕ. Вĕренекенсемпе пит хутшăнсах кайман вăл. Пĕвĕпе вăл вăтамччĕ. Çавракарах хÿхĕм пит-куçлăччĕ, кăмăллă та хитреччĕ. Чăлт шурă кĕпе хура костюм айĕнчен кăшт курăнса тăратчĕ, хура çÿçне каялла çавăрса хунăччĕ.

 

А. Алексеев çырса илнинчен

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.