Тарас Кириллов


Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


(1880-1920)

d186d0b5d0bdd0bdd0bed181d182d18c22
Тарас Кириллов, поэт

Тарас Кириллович Кириллов 1880 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Красноармейски районĕ) Çеçмерте вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан Мăн Шетмĕри пуçламăш, унтан Ишекри икĕ класлă шкулсенче вĕренет. 1899 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухсан, икĕ çул Етĕрнери прихут шкулĕнче ĕçлет. 1901 çулта вăл Шăхасанта икĕ класлă шкула куçать. 1903-1905 çулсенче Хусанти миссионерсен курсĕнче вĕренет. Ун хыççăн тĕрлĕ çĕрте чиркÿ ĕçĕнче тăрать. 1918 çулта ку ĕçе пăрахать те Чулхула облаçĕнчи Кукша Ту ялĕнче шкулта ĕçлет. Поэт ÿпке чирĕпе чирлесе 1920 çулхи чÿкĕн 6-мĕшĕнче вилет.

Литература ĕçне 1903 çул тĕлнелле, Шăхасанта ĕçленĕ чух тытăннă. Вăл ытларах сăвăсемпе поэмăсем çырнă, вĕсем нумайăшĕ пичетленсе тухнă: «Тырă пулнă çул», «Пулăшăр» (1905), «1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем» (1912), «Çар çынии 1914 çулта вăрçă тухсан юрлани» (1914), «Салтак арăмĕ сăпкари ачипе сиктерсе ларнă чух юрланă юрри» (1917) т. ыт .те. Поэт публицистикăллă ĕçсем те çырнă, куçару енĕпе те чылай ĕçленĕ, фольклорпа этнографи материалĕ нумай пухнă.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.