Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Егоровъ.


Чÿк 21-мĕшĕ

Таса Хĕр Маріянăн ашшĕпе амăшĕ, Іоакимпа Анна, Турăран ађа ыйтнă ђух: ађа çуралсан, епир ађана Іерусалим ђиркÿне леçĕттĕмĕр, тесе Турра сăмах панă. Вĕсен­ђен çуралнă ађа—Таса Хĕр Марія-виçĕ çула çитсен, Іоаким­па Анна ăна Іерусалиме илсе кайнă. Іерусалиме илсе пыр­сан, Таса Хĕр Маріяна аслă священник хирĕç тухса илнĕ. Таса Хĕр Марія виçĕ çулта анђах пулсан та ђиркÿ алăкĕ умĕнђи пусмапала никам пулăшмасăрах çÿлелле улăхса кайнă. Пусми 15 картлашкаллă пулнă. Аслă священник Таса Хĕр Маріяна „Тасаран таса” тийекен пÿлĕме илсе кайнă. Çав пулĕме никам та кĕме пултарайман. Пĕр аслă священник анђах кĕнĕ. Вăл та çулталăкра пĕрре ан­ђах кĕнĕ. Таса Хĕре аслă священник, Турă хушнă тăрăх, „тасаран таса” пулĕме илсе кĕнĕ. Пайăн çав Таса Хĕр Маріяна ђиркĕве илсе пынине асăнса праçник тăваççĕ. Та­са Хĕр Марія çавăнтан кайран пĕр май ђиркÿ патĕнђе пурăннă. Унта ытти хĕр-арăмсем те пулнă. Таса Хĕр Марія Турă кĕнекисене вуласа пурăннă. Алă ĕçĕсем тунă. Ĕçле­мен ђухне Турра кĕл-тунă. Çапла ђиркÿ патĕнђе пурăнса, вăл ĕлĕк те Тасаскер, тата тасана тухса кайнă.

Іоакимпа Анна хăйсем ырă çынсем пулнă. Вĕсем хĕрне тата ытларах ырра вĕрентесшĕн тăрăшнă. Çавăнпа хĕрĕ виçĕ çула çитсенех, ăна ђиркÿ патне пурăнма леçнĕ.

Іоакимпа Анна хăйсен хĕрĕнђен питех те телейлĕ пулнă: вĕсенђен çуралнă Таса Хĕр Марія ытла та ырă кăмăллă çын пулнă. Çавăнпа та Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ хĕр пулнă. Пирĕн çынсем ађисенђен телейлĕ-и? Нумайĕшин ађисем ашшĕ-амăшĕ йатне йарса çÿремеççĕ-и вара? Хăш­шĕн ађисем ÿснĕ-ÿсмен ашшĕсене хĕнеме пăхаççĕ, хăшĕ ашшĕ-амăшне сăмахсăр çăкăр çитермеççĕ. Камран килет çав?! Кама айăпламалла? Ађисем те айăплă, ашшĕ-амăшĕсене те ырăласах пĕтермелле мар. Ашшĕ-амăшĕсем ађисене пĕђĕккĕлĕ ырра вĕрентмеççĕ, пĕр усала анђах вĕрентсе пурăнаççĕ. Епир хамăр ађисене нихăçан та усала вĕрент­местпĕр-çке, тесе ан калăр есир. Есир сăмахпа усала вĕрентмесен те, хăвăрăн усал пурăнăçăрпа ађăрсене усала вĕрентетĕр. Хăвăр усал пурăнатăр, çавăнпа ађăрсем те, хăвăр пек, усал пурăнма вĕренеççĕ. Есир хăвăр та астунă пулĕ: ађасем курса илтсе пит ђас вĕренеççĕ. Ађана ка­лаçма кам вĕрентет? Никам та вĕрентмест ăна. Вăл çын­сем калаçнине илтнипех вĕренет. Тата пĕђĕк ађасем, ват­тисем мĕн тăваççĕ, çавна курнипех тăваççĕ. Пыр-ђĕлĕм туртакан çын патне, пырсан мĕн курăн? -унăн ађи вăрт­тăн çĕрте, хăш ђухне çын куçĕ умĕнђех, ђĕлĕм аллине лек­сен ђĕлĕм туртса ларат̌. Кам вĕрентнĕ ăна ђĕлĕм туртма? Никам та вĕрентмен, вăл ашшĕ туртнине курса вĕреннĕ. Çавăнпа пĕђĕк ађасем умĕнђе кирлĕ кирлĕ мар ĕçсене тума йурамаст̌. Вĕсен умĕнђе усал сăмах та калама йурамаст̌. Çынсене те вăрçма йурамаст̌.

Пирĕн çынсем нимĕн шухăшламасăр пĕђĕк ађасем умĕнђех кирлĕ кирлĕ мар сăмахсем вырăсла намăс сăмах­сем калаçаççĕ, усал ĕçсем тăваççĕ, ађасен умĕнђех ĕçсе ÿсĕрĕлсе, хăсса выртаççĕ; ађасен умĕнђе çынсене вăрçма та вăтанмаççĕ, çынсене хĕнеме те хăрамаççĕ. Çапла хăй­сем усал пурăнса ађисене пăсса пĕтереççĕ, ађисене усала вĕрентеççĕ. — Итлĕр-ха, епĕ сире пĕр çын çинђен каласа парам. Пĕр çыннăн ватă ашшĕ пулнă. Ывăлĕпе кинĕ çав старике пĕртте хисеплемен, ăна хăйсемпе пĕрле çиме те лартман, ăрасна, путмар çине пĕр ђÿлмек татăкĕ çине антара антара панă. Пĕрре çав старик хăйĕн ђашăкĕпе путмар патнелле йăшка çĕклесе пынă. Ватăскер, ăнсăртран ђашăкне ÿкернĕ те, ђашăкĕ çĕмĕрĕлсе кайнă. Ывăлĕпе кинĕ иккĕш те ăна вăрçа пуçланă: сана ÿлĕм лахан çине антарса парам-ха, тесе вăрçнă кинĕ. Çавăнтан кайран вĕсен пĕђĕк ывăлĕ пĕрре урайĕнђе хăма татăкĕсемпе вы­љаса ларнă. Мĕн тăватăн есĕ, ађам? тесе ыйтат̌ тет ашшĕ. Есир аннепе ватăлсан, сире çитерме лахан тăватăп, тесе калат̌ тет ађи. Ашшĕпе амăшĕ пĕр пĕрин куçĕнђен ђăр пăхса илђĕç, тет, хăйсем вăтанса кайрĕç, тет. Çавăнтан вара вĕсем старике хисепле пуçланă. Ун пекки вăл пирĕн хуш­шăмăрта та ђас ђасах пулат̌. Хăй ватăлнă ашшĕ-амăшĕсене хисеплемесĕр пурăнат̌, кайран хăй ватăлсан, хăйне те ађисенђен нимĕн хисеп те пулмаст̌. Пур çавăн пек усал ĕçсене ађисем ашшĕ-амăшĕнђен вĕренеççĕ.

Ађа-пăђана пĕђĕккĕле ырра вĕрентес пулат̌, усалтан тартса çÿретес пулат̌. Іоакимпа Анна хăйсен хĕрне пурăнма Іерусалим ђиркĕве леçнĕ. Сирĕн те хăвăр ађăрсене пĕђĕккĕлех ђиркĕве çÿреме вĕрентес пулат̌. Ђиркÿре ађа ни­камран та, нимĕскертен те, усала вĕренес çук, пĕр ырра анђах вĕренет. Ђиркÿре мĕнтен усала вĕренмелле?! Ђиркÿре усал сăмахсем калаçма мар, ахаљ те калаçмаççĕ, пĕр кĕлĕсем вуласа, йурласа анђах тăраççĕ, нимĕскер усал ĕç те тумаççĕ, пĕр Турра кĕл-туса анђах тăраççĕ.

Ей ырă çынсем! Хăвăр ађăрсене ырра вĕрентес тетĕр пулсан, хăвăр ађăрсем умĕнђе нихăçан та пĕр усал ĕç те ан тăвăр, пĕр усал сăмах та ан калаçăр, вĕсене пĕђĕккĕле ђиркĕве çÿреме вĕрентĕр. Çапла ырра вĕрентсен, вĕсене хăйсене те ырă пулĕ, хăвăрăн та вĕсем çине пăхса савăнмала пулĕ. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.