Андриан Николаева халалласа уйра тунă ÿкерчĕк. Чăваш Ен.

Ун ятне этемлĕх манмĕ


И.П. Прокопьев


Ун ятне этемлĕх манмĕ

Этемлĕх ХХ ĕмĕр варринче космоса тухрĕ. Тĕнче уçлăхне çул уçакансем — пирĕн çĕршыв çыннисем. Эпир малтанхи космонавтсен йышĕнче пирĕн ентеш Андриян Николаев пулнипе чĕререн мухтанатпăр.

1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче вăл пĕрремĕш хут космоса вĕçсе хăпарчĕ. Унччен космосра Юрий Гагаринпа Герман Титов пулса курнăччĕ. Андриян Николаев Павел Поповичпа вĕçрĕ. Вĕсем хыççăн космонавтсем ушкăнпа вĕçме пуçларĕç. Тĕнчере пĕрремĕш хут Андриян космосра креслăран уйрăлса ирĕклĕн вĕçрĕ, «Восток-3» тата «Восток-4» карапсем хушшинче радио çыхăнăвне йĕркелерĕ, пĕрремĕш хут космосран телерепортаж кăтартрĕ.

Çапла, Çеçпĕл Мишши ĕмĕчĕсем пурнăçланчĕç: чăваш та Хĕвел патне, çÿл тÿпене çĕкленчĕ.

1962 çулхи августăн 19-мĕшĕнче Шупашкарта митинг пулчĕ. Хулари пĕр урама А.Г. Николаев ятне пама йышăнчĕç. Митинга хутшăннисем космонавта тăван республикăна килсе кайма йыхрав ячĕç.

Часах çав савăнăçлă вăхăт çитрĕ. 1962 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕ пĕтĕм халăх уявĕ пулса тăчĕ. Шупашкарта Ленин площадĕнче А.Г. Николаевпа чаплă тĕлпулу иртрĕ. Çынсем ăна тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, кашни сăмахне тимлĕн итлерĕç. Митинг хыççăн савăнăçлă демонстраци пулчĕ. Колоннăсенче рабочисем, колхозниксем, студентсем, шкул ачисем — асли те, кĕçĕнни те пĕрле утрĕç.

Юлташĕсем А.Г. Николаев çирĕп те лăпкă, сăмаха тытакан, ĕçе тĕплĕн пурнăçлакан çын пулнине палăртаççĕ. Тĕп конструктор С.П. Королев, Космонавтсене хатĕрлекен центр пуçлăхĕ Н.П. Каманин, пĕрремĕш космонавт Ю.А. Гагарин ăна питĕ хисепленĕ. Юрий Гагарина пысăкрах должноçа куçарсан вăл космонавтсен отрячĕн командирĕ пулма А.Г. Николаева сĕннĕ. Вăл çапла çырнă: «… чи опытлă космонавт, космосри вĕçев енĕпе те рекорд тунă. Ракетăпа космос техникине питĕ лайăх пĕлет. Дисциплинăллă, хастар та вăр-вар, тăрăшуллă, сывлăхĕпе çирĕп тата çĕнĕ çитĕнÿсем тăвас кăмăллă». Командовани тата космонавтсем çакăнпа килĕшнĕ. Вара Николаев космонавтсене хатĕрлес ĕçе пуçăнать. Вăл ертсе пынипе Береговой, Шаталов, Волынов, Елисеев, Хрунов тата ытти космонавтсем тĕнче уçлăхне çĕкленеççĕ.

1970 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Байконур космодромран «Союз-9» космос карапĕ вĕçсе хăпарчĕ. Унăн пилочĕ — А.Г. Николаев, бортинженерĕ — В.И. Севастьянов. Ку вăл вăхăт енĕпе чи вăрăм, 18 кунлă, вĕçев пулчĕ. Çак вĕçев космосра нумай вăхат хушши пурăнма май пуррине çирĕплетсе пачĕ. Анчах та вĕсем каялла çĕр çине анса ларсан Андриян Григорьевич ура çине те тăма пултарайман. Медиксем икĕ космонавтăн та пĕчĕк нагрузка пулнипе чĕре калăпăшĕ пĕчĕкленнине, хăшпĕр мышцăсем имшерленсе кайнине палăртнă. Çакна тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн космонавтсене хатĕрлемелли программăна çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Йывăрăш çук çĕрте этем организмне упрама кашни кун тĕрлĕрен хусканусем тăвассине, ятарлă тренажерсемпе тата костюмсемпе уса курассине çирĕплетнĕ. Ку çĕнĕлĕхпе кайран «Мир» тата «Салют» станцисенче нумай вăхат хушши пурăннă космонавтсем туллин усă курнă.

А.Г. Николаев Совет Союзне тата тăван республикăна тĕнчене кăларнăшăн Чăваш Ен тивĕçлипе мухтанать. Вăл — Болгари Социализмла Ĕç Геройĕ, Вьетнам Ĕç Геройĕ, Монголи Геройĕ.

Уйăх çинчи пĕр кратера Андриян Николаев ятне панă. Ĕмĕрсем иртĕç, анчах та космоса пуçласа çул хывакансене этемлĕх нихăçан та манмĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентеше те — чăваша, СССР летчик-космонавтне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриян Григорьевич Николаева.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.