Турхан Энтри: Париж коммунарĕсене


Турхан Энтри


Париж коммунарĕсене

Пĕр çын пекех, пуянсем хĕснипе.
Тăнă карах пур Париж çыннисем.
Çут тĕнчене тĕпĕпех çĕнетме,
Юнлă вăрçа тухса кайнă вĕсем.
Пĕтĕм çĕртен буржуйсем пухăнса,
Шăлĕсене хăйраса йытă пек,
Вĕчĕрхенсе, кăшкăрса, чыхăнса,
Пынă пăлхав хулана çĕмĕрме,
Пĕчĕк ачасен, ватăсен юнĕпе
Пăлхавăра путарса пĕтерме.
«Тытăр пăшал, урама, граждансем!
Çак революци ĕçне хăтарар!

Пур урамра баррикадăмăрсем,
Тухăр часрах, виличчен çапăçар!
Кăкăрсемпе революци чапне
Савнă Париж хулине питлĕхлер!
Çук хĕрхенÿ! вăхăт мар шеллеме,
Пурĕпĕр вилĕм, коммуншăн вилер».
Пĕчĕкçĕ Тьер[i] хушнине итлесе,
Ылтăнĕсемшĕн каçса антăхса,
Ав Версальри[ii] мясниксем çухăрса
Кайрĕç штурмпа баррикада çине.
Чан чарăнмасăр кĕрлет, çĕмĕрлет,
Тăрăлтатса пуп сасси янăрать,
Кĕрĕслетсе пăшал пени илтĕнет,
Вут шавласа çуртсене çунтарать,
Чул чăлтăр-чăлтăр туса сирпĕнет,
Пуля çитсе çынсене тÿнтерет,
Етре баррикадăсене çĕмĕрет,
Штык хуçине шăтарса вĕлерет.
Тискерленсе, юн шăрши сиснипе
Тьерăн салтакĕ урса пăсăлать.
Мĕскĕн Париж хулине пĕтĕмпе
Пĕр чунсăрах хăварма шухăшлать.
Çук хĕрхенÿ хĕрпеле арăма,
Çук хĕрхенÿ, çук черчен ачана,
Çук пытанма вырăнсем никама,
Вилĕм пурне те, юн çеç Сенăра[iii].
Çĕрĕн, пиншерĕн вăрçса вилекен.
Вунă пиншерĕн персе вĕлерни,
Çук ĕнтĕ урăх хута кĕрекен,
Пур урамра ÿт купи, çын вилли.
Ав юлашки барррикада тÿнет.
Сÿнчĕ Париж – революци йăви,
Ак юлашки коммунарĕ ÿкет.
Вилчĕ Париж, коммуна вилет.
Шăп тăр, юлташ, çĕлĕкне хур хывса,
Ÿкнĕ герой умĕнче пуçна ус.
Çак коммунарăн ĕçне асăнса,
Чаплă сăмах пар паян, савнă тус:
«Çук хĕрхенÿ, вăхăт мар шеллеме.
Пур буржуя тавăру çитмелле.
Вилĕм коммунăн усал тăшманне!
Сыв пултăр коммуна ялан, ĕмĕре!»
1905


[i] А. Тьер – Францин 1872 çулхи Париж коммуни умĕнхи тата ун хыççăнхи правительство пуçлăхĕ, вăл буржуази интересĕсене хÿтĕленĕ.
[ii] Кунта сăмах Тьер правительствин Версальре тăнă çар вăйĕсем çинчен пырать. Вăл çарсем Париж коммунарĕсене 30 пине яхăн çынна судсăр-мĕнсĕр персе вĕлернĕ.
[iii] Сена – юханшыв ячĕ, вăл Париж витĕр юхса иртет.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.