Йăла-йĕрке

Хветĕр Уяр


Ачаллах ютра çитĕннипе чăвашсен йăли-йĕркисене начар пĕлет Янтул. Ĕнчĕпексен ялĕнче кăштах ăнкара пуçланăччĕ вăл — тухса каймалла пулчĕ çав. Кунта каллех вырăс кил-йышне лекрĕ. Çитменнине, пĕр çурт урлă та мар хăть, юнашарах — вулăс кантурĕ. Ăна тытса каяс полицейскисем, тиекĕ-хăямачĕ… Чăваш çыннисемпе хутшăнма май та çук пек. Хăйсен ĕçлемелли кунсем вĕсен, хăйсен уявĕсем-йăлисем. Чăвашăн пурнăç никĕсĕ — ĕç. Çĕр ĕçĕ. Ачине вăл тăваттă-пиллĕкрех ĕçе явăçтарать. Малтан ача хăйĕн йăмăкне е шăллĕне пăхать-ха. Унтан чăх-чĕп е хур-кăвакал астуса çÿрет. Тата пăртак ÿсерехпе анкарти хыçне выльăх çитерме тухать. Ака-сухара ут пуçне тăрать…Малаллине вулас