Йăла-йĕрке


Хветĕр Уяр


Ачаллах ютра çитĕннипе чăвашсен йăли-йĕркисене начар пĕлет Янтул. Ĕнчĕпексен ялĕнче кăштах ăнкара пуçланăччĕ вăл — тухса каймалла пулчĕ çав. Кунта каллех вырăс кил-йышне лекрĕ. Çитменнине, пĕр çурт урлă та мар хăть, юнашарах — вулăс кантурĕ. Ăна тытса каяс полицейскисем, тиекĕ-хăямачĕ… Чăваш çыннисемпе хутшăнма май та çук пек. Хăйсен ĕçлемелли кунсем вĕсен, хăйсен уявĕсем-йăлисем. Чăвашăн пурнăç никĕсĕ — ĕç. Çĕр ĕçĕ. Ачине вăл тăваттă-пиллĕкрех ĕçе явăçтарать. Малтан ача хăйĕн йăмăкне е шăллĕне пăхать-ха. Унтан чăх-чĕп е хур-кăвакал астуса çÿрет. Тата пăртак ÿсерехпе анкарти хыçне выльăх çитерме тухать. Ака-сухара ут пуçне тăрать…

Ватăлса çитсен пĕчĕккĕ чухнехи ĕçсене каялла май туса каять — чăх-чĕп хураллать, ача пăхать.

Пулас кинне те чăваш ĕçченнине шырать. Хĕрне ĕçчен киле парасчĕ тет.

Унăн ăруран ăрăва куçакан пурнăç йĕркисем, сăнавсем, ĕненÿсем нумай. Çын патне ĕçсĕр ан çÿре тет вăл. Пĕр енчен — чăрмантаратăн, тепĕр енчен — ирхине-мĕн кайсан усал тĕлĕк курнă çын сана хăйĕн тĕлĕкне сунма пултарать. Кам килекене пултăр тет. Кÿршĕ-арша кăнтăрла кайма юрать, вăл вăхăтчен тĕлĕк вăйĕ пĕтет иккен.

Кайсан-тусан çын патĕнче сăмах чĕнмесĕр ан лар тет. Аякри çын пырсан чăваш ăна апат лартмасăр кăларса ямасть. Нимĕн пулмасан та çăкăрпа тăвар та пулин хурса парать. Ыйткалакана та кăмăл тăвать.

Ялтан пынă çын малтан алăк патне çех тĕршĕнет-ха. Иртсе лар тесен те кутник çине-мĕне ларать. Вăл хисеплĕ çын пулсан ăна пусахласах тĕпелелле сиктереççĕ. Тĕпел кукрине мар (вăл хĕрарăмсен вырăнĕ), малти сак çине. Хĕрарăм алăк патĕнчен тÿрех тĕпел кукрине чăмать. Пăш-пăш-пăш-пăш илтĕнет вара унтан. Кĕлĕ тунă чухне чăваш «алăк патне кĕрÿ пар, тĕпеле кин пар» тесе кĕлтăвать. Аякран килнĕ çынна чăваш килĕнчен тухсах ăсатса яма тăрăшать. Çарамасах тухать те ăна хапхаран кăларса хапхине те хăех хупса кĕрет. Хăни те хăй хыççăн хупса хăварасшăн пулать те, хуçи ăна хуптармасть.

Тухса каяс умĕн хăнине: «Лар-ха ĕнтĕ, лар, ан васка, калаç-ха», — тесе ÿкĕтлеççĕ. Лешĕ: «Çитĕ, калаçрăм, шавларăм», — тет те çĕлĕкне илсе тухса кайма тăрать. Кил хуçисем: «Чим-ха, тăхта, ăсатса ярăпăр», — теççĕ. Арçынна вара арçын ăсатать, хĕрарăма — хĕрарăм. Е вĕсен çитĕннĕ ачисем тухаççĕ ăсатма. «Лармарăн», — теççĕ вара каякан çынна ÿпкелешсе.

Çĕрле ăсанакантан чăваш ыйхине илсе каясран хăрать. Ăна çаплах калать вара: «Эсĕ ман ыйха илсе ан кай», — тет. Те ăсатса янипе ыйхи çухалмасть, çынна çине тăрсах ăсатса яма тăрăшаççĕ.

…Ахаль кунсенче те çын патне кайма-килме кăткăс. Ăна пĕлмелле те кăна астумалла. Паллă кунсенче вара пушшех те. Çăварнире, сăмахран, малтан пырса кĕрекене минтер çине улăхтарса лартаççĕ. Чăхсем çăмарта туччăр теççĕ. Тата çăмартине те кама сутсан чăххи çăмарта нумай тунă — çулсеренех çав çынна сутаççĕ. Çăмарта сутнинчен малтан ăна кама çитернине те шута илеççĕ-ха тата. Çăмăл алăллă çын çинĕ пулсан чăхсем çăвĕпе çăмарта тăваççĕ теççĕ. Йывăр алăлли çисен сахал тăваççĕ пулать.

Пăлхавăшни кунĕ килтен никама та пĕр япала парса яман — телей каять. Вăхăтлăха çеç те ан ыйт — илейместĕн.

Калăм кунĕ ирхине çын патне кайма тата шиклĕрех. Ăна çулталăкĕпе асра тытаççĕ. Çыннăн выльăхĕ-чĕрлĕхĕ ăнмасан айăпĕ санра пулать. Çав çын килнĕччĕ, ун ури йывăр пулчĕ теççĕ.

Çуркунне хире выльăх кăларнă кун та çынна япала пама юрамасть-мĕн — телей каять. Вăл тĕлĕшрен хĕвел ансан ахаль кун та тепри килтен пĕр япала та кăларса ямасть. Нимĕн те!

Пĕр-пĕринпе япала улăштарма та хăрушă иккен: ăслăраххин ăсĕ теприне кайма пултарать.

Çын хапхи умĕнчен иртнĕ чухне хăвна ху астусах тăр. Лешсем ăçта та пулин кайма хатĕрленнĕ тĕк — çул урлă ан каç. Çул ăнмасан айăпĕ сана лекет. Урама тухсанах сана курсан явапĕ санах лекет: сана куртăмăр, çул ăнтăрччĕ. Эс пушă алăпа пулсан аван мар, япалапа пулсан аван теççĕ.

Тата япали те мĕнле япала-çке. Хĕрарăмăн витринче шыв пултăрччĕ теççĕ. Пуш витрине куриччен — курманни. Çул урлă каçакана чарăнса тăма хушаççĕ. «Тăхта-ха, эп иртсе каям», — теççĕ. Хăшĕ-хăшĕ вăрăм çула кайнă чухне пилсĕр çынна тĕл пулсан е каялла çаврăнать, е чăпăрккине пăрахса хăварать.

Çуран чăваш аташса кайсан çăпатине улăштарса сырать. Лашипе аташсан тăварса пĕккине кутăн туса кÿлет.

Çĕн ĕçе вырсарни кун, тунти кун, кĕçнерни кун тытăнаççĕ. Ытлари кун вĕçен кайăк та, çĕлен-калта та йăва çавăрмасть теççĕ. Тырă çинче вырсарни кун «çурла кăлараççĕ». Вăл çăмăл кун шутланать.

Садпа хурт-хăмăр таврашне куç ÿкесрен лаша пуç шăмми çакаççĕ. Хапха тăррине така мăйраки, пÿрт алăк тăррине янах шăмми чиксе хураççĕ. Вара киле тăшман пырса кĕреймест теççĕ. Кĕрсен те тăвас тенине тăваймасть имĕш.

Хăш чухне ача-пăча макра пулать, хирĕçет, йĕрет. Ăна: «Ме сана путек», — тесе темĕн тыттарнă пекки тăваççĕ. Вара ача путек пек йăваш пулать тет.

Пурăнман ача-пăчана мĕн ачине кура ÿссен хулăмсăр качча парассипе, хĕрлĕ кĕпе тăхăнтартмассипе, кĕпе çухине сылтăм енне тумассипе «хăратаççĕ». Ун пек çеç те сахал-ха. Иккĕ-виççĕ çитиччен кĕпе тăхăнтартмасса, çÿçне кастармасса сăмах параççĕ.

Арçын ачана çуралсан ашшĕ кипкипе чĕркеççĕ. Кăвапине шĕшлĕ хурса касаççĕ, ашшĕ пек ăста пултăр теççĕ. Хĕр ачана хĕрарăм кипкипе чĕркеççĕ, кăвапине йĕке хурса касаççĕ.

Пыран-килен çынна чăваш алăк янаххи çине лартмасть: хурт ĕрчемест тет.

Тырă шăркана ларнă вăхăтра ача-пăчана хытă кăшкăрса шăхличĕ е шăпăр калама хушмаççĕ. Ун пек чухне йывăр хĕрарăмсем мĕнле сывмартарах пулаççĕ, тырă та çавăн пекех сывмартарах пулать иккен. Çавăнпа ăна шăхличĕ шăхăртса, шăпăр каласа хускатма кирлĕ мар, ан тив, вăл хăй ĕçне тыттăр, çитĕнтĕр теççĕ. Ун чух чăпăркка-пушă шартлаттарма та, пир тĕртме те, урăх сасă кăларма та юрамасть-мĕн.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.