Митта Ваçлейĕ: Çĕнĕ çул — çĕн пултарулăх…

Çĕнĕ çул — çĕн пултарулăх…

Çĕнĕ çул — çĕн пултарулăх…

Тусăмсем, пĕр çĕрелле!

Татăла пĕлми татулăх

Тыттăр пирĕн эртеле.

Кăйкăр мар, шур кăвакарчăн

Малаллине вулас

Улăп халапĕсем

Иван Одюков — Фольклорист, литературовед. Педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тĕрле институтсемпе университетсенчен чăваш чĕлхине тĕпчес тата вĕрĕнтес тĕлĕшпе нумай вăй хунă… Тĕплĕнрех→


Улăп халапĕсем

Улăп халапĕсем Чăвашра анлăн сарăлнă. Вĕсене республикăри ялсенче те, республика тулашĕнче (Тутар, Пушкăрт республикисенче, Ульяновск, Самар, Пенза, Оренбург, Саратов облаçĕсенче) пурăнакан чăвашсем хушшинче те илтме пулать.

Улăпсем çинчен калакан халапсем, пысăк калăплă эпос тĕсĕсем, тĕрĕк халăхĕсен: Алтайра — хакассен, Вăтам Азире — казахсен, туркменсен, Кавказра — азербайджансен, Атăлпа Урал тăрăхĕнче — пушкăртсемпе тутарсен те, чăвашсен те пур. Пурин те вĕсем паттăр Алп е Алпамыш ятлă, чăвашсен — Улăп.

Малаллине вулас

Раштавра Вĕрентсе Ка­ламалли

Яковъ Обуховъ


Раштав 26-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Ей савнă тăванăмсем! Епир Христос çуралнине ĕнер асăнсаттăмăр. Пайанхи кун Христос ђиркĕвĕ Турă Амăшне асăнат̌. Ăна акă çапла каласа йурлат̌: „Есĕ херувимсенђен те аслă, серафимсенђен те мухтавлă“, тет. Турă Амă­шĕ ђăнахах пĕтĕм святой ангелсенђен те аслă: мĕн­шĕн тесен Вăл пире çăлакан Христос Турра çуратнă. Хăй таса пурăннăшăн Турра ăшне илме тивĕçлĕ пулнă. Ун çине Святой Сывлăш аннă та, Вăл Ывăл Ађа çуратнă. Çапла ĕнтĕ Таса Хĕр Марія Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă.

Малаллине вулас

Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ


Раштавăн 25-мĕшĕ

Ангел Виѳлеем кĕтÿçисене каланă: ан хăрăр, епĕ енре пысăк савăнăç калăп, вăл пур халăхсене те пулĕ: пайан Давид хулинче сирĕн валли Çăлакан Христос Турă çуралђĕ, тенĕ (Лук. 2, 10).

Пайанхи кун пĕлĕт çинђе ангелсем савăнса йурлаççĕ. Çĕр çинђе çынсем хĕпĕртесе тăраççĕ. Пайанхи кун пур те савăнаççĕ. Пур те хĕпĕртеççĕ. Пайанхи кун Христос Турă Таса Хĕр Маріяран çуралнă. Пайанхи кун пире ĕмĕрхи вилĕмрен хăтаракан Христос çĕр çине килнĕ.

Малаллине вулас

Мулкач

Пулмасла халап

Эпир пĕррехинче асаттепе сунара кайрăмăр, пĕр мулкач куртăмăр. Хăвалама тытăнтăмăр. Хăваласа çитрĕмĕр те кÿскепе иле-иле çапатпăр — вилмест. Эпĕ хам хыт курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ.

Малаллине вулас

Куян тус

Сăвăлла юмах

Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Кĕрсе ларма пÿрчĕ çук,
Питне шăлма тутри çук.
Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Унта-кунта тăшман çеç,
Пурăнать вăл вăрттăн çеç.

Малаллине вулас

Святой Николай Аттене Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Священник Николай Кузьминъ


Раштав 6-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Акă хамăр хушшăмăрта пĕр­пĕр çын вилет. Ăна асăнма тăванĕсем, йал-йышсем пу­хăнаççĕ. Пухăннă çынсем çав вилнĕ çын йĕппине, кама йепле пулăшнине, пурăнăçне йепле пурăнса ирттернине астуса хуйхăрса калаçса лараççĕ.

Пайан епир святой Николай аттене асăнса праçник тăватпăр. Ăна асăнса, ăна кĕл-тума, хамăра пулăшма йă­лăнас тесе çак таса ђиркĕве пухăнтăмăр. Халĕ ĕнтĕ свя­той Николай атте çинђен шухăшласа пăхар. Вăл йепле- йепле тĕлĕнмелле ĕçсем тунине аса илĕр.

Малаллине вулас