Пире хуйхă пулнă вăхăтра тăвансемпе хурăнташсем кала-кала лăплантараççĕ. Хăшне-хăшне пит йывăр хуйхă пулсан та, лăплантаракан пĕр ырă çын та çук
Тарасій Максимовъ
Тарасій Максимовъ
Раштав 1-мĕшĕ
Ей йуратнă тăвансем, епир Турă ырăлăхĕпе пур тĕлĕшрен те телейлĕ: пирĕн мĕн кирли пурте пур. Астуса илер-ха, хамăр хушшăмăрти тăлăхсем, сывмарсем тата ытти тĕрлĕ ђирлĕ асапланса пурăнакансем çинђен, вĕсем мĕн ђухлĕ асапланса пурăнаççĕ. Вĕсем мĕн ђухлĕ асапланнине каласа та пĕтерес çук.
Акă епир Турă панă тивлетпе тутă, ĕçес-çийес тĕлĕшрен ним те шухăшламастпăр. Хăшĕ-хăшĕ пĕр татăк çăкăрсăр лараççĕ. Вĕсем мĕн ђухлĕ куççÿлли тăкса, хуйхăрнипе сывмара кайаççĕ.
Пирĕн тĕрлĕрен тумтирсем пур, хăшне тăхăнас тенĕ, çавна тăхăнатпăр. Хăшин-хăшин хĕллехи сивĕре тăхăнма пĕр ăшăрах тумтир те çук. Шартлама сивĕре те çулахи тумтирпех çÿреççĕ, вăл та пулин çĕтĕк. Çапла вĕсем сивĕре темĕн ђухлĕ тертленсе пурăнаççĕ.
Пирĕн нађар та пулсан кĕрсе тухмаллах çурт-йĕр пур, унта епир ађа-пăђасемпе шăкăлтатса пурăнатпăр. Хăшин-хăшин ларса канмалли вырăнĕ те çук. Вĕсем хĕле кĕрсен ырă çынсен куçĕнђен пăхса йăлăнаççĕ. Вĕсен ырă кăмăл уçăлассине пуçĕсене ђиксе, кĕтсе тăраççĕ.
Пире хуйхă пулнă вăхăтра тăвансемпе хурăнташсем кала-кала лăплантараççĕ. Хăшне-хăшне пит йывăр хуйхă пулсан та, лăплантаракан пĕр ырă çын та çук.
Пире аттепе анне пăхса ÿстернĕ. Вĕсем тăрăшнипе епир пĕр хуйхă курмасăр савăнса ÿснĕ. Астуса илер-ха, тăлăх ађасем мĕн тĕрлĕ хĕн курса, хуйхăрса ÿсеççĕ. Епир тăван аттепе аннене курса савăнатпăр. Тăлăхсем хăйсене çуратнă ашшĕпе амăшне халĕ ĕнтĕ нихăçан та курас çук; вĕсем тахăçанах çĕр айĕнђе çĕрсе тăпра пулса кайнă. Пире аттепе анне пур ĕçе те вĕрентсе ÿстереççĕ. Вĕсем ырă çынсем вĕрентессине анђах кĕтсе пурăнаççĕ.
Акă епир сывă. Хăшĕ-хăшĕ хăй ĕмĕрне ђирлĕ асапланса пурăнаççĕ, шăмми-шакки ыратнипе пĕр хусканаймасăр выртаççĕ.
Епир тĕнђери Турă пултарнă йапаласене курса савăнатпăр, савăннипе Турра мухтатпăр. Суккăрсем мĕн ђухлĕ телейсĕр. Вĕсем Турă пултарнă йапаласене курма мар, хăйсене çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшне те кураймаççĕ. Вĕсемшĕн кун та çĕрле пекех, вĕсем ĕмĕрех тĕттĕмре пурăнаççĕ.
Пирĕн ђĕлхе калаçат̌. Ђĕлхе калаçнипе епир пур ырăлăха паракан Турра мухтаса аслăлама пултаратпăр. Пире пĕр-пĕр хуйхă пулсан, пĕрне-пĕри каласа лăплантаратпăр. Ђĕлхесĕр çын мĕн ђухлĕ хуйхăрат̌-ши? Унăн хуйхине хăйĕн ђĕрипе пĕтĕм тĕнђене пултаракан пĕр Турă анђах пĕлет! Вăл хăйĕн шухăшĕсемпе хуйхисене ытти çынсене тем пек каласа кăтартма тăрăшат̌, анђах ăна никам та ăнланма пултараймаст̌.
Ей йуратнă тăвансем, епир мĕн ђухлĕ телейлине куратпăр ĕнтĕ. Халĕ пирĕн Турă çулĕпе пырса, Ун патне пыма тата Унăн ирĕкне туса пурăнмалли анђах йулђĕ. Анђах епир Турă панă ырăлăхпа çынсене ырăлăх тăватпăр-ши? Епир Турă панă ырăлăхпа хамăр ђунсене çăлас тесе тăрăшатпăр-ши? Епир Турă панă ырăлăха ђи йулхав ђура пек çĕр айне ђавса хумарăмăр-ши? Пирĕн ђунсем йăлтах çылăх ăшне варăнса, хытса, ђуланса кайнă. Пирĕн ђунсем çăлăнасси çинђен пĕртте тăрăшмаççĕ. Тата Турă панă ырăлăхсене аса илсе, Ăна мухтама тăрăшмаççĕ. Ей ђунăм, çылăх ыйхинђен вăран! Çылăх тĕпĕнђен тух! Куç-çÿллисемпе çăвăнса тасал! Турă ырăлăхĕпе витĕнсе тăр! Турра ĕненнипе çутăлса тăрса, виçесĕр ырăлăх паракан Турра мухтама тăрăш! Епир хамăр ђунсене çăлас тесен, ђулланса, хытса кайнă ђĕремĕрсене çемçетсе, хуйхăрса пурăнакансене камăн мĕн ђухлĕ вăй çитнĕ таран пулăшас пулат̌. Епир ытти çынсене пулăшмасан, Турăран ырăлăх кĕтме пултараймастпăр. Çынсене ырăлăх тăвасси çинђен Іаков апостол акă мĕн каланă: „çынсене пулăшманнисем сута тивĕçлĕ пулĕç; çынсене пулăшакансем Турă сутĕнђен хăтăлĕç“, тет. Епир тата çакна та асра тытса тăрар. Епир çынсене пулăшмасан, пирĕн кĕлле те Турă илтмест. Акă тата çынсене пулăшасси çинђен Іисус Христос таса Евангеліере мĕн каланă: „çынна хĕрхенекенсем телейлĕ, вĕсене Турă хĕрхенĕ“, тет.
Ей Турă, пирĕн ђĕресене çемçетсе, ху çулупа пыма вĕрент! Амин.