Сергѣй Ѳоминъ
Раштав 4-мĕшĕ
Тăвансем, пайан таса ђиркÿ таса Варварана асăнса праçник тăват̌.
Таса Варвара Максимиан патшара ларнă вăхăтра, Финикія çĕрĕнђи Иліополь хулинђе çуралнă, Вăл амăшĕнђен çамрăклах йулнă. Унăн ашшĕ пуйан пурăннă. Вăл Діоскор йатлă пулнă, анђах вăл кĕлеткесене пуççапса пурăннă. Вĕсен Варвараран пуçне урăх ађа-пăђа пулман. Діоскор пĕртен-пĕр хĕрне пĕтĕм суйа тĕнлĕ халăхăн ăслăлăхне вĕрентме тăрăшнă. Хĕрĕ пит илемлĕ, ăслă пулнă. Вăл хĕрĕ Христос çыннисемпе паллашса Христос тĕнĕ йенелле кайасран пит хăранă. Çавăнпа вăл хĕрĕ Христос тĕнĕ çинђен ан пĕлтĕр тесе пит илемлĕ çурт тутарнă, унăн ăшне илемлетнĕ те, Варварана çавăнта хупнă. Ăна вăл унтан ниçта та кăларман.
Малаллине вулас