Таса Варвара Çинђен Вĕрентсе Каланă Сăмах


Сергѣй Ѳоминъ


Раштав 4-мĕшĕ

Тăвансем, пайан таса ђиркÿ таса Варварана асăнса праçник тăват̌.

Таса Варвара Максимиан патшара ларнă вăхăтра, Финикія çĕрĕнђи Иліополь хулинђе çуралнă, Вăл амăшĕнђен çамрăклах йулнă. Унăн ашшĕ пуйан пурăннă. Вăл Діоскор йатлă пулнă, анђах вăл кĕлеткесене пуççапса пу­рăннă. Вĕсен Варвараран пуçне урăх ађа-пăђа пулман. Діоскор пĕртен-пĕр хĕрне пĕтĕм суйа тĕнлĕ халăхăн ăс­лăлăхне вĕрентме тăрăшнă. Хĕрĕ пит илемлĕ, ăслă пулнă. Вăл хĕрĕ Христос çыннисемпе паллашса Христос тĕнĕ йенелле кайасран пит хăранă. Çавăнпа вăл хĕрĕ Христос тĕнĕ çинђен ан пĕлтĕр тесе пит илемлĕ çурт тутарнă, унăн ăшне илемлетнĕ те, Варварана çавăнта хупнă. Ăна вăл унтан ниçта та кăларман.

Варвара хăй пурăнакан Çуртран тĕнђери Турă пултарнă йапаласене: пĕлĕте, хĕ­веле, уйăха, çăлтăрсене, çĕр çинђе тĕрлĕ йывăç курăк ÿснине, çÿлĕ тусем ларнине кура кура кăмăлĕ çемçелсе урăх йенелле кайнă. Вăл ку тĕлĕнмелле йапаласене пул­таракан урăх Турă пулĕ, пирĕн аттесем пуççапакан ту­рăсем пултарман пулĕ, вĕсене хăйсене те çынсем ылттăнтан йе кĕмĕлтен тунă, вĕсем ђунсăр, тенĕ. Вăл ђăн Турă çинђен тем пек пĕлесшĕн тăрăшнă, анђах ăна Ун çинђен никам та вĕрентекен пулман, пĕр çынпа та курса калаçайман. Пурне те пĕлсе курса тăракан Турă ăна пулăш­ма ун патне Хăй килнĕ.

Кађђа кайма çул çитсен, ăна кађђа илес тесе ђаплă, пуйан кађђăсем ыйтнă, вăл вĕ­сене пурне те калла тавăрса йанă. Ашшĕ те ăна кађђа кайма пит тилмĕрсе ÿкĕтленĕ. Вăл ашшĕне хирĕç епĕ кађ­ђа каймастăп, тенĕ. Діоскор, ку ман Варварана, пĕђђен пурăнса, никампа курса калаçманран ку шухăш кĕђĕ пу­лĕ, епĕ ăна ирĕке кăларам та, вăл йулташĕсемпе пал­лашса калаçкаласан, ăна урăх шухăш кĕрĕ, тенĕ. Вăл вара ăна ирĕке кăларнă.


Ыйтакана Турă нихăçан та памасăр хăвармаст̌. Çак Иліополь хулипе пĕр священник ирт­се пынă. Вăл вара ăна Турă систернĕ тăрăх тĕне кÿртнĕ.

Пĕрре Діоскор хăй ĕçĕпе урăх хулана кайнă ђухне икĕ ђÿређелĕ пит илемлĕ муњђа тума хушса хăварнă. Варвара çав вăхăтра Христос тĕнне тытакан хĕр-ађасемпе паллашнă. Вĕсем ăна Христос тĕ­нĕ çинђен кала кала вĕрентнĕ. Вăл çак ырă тĕн çинђен пĕлсен, тĕне кĕресшĕн пулнă. Ыйтакана Турă нихăçан та памасăр хăвармаст̌. Çак Иліополь хулипе пĕр священник ирт­се пынă. Вăл вара ăна Турă систернĕ тăрăх тĕне кÿртнĕ.

Варвара, тĕне кĕрсен, пĕтĕм ђĕререн, ђунтан Турра йурат­са, типĕ тытса, йалан Турра кĕл-туса пурăннă. Ашшĕ тума хушнă мунчана икĕ ђÿређелĕ анђах тунине кур­сан, вăл ĕçлекенсене виçĕ ђÿређе тума хушнă, апла туни Виç-Ипостаçлĕ ђăн Турра пĕлтерет, тенĕ. Тата муњђи ăшне кĕнĕ те, унта мрамор тийекен ђултан тунă çăвăн­малли вырăн çине пÿрнипе хĕрес палли тунă. Çапла ту­сан темле çирĕп ђул çине хĕрес палли вырăнĕ пулса йулнă. Тата урипе пуснă та ура йĕрĕ пулнă, çав ђул çинђи ура йĕрĕнђен çăл куçĕнђен тухнă пек шыв йухса тухнă. Христоса ĕненекенсем çавăнтан тухакан шыва ĕçсе тĕрлĕ йывăр ђиртен те сывалнă. Діоскор киле тавăрăнсан муњђи виçĕ ђÿређелине тата çăвăнмалли çинђе хĕрес паллине курсан ĕçлекенсенђен çиленсе: мĕншĕн капла ту­рăр, тесе ыйтнă. Лешсем пире санăн йуратнă хĕрÿ, Вар­вара, тутарђĕ, тенĕ. Варвара пĕр хăрамасăр ашшĕне епĕ Христос тĕнне тытатăп, тенĕ. Діоскор ним тăваймасар хĕрне касса вĕлерĕп тесе хĕç йарса илнĕ. Варвара усал хытă кăмăллă ашшĕнђен пĕр инçе мар ту çине тарса пы­таннă. Унтан инçех мар икĕ кĕтÿçĕ кĕтÿ кĕтнĕ. Діоскор хăваласа пынă ђухне куçран çухатнă та çавсенђен ман хĕре куртăр-и тесе ыйтнă. Пĕри нимĕн те ђĕнмен, тепĕри Варвара ăçта пытаннине аллипе тăсса кăтартнă. Çавăн­шăн ăна Турă çавăнтах хăрушă вилĕмпе вĕлернĕ. Діоскор Варвара çине хытă çиленсе çитнĕ те хĕнеме тытăннă, хĕ­несен çÿçĕнђен тытса килне сĕтĕрсе кайнă. Килĕнђе ăна Христос тĕнне тарăхтарас тесе тĕттĕм пÿлĕме хупса çи­термесĕр, ĕçтермесĕр усранă. Варвара, Турă ăна тÿсĕмлĕх патăр, тесе йалан Турра кĕл-тунă.

Варвара ÿкерчĕкĕ. Пуçĕ çинчи кăшăлне кермен пек ÿкернĕ.

Діоскор хĕрне тĕрлĕ майпа асаплантарсан та Хри­стос тĕнне пăрахтарайман. Вара ăна асаплантарма Мартиніан патша аллине панă. Вăл малтан Варварана Хри­стос тĕнне пăрахтарасшăн ÿкĕтлесе пăхнă, унтан асаплан­тарма хушнă. Ăна çарамаслантарса пĕр хĕрхенмесĕр хĕ­несе суранлантарса пĕтернĕ те тĕрмене хупнă. Варвара вилес патне çитнĕ пулин те хăй ăшĕнђе пĕр ђараймасăр Турăран пулăшу ыйтса тăнă. Турă хăй çыннине тĕрмере те пăрахмаст̌. Вăл Турра кĕл-тунă вăхăтра, пит тĕлĕнмелле сасартăк тĕрмене тĕттĕм çĕр варринђе вăл ларакан пÿ­лĕме Турă хăй килсе çутатса йанă та, Варварана каланă: „Епĕ йаланах санпа пĕрле, мĕн вилиђђенех ђăт, вара есĕ ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрĕн“, тенĕ. Çав вăхăтра Варвара ђĕлхепе калама çук савăнăç килнĕ, тата унăн тем тĕрлĕ ыра­такан суранĕсем çавăнтах сасартăк тÿрленнĕ, вăл вара тĕрмере пĕтĕм çĕре Турра аслăласа, мухтаса ирттернĕ. Тепĕр кунне Варварана асаплантарма тĕрмерен илсе тух­нă. Ăна йывăç çине çакса ÿтне тимĕр ђĕрнесемпе ђăрмаланă, суранĕсене вутпа вĕтнĕ, пуçĕнђен патаксемпе çапнă. Çак етем тÿсейми асапсене пурне те таса Варвара пĕр ÿпкелемесĕр тÿснĕ. Туррăн ангелĕ унăн çарамас таса ÿт­не халăхран пытарса витсе, суранĕсене тÿрлетсе тăнă. Мартиніан патша Варварана хĕнесе вĕлерес çуккине кура пуçне касса татма сут тунă. Діоскор хăй хĕрне вĕлер­мелле тунине илтсен, савăннипе вĕлерме хам кайăп, тенĕ. Вăл вара хĕрне хула тулашне илсе тухса пуçне касса татнă. Çав хытă ђĕрелĕ усал кăмăллă Мартиніан патша­па Діоскора Турă ђăтайман. Вĕсене, иккĕшне те, Варварана тата ытти Христос çыннисене вĕлерсе тавăрăннă ђухне, аслати çапса çиçĕм çунтарса йанă. Варваранăн таса ÿтне Христос çыннисем тирпейлесе пытарнă. Халĕ унăн таса çĕрмен ÿђĕ Кіевре Михайлов тийекен монастырте выр­тат̌. Ун урлă Турăран йăлăнса ыйтакансем мĕн ыйтнине пурне те илеççĕ.

Варвара çуралса ÿснĕ хула пяанхи кун Ливан çĕр-шывĕнчи Баальбек. Ÿкерчĕкре Гелиополис храмĕн пайĕ.

Тăвансем, епир таса Варвара пурăнăçĕ çинђен илтрĕ­мĕр. Унăн пурăнăçĕ пит тĕлĕнмелле пулнă. Йепле вăл ни­кам вĕрентмесĕр Турă пултарнă йапаласем тăрăх ђăн Турра пĕлнĕ те пĕтĕм ђунĕпе Турă çине шанса тăрса Христос Турăшăн ашшĕне пăрахнă, кађђа кайман, тĕнђе­ри пуйанлăха йуратман, йывăр асапсене тÿссе, Христос Турра йуратса вилнĕ. Тăвансем, епир те Христос çынни­сем, пирĕн те çапла пулмалла мар-и? Çук, епир пĕр-пĕр инкек-синкек мĕн килсен Турăран пулăшу ыйтас вырăн­не, Ăнах ÿпкелетпĕр; апла туни Турра кÿрентерни анђах пулат̌. Ак тата çак Мартиніан патша пек, Діоскор пек, пулас мар-ђђĕ, вĕсен çине Туррăн çилли ÿкнĕ пек, пирĕн çине те çапла ÿкмелле ан пултăр. Турă Хăйне хирĕç тă­ракансем, Ăна йуратса пурăнманнисем, Вăл панă йĕрке­сене тытманнисем çинђе Хăйĕн ырăлăхлă аллине тытмаст̌. Çавăн пек çынсене йĕри тавăра, усал сывлăш çавăрса илет те пĕтĕмпех пĕтерме тăрăшат̌. Вара вĕсем çине тĕр­лĕ ђир-ђĕр, тĕрлĕ инкек-синкек килет те Турăран пулăшу ыйтас вырăнне, Ăна йăлтах манаççĕ. Çапла пурăнакансем ђунĕсене ĕмĕрлĕхе шуйттан аллине парса ĕмĕр вутра çун­малла пулаççĕ. Ах, тăвансем, хăçан епир таса Варвара пурăнăçне вĕренсе çавăн пек пулăпăр? Хăçан Христос Турра Варвара пек пĕтĕм ђĕререн, ђунтан йуратакан пулăпăр? Христос çынни тесе йатпа анђах пулас мар-ђђĕ, пĕтĕм ăсăмăрпа, ђунăмăрпа Турра йуратса пурăнас-ђĕ.

Епир илтрĕмĕр, йепле таса Варвара асаплантарнă вăхăтра тÿсеймесĕр ђăн Турра пăрахса усал хăрушă ви­лĕмпе вилмелле ан пултăр тесе Турăран тÿсĕмлĕхпе пу­лăшу анђах ыйтса тăнине. Пирĕн те çапла çылăхсенђен ÿкĕнмесĕр Максиміан патша пек, Діоскор пек, сасартăк хă­рушă вилĕмпе вилмелле ан пултăр тесе, йалан çылăхсен­ђен ÿкĕнсе Турăран пулăшу ыйтса, Ăна йуратса пурăнас пулат̌. Вара епир те Туррăн ĕмĕрлĕх савăнăç пурăнăçне кĕме тивĕçлĕ пулăпăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.