Кузьма Сидоровъ
Раштав 5-мĕшĕ
Хусанти Хăватсем Тăвакан Таса Архіерей Гурійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Калани
Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Святой Гурій Хусан хулинђе архіепископ пулса пурăннă; унăн йатне асăнса епир пайан праçник тăватпăр.
Кашни çын, йепле тĕнпе пурăнсан та, мĕнле халăх пулсан та, хăй тĕнне тĕрĕс тытса тăма тăрăшат̌; мĕн вăй çитнĕ таран ытти çынна та ăнлантарса вĕрентме тăрăшат̌.
Святой Гурій Хусана килнĕ вăхăтра, Хусан халăхĕ, хаљхи пек Христос тĕнĕпе çутăлса тăман. Вăл вăхăтра унта тутар халăхĕ пит нумай пулнă. Тутарсем вырăс çыннисене хăйсен йенне çавăрасшăн тăрăшнă. Тĕреклĕленсех çитмен вырăс çыннисем, Хусан тавăрашĕнђи ђăвашсем, вотяксем, çармăçсем Христос тĕнĕ çинђен илтнĕ пулсан та, ăна ђиперех пĕлмен. Çак пур йенне те сулăнма хатĕр çынсене Христос тĕнĕпе пурăнђђăр тесен, вĕсене астуса вĕрентсе тăма, вĕреннĕ, ăслă, Христос тĕнне тĕреклĕ пĕлсе тăракан çын кирлĕ пулнă. Хăй килçуртне ђипер, йĕркелĕ усрас тийекен çын, ăна йепле те пулин ĕçĕ ăнса пытăр, килĕшÿлĕ пултăр тесе ăна усрасшăн тăрăшат̌, унсăрăн вăл хăй пурăнăçĕ малалла каймассине пĕлсе тăрат̌. Кунта та çакăн пекех пулнă. Святой Гурій Хусана килсен, мĕн тумаллине, хăйне вĕрентсе пăхса тăма хушнă халăх, Христос тĕнне пăрахса тутарсен йенне ан сулăнтăр тесе питĕ сыхă пăхса тăнă. Хусан хулийĕн çыннисене анђах кăна мар, ун çывăхĕнђи халăхсене те: ђăвашсене, мăкшăсене, тутарсене вĕрентме пит хытă тăрăшнă. Çапла тăрăшса вĕрентнĕ пирки, Хусан тавăрашĕнђи священниксем те, хăйсене пăхса тăма хушнă çынсене вĕрентсе, ытти çынсем вĕрентсе пăсасран пит хытă астуса пурăннă. Вĕсем тăрăшнă пирки, Хусанпа ун тавăрашĕнђи халăхсем ĕлĕк тутар (мухаммед) тĕнне кĕрсе хăйсен ђунĕсене çухатма хатĕрскерсене пĕтесрен ђарса хăварнă.

Епĕ сире, тăвансем, святой Гурій хăйĕн аслăлăхĕпе Хусанпа ун тавăрашĕнђи халăха вĕрентсе Мухаммед тĕнĕ йенне сулăнса, хăйсен ђунĕсене çухатасран çăлса хăварнă тесе каларăм. Халĕ тата хамăр çийе çавăрăнса пăхар-ха. Пирĕн пурăнăç та вĕренсе ăслă, ђипер, йĕркелĕ пурăннинђен килмест-и вара? Вăл акă мĕнрен паллă. Кашни вулăсра, ђипер, ăнлă пуçлă, вĕреннĕ çынна, вăл халăха усă кÿме, йĕркелĕ усрама тăрăштăр тесе, суйласа хураççĕ. Ун пек çын хăй ăсĕпе, вулăса лăпкă усрама, пур тĕрлĕ усал ĕçсенђен сыхласа тăма (пурăнат̌) тăрăшат̌. Ун пек çыннăн куланайĕ те, хырçи-марçи те, ытти ĕçĕсем те вăхăтра пулса пыраççĕ. Вăл пуçлăхне те, халăха та йураса пурăнат̌. Йе тата хамăр йал хушшинђех те, пур ырă пурăнăçпа усал пурăнăç, старастаран килет. Астуса илĕр- ха акă, виç-тăватă çул анђах, хамăр йал хушшинђе куллен ĕçкĕ, куллен тавлашу кăшкăрашу анђахђĕ, йал хушшинђе урăх ним тума та пĕлмесђĕç. Куланайĕ те, ытти хырçи-марçи те тÿленмен, хуралĕ те йĕркелĕ мар, укăљђине те тытман, кĕтÿçи те пăрахса кайнă, ăçта кăна пăх, пур çĕрте те пĕр йĕркесĕрлĕх анђах. Йе тата хамăр килçурт хушшинех пăхар. Кил-çуртра хуçи ăнлă пуçлă, йĕркелĕ çын пулсан, унăн çемйи хушшинђе вăрçу тавлашу, йе тăванĕсем, йе кинĕсем вăрçса хирĕçсе пурăнмаççĕ, шав килĕшÿ, шав йĕрке. Ун пек çыннăн аки-сухи те вăхăтра пулса пырат̌, тырри-пулли те ăнса пырат̌, выљăхĕ-ђĕрлĕхĕ те тÿлет.
Епир, тăвансем, Турра тĕрĕс ĕненессипе пурăнăçа малалла йарасси ăçтан килнине пĕлетпĕр. Малашне хамăр та халĕ илтнĕ сăмахсем тăрăх пурăнасшăн тăрăшар. Ђипер çынсем пурăнăçне курса вĕсенђен ађа-пăђамăра Христос хушнă пек, Турăран хăраса, Ăна пăхăнса, хисеплесе, Унăн тĕнĕпе пурăнма вĕрентме тăрăшар. Турă вара пире хăйĕн ырăлăхне памасăр хăвармĕ, ађа-пăђа уссине курмалла тăвĕ. Вара епир те Унăн таса çыннисемпе пĕр хисепе кĕме тивĕçлĕ пулăпăр. Амин.