Святой Николай Аттене Асăннă Кун Вĕрентсе Калани


Священникъ Петр Егоровъ


Раштав 6-мĕшĕ

Сăваплă Николайа хисеплесе пайанхи кун епир ђир­кĕве Турра кĕл-тума килтĕмĕр: пирĕншĕн, çылăхлă çын­семшĕн, Турă умĕнђе хута кĕр, тесе сăваплă Николайа тархаслама çакăнта пухăнтăмăр. Сăваплă Николай хăйне хисеплекен çынсене пит пулăшат̌, Турă умĕнђе вĕсенĕн хутне кĕрсе, весене тĕрлĕ ырăлăх кăтартат̌, тĕрлĕ усалтан хăтарса усрат̌. Тĕнђери çынсем сăваплă Николай урлă Турăран мĕн ђухлĕ ырăлăх илнине каласа та пĕтерес çук. Çавăнпа пĕтĕм тĕнђери халăх сăваплă Николайа хисеплесе пурăнат̌.

Ей ырă çынсем! Епир хамăр сăваплă Николайа: пи­рĕн хута кĕр, пире пулăш тесе йăлăнатпăр, хамăр ăна хисеплесе пурăнатпăр-ши?! Сăваплă Николай хăйне хи­сеплекен çынсене анђах пулăшат̌, хăйне хисеплесе пурă­накан çынсен хутне анђах кĕрет. Татах ыйтатăп сиртен: есир сăваплă Николайа хисеплесе пурăнатăр-и? Мĕн ту­сан, сăваплă Николайа хисеплени пулат̌-ши? Итлĕр, епĕ сире каласа парам. Çĕр çинђе пурăнакан çынсем хăйсем кама хисеплесе пурăнаççĕ, çав çынна вĕсем итлесе пурă­наççĕ, ун сăмахĕнђен тухмаççĕ, ăна кура ун пек тума, ун пек пурăнма тăрăшаççĕ. Сăваплă Николайа хисеплес тесен те, вăл хăй çĕр çинђе йепле пурăннă, пирĕн те çапла пурăнас пулат̌. Епир сăваплă Николай пек пурă­натпăр-и? Итлĕр-ха, епĕ сире вăл йепле пурăнни çинђен каласа кăтартам, вара есир сăваплă Николай пек пурăн­нипе пурăнманни паллă пулĕ.

Сăваплă Николай çĕр çинђе пурăннă ђух Турăшăн пит тăрăшнă, Турă ђиркĕвĕшĕн те тăрăшнă. Вăл çамрăк­лах ђиркĕве çÿреме вĕреннĕ, кĕлле каймасăр çывăрса йулас мар тесе, вăл ђансем патĕнђе çывăрса пурăннă.

Таса Николай ÿкерчĕкĕ.

Турра хисеплемесĕр пурăнакан çынсене курсан, унăн ђĕри те­мĕн тĕрлĕ хыпса çуннă, çавăнпа сăваплă Николай пĕлмен çынсене вĕрентме тăрăшнă. Вăл тата ђухăн çынсене пит хĕрхеннĕ, вăл çынсене хĕрхенсе хăйĕн йулашки тумтирне те пама хатĕр пулнă. Вăл хăй пуйан çын ађи пулнă. Ашшĕ-амăшĕ вилсен вăл мулне ђухăн çынсене парса пĕ­тернĕ. Çынсене хĕрхеннипе вăл çынсене пусмăрлакансене пит йуратман, хурлăх куракан çынсенĕн хутне кĕрсе вĕ­семшĕн хăй те вилме хатĕр пулнă.

Епĕ сире сăваплă Николай йепле пурăнни çинђен пăртак каласа патăм, халĕ ĕнтĕ сиртен ыйтатăп: есир çа­вăн пек пурăнатăр-и? Сăваплă Николай Турăшăн пит тă­рăшнă, ђиркÿшĕн пит тăрăшнă, есир çапла тăрăшатăр-и? Ытти çынсем каланипе анђах тăрăшмастăр-и вара?! Сă­ваплă Николай пĕлмен çынсене Турă çинђен вĕрентнĕ, есир вĕрентетĕр-и? Калама намăс: есир ыттисене вĕрентме мар, хăвăр та вĕренесшĕн мар, сирĕншĕн пĕлни пĕлменни пурĕ пĕр. Нумайĕшĕ сиртен çийелтен анђах пĕлнĕ пек, пĕлесшĕн пулнă пек кăтартаççĕ, ăшĕнђе хăйсем ырра вĕрентекен çынна йатласа анђах тăраççĕ.

Сăваплă Николай çĕр çинђе пурăннă ђухне пĕђĕкрен­пех ђиркĕве çÿреме пит йуратнă, Ђиркĕве кĕлле каймасăр йулни уншăн темрен йулнă пекех пулнă. Есир ђиркĕве çапла çÿретĕр-и? Нумайĕшĕ сиртен ђиркĕве тĕл килсен анђах пыраççĕ, вĕсене ђиркĕве кĕлле каймасăр йулни ни­мĕн те мар. Çавăн пек çынсене ерех ĕçме ђĕннĕ çĕре каймасăр нийепле те хăвараймăн.

Нумайĕшĕ сиртен ђиркĕве тĕл килсен анђах пыраççĕ, вĕсене ђиркĕве кĕлле каймасăр йулни ни­мĕн те мар.

Священникъ Петр Егоровъ

Сăваплă Николай ђухăн çынсене пит хĕрхеннĕ. Есир ђухăн çынсене çапла хĕрхенетĕр-и? Нумайĕшĕ сиртен хăй­сене анђах хĕрхенмеççĕ-и вара?! Хăйсене анђах пĕлеççĕ, ытти çынсене нимĕн вырăнне те хумаççĕ, çитменне вĕсене пусмăрлаççĕ, айăп çук çĕртен вĕсене айăплă тăваççĕ, ђу­хăн çын пĕтсе ларсан та, нимĕн мар вĕсене. Çавăн пек çынсем, çынсене хĕрхенмен, çынсене пусмăрласа çÿрекен çынсем, сирĕн хушшăрта пур-и? Ăна манран мар. хăвăр­тан хăвăрах ыйтăр есир, хăвăр ăшăрта ыйтăр. Çапла ăшăнта ыйтсассăн паллă пулĕ пуррипе çукки. Есĕ ху çа­вăн пек, çынна пусмăрлакан, çын пулсан, есĕ ху ăшăнта çапла ыйтсанах, вăтанса хĕрелсе кайăн, ăшăнта вăтансан вара, çынсене пусмăрласа çÿреме те вăтанăн; есĕ апла çынсене пусмăрласа çÿрекен çын мар пулсан, санăн ђĕрÿ ђухăн çынсене хĕрхеннипе хурланса кайĕ; ђĕрÿ хурлансан вара, есĕ ђухăн çынна хĕрхенсе Ăна пулăшма та тăрăшăн.

Ей ырă çынсем! Есир сăваплă Николай урлă Турă­ран ырăлăх илес тетĕр пулсан, сăваплă Николай пек ырă пулма тăрăшăр; ун пек ырă пулсан, вăл вара сире йуратĕ. Йуратнă ађине ашшĕ вăл мĕн ыйтнă, çавна парат̌; çавăн пек есир сăваплă Николайăн йуратнă ађисем пул­сан, вăл сире йалан пулăшса, йалан ырăлăх кăтартса тă­рĕ. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.