Хĕллехи кунсенче


Н. Охотников


Пурте килте чухне арçынсем çăпата тăваççĕ, мунчаларан кантра-пăяв, ут таврашĕ (сÿсмен-йĕвен) тÿрлетеççĕ. Асаттепе атте хăш чухне каскалаççĕ. Асатте тĕрлĕ ырçа-çÿпçе, чĕрес чавса юсать, атте çуна сиплет.

Хĕрарăмсем апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлесен кĕнчеле арлама тытăнаççĕ.

Эпĕ, çарранскер, урлă сак тăрăх чупса çÿретĕп е чÿрече умне пырса ларатăп, шăннă кĕленчене чĕрнепе чĕрсе тĕрлĕрен кĕлеткесем тăватăп.

Урайĕнче пăрусемпе путексем выртаççĕ. Çур енне урлă сак айĕнче пуркăран тунă йăвара хур-кăвакал пусса ларать.

Пĕр тĕрлĕ выляса йăлăхсан эпĕ тепĕр вăйă тупатăп. Выляс килми пулса çитсен пысăккисем ĕçленине сăнама пуçлатăп, вĕсемпе пĕрле хам та пăяв явма тытăнатăп. Çине тăрсах тăрăшатăп, анчах ĕçĕ пула пĕлмест. Пичче манран кулать.

— Эпĕ сан пек чухне кантра явма кăна мар, çăпата хуçма та пĕлеттĕм! — тесе мухтанать вăл.

Эпĕ мĕнпур вăя хурса ĕçлеме пуçлатăп. Вара ерипен-ерипен кантра явма та, çăпата тума та вĕренсе çитетĕп. Çич-сакăр çулта эпĕ тăхăр пушăтпа çăпата тума та вĕренсе çитрĕм. Ку вăл хăйне евĕрлĕ питĕ пысăк ăсталăх. Тăхăр пушăт çăпати ахальлинчен илемлĕрех. Ăна вĕçкĕнрех каччăсемпе хĕрсем сыраççĕ. Вĕсем те пулин праçникре çеç.

Каçхи апата эпир кĕлтумасăрах ларатпăр, никам та сăхсăхмасть. Эпир ăру ваттисен йăлипе хамăр ăшăмăрта çапла калатпăр: «Турă, ан пăрах».

Ларасса эпир икĕ сĕтелпе ларатпăр: пысăк сĕтелĕ тавра — арçынсем, пĕчĕкки тавра — хĕрарăмсем.

Сĕтел тавра эпир ак епле йĕркепе вырнаçатпăр. Кил-йыш пуçĕ — асатте тенкел çине ларать. Эпир вара аттерен пуçласа сак тăрăх ларса тухатпăр. Аттепе юнашар эпĕ ларатăп, унтан — пичче, малалла — тарçăсемпе ют çынсем (апат тĕлне пулсан). Чăвашсен йăла пур: апат çинĕ чух килсе кĕнĕ çынна, вăл кирек кам пулсан та, сĕтел хушшине лартмаллах. Çынни çиесси килмесен те лартнă çимĕçе хуçи кăмăлĕшĕн астивмеллех. Астивсе пăхсассăн вăл сĕтел хушшинчен тухса аяккарахри сак çине кайса ларать. Ăна тата çитересшĕн пулаççĕ, хăш чухне ирĕксĕрлесех тепĕр хут сĕтел хушшине лартаççĕ. Анчах хăна çиместех. «Çисе тăрантăм», — тесе тав тăва-тăва тухать. Кил хуçине те, хуçан арăмне те вăл нихăçан та алă памасть. Алă парасси-тытасси чăваш йăли мар.

Сĕтел хушшине ларса тухсан атте çăкăр касать. Çăкăр сăмсине вăл хăй валли хăварать. Сăмси хыççăнхи ташă чĕлли («ташлама чĕлĕ» текенни) мана тиветчĕ, иккĕмĕшĕ — пиччене. Малалли — ытти çынсене — ларса тухнă йĕркепе. Хăш чухне эпĕ çăкăр сăмсине ыйтса пăхатăп та — мана памаççĕ. «Юрамасть, арăмун сăмси пысăк пулĕ», — теççĕ. «Мĕншĕн мана ташă чĕлли параççĕ?» — тесен: «Ÿссен ташлама ăста пулăн», — теççĕ.

Малтан пире йывăç чарапа купăста яшки е кĕрпе яшки антарса параççĕ, ашне памаççĕ-ха. Çав яшканах тепĕр тирĕк антарса ашĕпе пĕрле çитереççĕ.

Апат çисе тăраниччен калаçма та, кулма та юрамасть. Хăш чухне эпир кăнтăрла пулнă тĕрлĕ кăсăк япалана аса илсе ирĕксĕрех кулма пуçлатпăр. Вара аттепе асатте пире хытă хăртса тăкаççĕ. «Мĕн шăл йĕрсе ларатăр сĕтел хушшинче?» — теççĕ. Хăш чухне çамкаран кашăк лекни те пулать.

П. Хусанкай куçарнă

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.