Свящ. Н. Кузьминъ
Йуратнă тăванăмсем! Акă Раштав çитет. Іисус Христос Туррăмăр çуралнине асăнса праçник тумалли кун килет. Епир вăл праçнике кĕтетпĕр. Пÿртсене тасататпăр. Çимĕçсем хатĕрлетпĕр. Мĕн кирлине тума тăрăшатпăр. Çав çитес праçнике ÿтпе анђах мар, ђунпа та лайăх, аван кĕтсе илђђĕр тесе таса Ђиркÿ пире ђун тĕлĕшĕнђен хатĕрлет. Вăл пайан вуланă евангеліепе пирĕн ђунсене çитес праçнике ырă кăмăлпа кĕтсе илме вĕрентет.
Пайан вуланă евангеліене ђиркÿре итлесе тăракансем, ђиркÿре мĕн тунине пурне те ăша хывса пыракансем пур те илтрĕр пулĕ. Унта Іисус Христос Туррăмăр ăруне, Вăл камран çуралнине çырнă.
Малтанхи çынсем Адампа Ева çылăха кĕрсен, Турă вĕсене райран хăваласа кăларнă. Вĕсем çав тĕрлĕ пысăк ырăлăха çухатнипе, çав тĕрлĕ савăнăçлă, телейлĕ пурăнăçран хăйсене хăйсем ђараймасăр уйăрăлнăшăн пит хуйхăрнă. Етеме савакан Турă, çылăха кĕнĕ çынна çылăхĕпех пĕтересшĕн мар пулса Адампа Евăна хĕрхенсе каланă: вăхăт çитĕ, сире улталакан тăшмана хĕртен Çуралакан çĕленĕн пуçне пĕтерĕ, тенĕ. Апла калани акă мĕн тени пулат̌: çĕр çине тĕнђене Çăлакан килĕ, Вăл хĕртен çуралса шуйттанăн вăй-хăватне пĕтерĕ, вара есир те çак халĕ çухатнă райа кĕме пултарăр, тени пулат̌. Çак Турă каланинђен пайтах вăхăт иртнĕ. Çав хушăра та Турă Хăй суйласа илнĕ таса çынсем урлă çĕр çине килес вăхăт çывăхарнăçемĕн, Вăл çĕр çине йепле килсен, хăçан килесси, паллă пула пуçланă.
Іаков вилес умĕн Хăйĕн ывăлне, Іудана, пилленĕ ђух каланă: тĕнђене Çăлакан килиђђенех санăн ăрунтан княçсем, патшасем пулĕç, тенĕ. Çапла калани Іуда йăхĕнђен патшасем пулма ђарăнсанах çĕр çине Христос килĕ тени пулат̌.
Даніил пророк тăват çĕр çул ытла малтанах Іисус Христос çуралассине каласа панă.
Исаія пророк Іисус Христос Таса Хĕр Маріяран çуралассине каласа хунă.
Михей пророк Іисус Христос Виѳлеем хулинђе çуралассине малтанах каласа кăтартнă.
Исаія пророк Іисус Христос çĕр çине килсен мĕн тăвассине тахăçан малтан каласа панă.
Захарія пророк Іисус Христос Іерусалим хулине ђаплă кĕрессине малтан каласа пĕлтернĕ. Епир ăна халĕ кăђăкă праçникĕ тетпĕр.
Іисус Христос Іерусалиме пит ђаплăн кĕнине кураймасăр фарисейсемпе пуп пуçлăхĕсем Ăна мĕн туса, йепле пĕтермелле канаш тунине Соломон патша тахăçан малтан каласа, хăйĕн кĕнеки çине çырса хăварнă.
Давид патша Іисус Христоса Іуда тытса парассине хăйĕн псаломĕ çине çырса хăварнă.
Çĕр çине тĕнђене Çăлакан килĕ, Вăл хĕртен çуралса шуйттанăн вăй-хăватне пĕтерĕ, вара есир те çак халĕ çухатнă райа кĕме пултарăр
Çапла Турă Хăйне тивĕçлĕ çынсем урлă çĕр çине Хăйĕн пĕртен пĕр Ывăлĕ килессине çынсене ђас-ђасах астутарса тăнă.
Вăхăт иртнĕ. Вăл хăй майĕпех пынă. Іисус Христос çураласси те çывăхарса çитнĕ.
Іаков Іудана пиллесе каланă сăмахсем вырăна килнĕ: Іуда йăхĕнђен патшасем пулма ђарăннă, патша ăрăвĕ татăлнă. Еврейсене пăхса тăракан Ирод пулнă. Ăна Рим патши лартнă.
Даніил пророк каласа çырса, кăтартса хăварнă вăхăт та çитнĕ. Кĕнекеçĕсем, çырăва ăста çынсем, çав кĕнеке тăрăх, Христос çуралас вăхăт çитнине пĕлсе тăнă. Вĕсем Ăна темĕн пек кĕтнĕ, темĕн пек Вăл килесси ђас пулин- ђђĕ тесе ĕмĕтленнĕ.
Анђах вĕсем Христоса урăхларах кĕтнĕ. Вĕсем, Христос пирĕн ђунсене çăлма килет, пирĕн çылăхсенĕн çыруне ђĕрсе пăрахат̌, пире Турă ађисем пулма тивĕçлĕ тăват̌, тесе кĕтмен.
Іудейсем ун ђух Рим патша алли айĕнђе пулнă. Весене Рим патши алли айĕнђе пурăнма пит хĕн пулнă. Ĕлĕк хăйсен патшалăхĕ пурскерсене, йут патша аллинђе ђура пулса пурăнни темĕн пек намăс пулнă.
Çавăнпа Іисус Христоса кĕтессе те акă çапла шухăшласа кĕтнĕ. Христос çĕр çине килĕ. Вăл патша пулĕ. Вăрçăпа пĕтĕм тĕнђене хамăра парăнтарĕ. Халĕ хамăра ђура туса усракан Рим патшине те çĕнтерĕ. Вара пире пĕтĕм тĕнђе пăхăнса тăрĕ. Епир хамăр нимĕн те тумăпăр.
Нимĕн ĕç те ĕçлемĕпĕр. Пире пурне те хамăр çĕнтерсе парăнтарнă çынсем туса парса тăрĕç. Килес патша Христос пĕтĕм патшалăхри аслă вырăнсене хамăра, еврейсене, валеçсе парĕ. Вара епир ђăн ырăлăха тупăпăр. Вара тин ĕмĕр ĕмĕрех савăнса пурăнăпăр, тесе шухăшласа Христоса кĕтнĕ.
Анђах Христос çĕр çине вĕсем шухăшланă пек килмен, пĕлĕт çинђен вĕсем тутарас тесе ĕмĕтленнĕ ĕçе тума анман.
Вăл çĕр витере çуралса, ђухăн çуралса, çĕр çинђе пурăна пуçланă. Çитĕнсе çитсен, халăха вĕрентме тытăннă. Çак тĕнђере усал туса пурăнакан çынсене кала-кала намăслантарнă. Анђах вĕсем, Ăна патша тесе, йышăнман. Ăна патша умĕнђе халăха пăтратат̌ тесе елеклесе тытса вĕлернĕ.
Іисус Христоса Хăйне вĕлернĕ пулсан та, еврейсем Вăл вĕрентнине вĕлереймен-пĕтереймен, Вăл вĕрентсе хăварни халăх хушшине сарăлассине ђарайман. Христосăн вĕренекенĕсем хăйсен Вĕрентекен ĕçне, халăха вĕрентессине, хăйсене хĕрхенмесĕр, никамран хăрамасăр, патшасенђен те шикленмесĕр вĕренте пуçланă, Христос хăйсене вĕрентсе хăварнине тĕрлĕ çÿресе вĕрентнĕ.
Христосăн вĕренекенĕсем, Іисус Христос çĕр çинђе пурăнни, Вăл вĕрентни, Вăл тунă ĕçсем, Вăл тунă хăватсем йăхран йăха, сыпăкран сыпăка, ĕмĕр ĕмĕрне пĕр улăшăнмасăр лектĕр тесе, вĕсене пурне те пĕр кĕнеке çине çырса хăварнă. Вăл кĕнекене епир евангеліе тетпĕр.
Çак пайан вуланă евангеліене çыракан Матѳей апостол хăйĕн евангеліене еврейсем валли çырнă. Еврейсем нумайăшĕ Христоса йышăнман. Ăна: Турă ĕлĕк çĕр çине йама пулнă Турă Ывăлĕ тесе ĕненмен. Çавăнпа Матѳей апостол іудейсене пĕлтерме Христос çинђен Авраамран пуçласа Іосифпа Марія сыпăкне çитерет. Іисус Христос ђăнахах Турă Ывăлĕ пулнине, Ун çинђен ĕлĕк пророксем хунипе пĕлтерме Христос ăруне Авраамран пуçласа кала- кала тухат̌.
Христоса йышăннине ђĕлхепе мар, ĕçпе кăтартас пулат̌. Ырă йывăçа çимĕçĕ тăрăх пĕлеççĕ.
Таса Ђиркÿ те пайан хăйĕн ађисене еврейсем пек ан пулђђăр, Ăна йышăнђђăр, Ăна Турă Ывăлĕ тесе ĕненђђĕр тесе Христос ăрăвĕ çинђен çырнă евангеліе вулама хушат̌.
Паçăр каларăмăр: еврейсем нумайăшĕ Христоса йышăнман, терĕмĕр. Пирĕн вĕсем пек пулас мар тесен, Христоса йышăнас пулат̌. Ђăн вăл, пиртен нихăшĕ те Христоса йышăнмастăп, Ăна Турă тесе ĕненместĕп, тесе калакан пулас çук. Пулсан та ун пек калакан нумайах мар пулĕ. Анђах епир ђĕлхепе йышăнатпăр, тетпĕр; хамăрăн ĕçсем Ăна йышăнманнине кăтартаççĕ.
Христос каланă: пĕр çыннăн икĕ ывăл пулнă. Ашшĕ пĕрин патне пынă та каланă: ађам, йывăç пахђине кайса ĕçле-ха, тенĕ. Ывăлĕ каланă: йурĕ, кайăп, тенĕ. Ашшĕ тепĕр ывăлне те ĕçлеме кайма хушнă. Анђах ывăлĕ ашшĕне хирĕç: каймастăп, тенĕ. Кăшт тăрсан, çак ашшĕ хушнине шухăшласа илнĕ те, ашшĕ кайма хушнă çĕре кайнă. Ашшĕне кайатăп, тийекенскер кайман. Иккĕшĕнђен хăшĕ ĕнтĕ ашшĕ хушнине тунă! Ашшĕнђен ырă сăмах илтмелле пулнă? Ăна хăвăр та ăнласа илме пултаратăр: кайап тийкенĕ мар, кайса ашшĕ хушнине тунă ывăлĕ ырра тухнă.
Çавăн пекех Христоса йышăннине ђĕлхепе мар, ĕçпе кăтартас пулат̌. Ырă йывăçа çимĕçĕ тăрăх пĕлеççĕ. Ырă çынна, Турă хушнă пек пурăнакан çынна та, ĕçне кура пĕлеççĕ.
Çавăнпа, тăванăмсем, Христоса йышăннине, Ăна хăвăр ђĕрĕре вырăнаçтарнине ĕçпе кăтартăр. Никама та усал ан тăвăр, ирсĕр ĕçсем ан тăвăр, Турă панă ăса ерех ĕçсе ан ухмахлантарăр, Турă панă таса ÿте ерех ĕçсе вараласран сыхланăр. Вара, тин, çапла пурăнсан тин, Христоса йышăнни пулĕ. Амин.