Святой Николай Аттене Асăннă Кун Вĕрентсе Калани


Священник Николай Кузьминъ


Раштав 6-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Акă хамăр хушшăмăрта пĕр­пĕр çын вилет. Ăна асăнма тăванĕсем, йал-йышсем пу­хăнаççĕ. Пухăннă çынсем çав вилнĕ çын йĕппине, кама йепле пулăшнине, пурăнăçне йепле пурăнса ирттернине астуса хуйхăрса калаçса лараççĕ.

Пайан епир святой Николай аттене асăнса праçник тăватпăр. Ăна асăнса, ăна кĕл-тума, хамăра пулăшма йă­лăнас тесе çак таса ђиркĕве пухăнтăмăр. Халĕ ĕнтĕ свя­той Николай атте çинђен шухăшласа пăхар. Вăл йепле- йепле тĕлĕнмелле ĕçсем тунине аса илĕр.

Константинопол хулинђе пĕр Ѳеофан йатлă çын пу­рăннă. Вăл ырă, Турра йурăхлă çын пулнă. Вăл иртен-çÿренсене, ђухăн çынсене пулăшма йуратнă. Пĕрре свя­той Николай атте çав Ѳеофана тĕлĕкре курăнса каланă: Ѳеѳфан, есĕ ирхине иконасем çыракан Аггей патне кай. Ăна виçĕ икона çырма хуш: пĕри Іисус Христос сăнĕ пул­тăр, тепĕри Турă Амăшĕ—Таса Хĕр сăнĕ пултăр, виççĕ­мĕшĕ святой Николай атте сăнĕ пултăр. Çав каланă ико­насене çырсан Аѳанасій патріархпа пĕтĕм священниксене кăтарт, тенĕ.

Ѳеофан ирхине тăнă та иконасем çыракан патне кайнă. Ăна святой Николай хушнă пек иконасем çырма хушса хăварнă. Иконасене çырса пĕтерсен, Ѳеофан вĕсене виççĕшне те хăйĕн килне илсе пынă. Вĕсене ха­тĕрлесе хунă вырăна лартнă. Ѳеофан хăйĕн арăмне кала­нă: ат̌а, патріархпа священниксене ђĕнсе килсе çак ико­насем умĕнђе молебен тутарар, тенĕ. Арăмĕ каланă: санăн шухăшу аван шухăш, шухăшланă пек ту, тенĕ. Вара Ѳеофан патріарх патне кайнă.

Ун ђухне Константинопол хулинђе патріарх Аѳанасій пулнă, Вăл ун патне пырса ăна священниксемпе унăн килне пырса молебен тума тар­хасланă. Патріарх пыма пулнă. Ѳеофан килне кайса ха­тĕрлене пуçланă. Патріархпа священниксене мелебен хы­çĕнђен хăна тума кирлĕ йапаласем хатĕрленĕ, хĕрлĕ ерех те пăртак илнĕ. Патріарх ун килне пырсан, Христос сăнĕ çине пăхнă та пĕлĕтпе çĕре пултаракан Турра тав-тунă. Турă Амăшĕ сăнĕ çине пăхсан каланă: пирĕн Туррăмăра çуратакан Таса Хĕрĕн сăнне те пит аван ÿкернĕ, тенĕ. Вара йулашкинђен святой Николай сăнĕ çине пăхса кала­нă: ку иконана кам çырнă? Кунта Мирликіяри Николай архіерейе сăнне ÿкернĕ. Вăл Ѳеофан ывăлĕ, Вăл святой анђах, çавăнпа унăн сăнĕ çак иконасемпе тăни килĕш­мест, тенĕ. Вара Ѳеофана святой Николай атте сăнне илсе тухса урăх çĕре лартма хушнă. Иконасем çыракан Аггейе каланă: есĕ ÿлĕмрен святой Николай сăнне пит ђаплă туса ан çыр, тенĕ. Ѳеофан святой Николай сăнне кăларса лартма хушсан пит хуйха ÿкнĕ. Вара патріарх Іисус Христосăн сăнĕпе унăн таса Амăшĕ сăнне кĕл-туса та­сатса молебен тунă. Ѳеофан святой Николай сăнне пынă священниксенђен пĕрне (Каллиста) кĕл-туса тасаттарса молебен тутарнă. Молебен хыçĕнђен патріархпа ытти свя­щенниксене хăна тунă. Кайран вĕсене килне ăсатса йанă.

“Ей святой Николай, епĕ сан умăнта çылăха кĕ­тĕм, мана, çылăхлăскере, каçар, мана çак тинĕс тĕпĕнђен хăтар, пÿклесĕр вилĕмрен çăл”

Тепĕр кунне патріарх патне пĕр ђаплă, Ѳеодор йат­лă улпут пынă. Вăл Гердала, тийекен тинĕс варринђи çĕр çинђе пурăннă. Вăл патріарха хăй патне пыма тархасла­нă: ман пĕртен пĕр хĕрĕме усал йĕрсе пит хытă асап­лантарат̌, есĕ ман патма пырса хĕрĕм çинђе евангеліе ву­ла-ђђĕ, тенĕ. Патріарх çав улпут патне кайнă. Кайалла киле тавăрăннă ђухне сасартăк тăвăл тухнă. Патріарх пыракан карапа путара пуçланă. Патріарх тинĕсе ÿкнĕ. Вара вăл Турă хăйне мĕншĕн инкек кăтартнине аса илсе каланă: ей святой Николай, епĕ сан умăнта çылăха кĕ­тĕм, мана, çылăхлăскере, каçар, мана çак тинĕс тĕпĕнђен хăтар, пÿклесĕр (сарăмсăр) вилĕмрен çăл, тесе святой Ни­колайа тархасланă.

Унђђен те пулман патріарх св. Нико­лай шыв çинђен ун патнелле утса пынине курнă. Вăл патріарха аллинђен тытса каланă: акă есĕ ман иконана хисеплемерĕн, халĕ мана пулăшма ђĕнетĕн, тенĕ. Патріарх каланă: ей святой, епĕ сан умăнта çылăха кĕтĕм, есĕ мана каçарса çак усал вилĕмрен çăлах, епĕ те сан йăтнă çĕр çинђе сарма тăрăшăп, сан çинђен, хуйхăра ђас пулăша­кан çинђен, çынсем хушшинђе каласа çÿрĕп“, тенĕ. Свя­той Николай каланă: ан хăра, тăванăм, сана Турă ман урлă вилĕмрен çăлат̌, карап çине лар та хăвăн ĕлĕкхи вырăнна кай, халăхсене Турă çинђен вĕрентсе пурăн, тенĕ. Вара ăна карап çине лартнă.

Унпа пĕрле пынă священ­никсем каланă: ей атте, йепле есĕ тинĕс çинђен карап çине лартăн? тенĕ. Патріарх вĕсене мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă. Килне тавăрăнсан святой Николай сăнне çыртарнă Ѳеофан патне кайнă. Ăна та хăйпе ти­нĕс çинђе мĕн пулнине каласа панă. Унтан св. Николай сăнне илсе пыма хушнă, вара çав иконана св. Софія йа­ђĕпе лартнă Константинополри ђăн ђаплă ђиркĕве лартнă. Тепĕр куннех Св. Николайа асăнса ђиркÿ тума тытăннă. Туса пĕтерсен св. Николай сăнне çав ђиркĕве илсе пыр­са лартнă. Унта халĕ те темĕн ђухлĕ çын святойа кĕл-ту­ма çÿреççĕ, тĕрлĕ ђирсенђен, сурансенђен тÿрлетеççĕ.

Тăванăмсем! Çак тĕлĕнмелле ĕç ĕлĕк пулнă. Нумай­ĕшĕ калĕç: ун пек хăват халĕ пулмаст̌, тийĕç. Çук, тăвансем! Св. Николай халĕ те çынсене пулăшса тăрат̌, хăйне хисеплеменнисене асап йарат̌.

Мраморный тийекен тинĕспе „Цесаревна“ йатлă пра­хут пынă. Унта пĕр Иван Денисович Митрополов йатлă ырă çын пулнă. Çав карап çинђех офицерсем пынă, Пĕр офицерĕ св. Николай икони тĕлĕнђех пирускă туртса ларнă. Иван Денисовпч çавна ђăтаймасăр: санăн пирускуна турт­нă ђух кăшт урăх çĕрелле пăрăнмалла: авă, куратăн-и, тĕтĕм пĕтĕмпех икона çине кайат̌? тенĕ. Çакна илтсен, офицер тăрса урăх çĕрелле кайас вырăнне, тăнă та: акă епĕ ăна тĕтĕмпе хăна тăвам-ха, тенĕ те пирускинђен пĕ­тĕм вăйĕпе тĕтĕм туртса илсе св. Николай сăнĕ çинелле йанă. Çавна курсан пур те çиленсе çитнĕ. Çавăнтах карап шатăртата та пуçланă: вăл тĕлĕшрен шăтнă та пута пуç­ланă.

Тотемскій уйeсра, Щепкино йатлă йалта иккĕн пиђђĕшпе шăлнĕ пурăннă. Вĕсем ĕçме йуратакан çынсем пул­нă. Иккĕшĕ те Турра ĕненмен. Пĕрре пĕлтĕр (1908 ç.) ик­кĕшĕ те ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ. Вара вĕсенђен пĕри св. Николай икони умне тăрса вăрçа пуçланă: „çитĕ ĕнтĕ сана ман патăмра пурăнма, пурăнтăн, пурăнман мар, халĕ ман патăмран тухса кай“, тенĕ те иконана кăларса пăрахнă. Анђах çав çынсем тепĕр куннех çунса кайнă. Хăйсем валли пурăнма нимĕн те йулман“.

„Копылова йатлă йалта пĕр Василій Шадрин йатлă çын пурăннă. Вăл пĕрре ĕçсе ÿсĕрĕлсен св. Николай сăн­не турăш умĕнђен илнĕ те урама кăларса ывăтнă. Пăртак вăхăт иртсен икони йепле выртат̌-ха тесе пăхма пуçне ђÿређерен кăларнă та хăй те ђÿређерен тухса ÿкнĕ. Пу­çĕпе çĕре перĕнсе, пÿрђĕ пĕр хутлă анђах пулсан та, Ва­силій пуç мими хускалнине ђĕлхесĕр пулса ларнă“.

Çав пулнă ĕçсем пире те св. Николай сăнне хисеп­леме хушаççĕ. Ăна, хисеплемесен, епир те асап курмалла пулăпăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.